Тăпрана мĕншĕн извеçлемелле?

2 Çĕртме, 2016

Тăпра тĕрлĕрен пулать: хăйăрлă, тăмлă, хура тăпра, вăрман тăпри, торфли т.ыт. Унăн тытăмĕ те, йÿçеклĕх виçи те тĕрлĕрен. Тăмлă тăпран йÿçеклĕхĕ пысăккине палăртмалла. Кунашкал çĕр çинче пахчаçимĕç, улма-çырла туса илесси чăрмавлăрах. Йÿçеклĕх пысăк пулсан тăпрана извеçлемелле. Тăпра вара пĕчĕккĕн юсанать, кăпкаланать, тутлăхлă япаласемпе пуянланать. Извеçре ÿсен-тăрана кирлĕ кальци тата магни нумай.

Çакна та пĕлмелле: тăпрара кальци ытлашши пулни те аванах мар. Кальци çĕре хытарать — тымар лайăх аталанаймасть. Вăл çумăрпа ирĕлсе пĕтмест, пăсланмасть, çĕрте чылай вăхăт упранать.

Çĕре пулăхлатмалли кальциллĕ хутăшсем çаксем: кальцит, акшар тăмĕ, доломит çăнăхĕ, сÿнтернĕ тата сÿнтермен извеç, сланец кĕлĕ, цемент тусанĕ, торфотуф /торф кăларакан вырăнсенче аялти сийĕ/, кÿлĕ извеçĕ /авал кÿлĕ пулнă вырăнсенче кăлараççĕ/, гипс.

Гипспа тăварлă тăпрана йĕркелеме усă кураççĕ.

Извеçлени мĕн тума кирлĕ-ха?

— Тăпра микроэлементсемпе пуянланать, ÿсен-тăран лайăхрах аталанать.

— Çĕрти хăшпĕр усăллă микроорганизмсем вăйлăрах ĕçлеме пуçлаççĕ.

— Ÿсен-тăранри веществосен ылмашăвĕ лайăхланать, нитрат виçи сахалланать.

Çĕрте извеç витĕмĕ темиçе çула пырать. Сапнă хыççăнах, пĕрремĕш çул, унăн витĕмĕ, тен, сисĕнсех те каймасть, ÿлĕм палăрать. Çавăнпа çулсеренех извеçлеме кирлĕ мар.

Тĕрлĕ йывăç-курăк тĕрлĕрен тăпрана юратать. Ытларахăшне вăтам йÿçеклĕхлĕ /нейтраллă/ çĕр тивĕçтерет. Йÿçеклĕхе рН палăртаççĕ. Кăшкар ути /щавель/, ут кăшкарĕ, пĕтнĕк /мята/, люпин, шăнăр курăкĕ, чăрăш тăрри лайăх çитĕнекен вырăн йÿçеклĕх пысăккине систерет.

Пăрçа йышши культурăсем — пăрçа, нимĕç пăрçи, вика, фасоль нейтраллă тăпра çинче лайăх ÿсеççĕ. Улмуççи, груша, хăмла çырли, крыжовник, çĕрулми, çĕр çырли кăштах йÿçеклĕрех вырăна килĕштереççĕ. Чиепе сливăна сĕлтĕрех /щелочлă/ тăпра кирлĕ.

Йÿçеклĕх виçине мĕнле пĕлмелле? Хĕрлĕ тăмлă, торфлă, вăрман тăрăхĕсенче тăпра йÿçеклĕхĕ уйрăмах пысăк.

рН виççĕрен пĕчĕкрех — тăпра йÿçеклĕхĕ питĕ пысăк, рН 3-4 — йÿçек, рН 5-6 — кăштах йÿçек, рН 6-7 — нейтраллă, рН 7-8 сĕлтек, рН 8-9 — вăйлă сĕлтек.

Йÿçеклĕхе палăртма пулăшакан ансат меслетсемпе паллашăпăр.

Шывпа. Стакана икĕ-виçĕ кашăк тăпра тата шыв яратпăр, лайăх пăтратса 5-6 минута хăваратпăр. Тăрăлнăçемĕн темиçе сий курăнать: аялти — хăйăрпа чул, çÿлерех — тăм, чи çÿлте тислĕк, çĕрсе пĕтмен ÿсен-тăран юлашки. Хăш сий хулăнрах? Тăм сийĕ хулăн пулсан тăпра йÿçеклĕхĕ пысăк.

Уксуспа. Икĕ лаптăкран пĕрер кашăк тăпра илмелле те тикĕс çĕре пĕчĕк купа пек хумалла. Çиелтен 9% уксуспа сапса йĕпетмелле. Тăпра чăшăлтатса кăпăклансан нейтраллă шутланать. Реакци çукки йÿçеклĕх пысăкки пирки калать.

Иçĕм çырли сĕткенĕпе. Тĕрлĕ çĕртен пĕрер кашăк тăпра илмелле те 30-шар грамм иçĕм сĕткенĕ янă стакана ямалла. Стаканри сĕткенĕн тĕсĕ улшăнсан, кăпăклансан унта нейтраллă е сĕлтĕкрех тăпра. Стаканра реакци çук — тăпра йÿçек.

Тăпра йÿçеклĕхне тĕрĕслемелли ятарлă индикаторсене ял хуçалăх япалисем сутакан лавккасенче туянма пулать.

рН 3-5 тăмлă тăпрана 1 тăваткал метра 400-500 г сÿнтернĕ извеç сапмалла, хăйăрлине — 300 г.

Извеçе тăпрана кĕркунне е çуркунне кăпкалатас умĕн хывмалла. Енчен те лаптăкра йÿçеклĕ çĕр çинче лайăх ÿсекен курăксем сахалланчĕç-тĕк — тăпра юсанса пырать.

Извеçлессине йĕркипе, тĕрĕслевсем ирттерсе, туса пымалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.