Тăпра тухтăр. Мутиков

16 Чÿк, 2016

Ял хуçалăх культурисем таса тăм çинче çитĕнменнине пĕлмен çын çук-тăр. Тăпра çинче çеç шăтса тухса ÿссе сарăлма пултараççĕ. Нÿрĕке вăрах тытма пултаракан пулăхлă çĕр пысăк тухăç парать. Çултан-çул юхăнакан чухăн тăпра вара савăнтараймасть. Пулăхлăхĕ çулсерен упранса çеç те мар, хушăнса та пытăр, тыр-пул, пахчаçимĕç тухăçĕ ан чактăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту Владимир Мутикова çамрăклах кăсăклантарнă. Каярахпа вăл паллă ăсчах пулса тăнă.

В.Мутиков Шупашкар районĕнчи Мăттикасси ялĕнче 1936 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Шкул, çар тивĕçĕ хыçа юлсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче вĕреннĕ. 1963 çулта диплом илнĕ хыççăн çур ĕмĕр ытла тăпра пулăхлăхне ÿстерессишĕн вăй хурать. 1965-1993,1995-2002, 2008 çулсенче ял хуçалăх институтĕнче /каярах академи/ студентсене пĕлÿ парать, ассистентран профессора çитет. 2009 çултанпа — «Агро-Инновацисем» ХУП консультанчĕ. Владимир Михайлович 1994-1995 çулсенче ЧР Патшалăх çĕрĕç комитечĕн çĕр кадастрĕпе мониторингĕн тата çĕр реформин информацийĕпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ пулнă. АПК ертÿçисемпе специалисчĕсене çĕнĕрен вĕрентекен тата квалификацине ÿстерекен институт чĕннипе 5 çул малта пыракан технологи кафедрине ертсе пынă.

— Эпĕ кирек ăçта ĕçлесен те, кирек мĕнле должноç йышăнсан та чыслă, тÿрĕ кăмăллă, яваплăха туякан çын пулма тăрăшнă, — тет Владимир Михайлович. — Çавăнпа çитĕнÿсем тунă.

В.Мутиков ял хуçалăх институчĕн агрофакультетне ертсе пынă çулсенче çак факультет тата унăн общежитийĕ хулара темиçе çул чи лайăххи пулнă. Декана Халăхсен туслăхĕн орденĕпе чысланă. Вăл нумай çул чи лайăх лектор-преподаватель йышне кĕнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем ăна республикăри ертсе пыракан çĕрĕç ăсти тесе хаклаççĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха вун-вун çул ертсе пырса чапа кăларнă Аркадий Айдак канашлусемпе конференцисенче Владимир Мутикова чăваш Мальцевĕпе танлаштарнă. Геронтий Семенович аслă шкул пĕтермесĕрех нимĕçсен çĕрĕç технологине тĕпчесе питĕ паллă ăсчах-практик пулса тăнă. Унăн тĕп вĕрентĕвĕ — çил, шыв сиенлесрен тăпрана çавăрса пăрахмасăр сухаламалла, çав вăхăтрах нÿрĕк ытларах антăр тата тытăнса тăтăр тесе çĕре хăйевĕр плугпа 40 сантиметра çити тарăнлатмалла. Уйра йывăç-тĕм тăрăхĕсем пулмалла, нумай çул ÿсекен курăксем пысăк лаптăк йышăнмалла. Нумай хуçалăх усă курать ку сĕнÿпе, çулленех лайăх тухăç илет. Владимир Михайлович Геронтий Мальцевăн вĕрентĕвне тĕпе хурса «Çĕрĕç биологизацийĕ» пысăк ĕç хатĕрленĕ. Шупашкарти, районсенчи тĕлпулусенче АПК ĕçченĕсене унпа тăтăш паллаштарать.

Совет тапхăрĕнче хуçалăхсем пысăк тухăç илес тĕллевпе уя пĕрчĕллĕ удобрени, тĕрлĕ имçам нумай кăларнă. Лайăх кăтарту савăнтарнă, çав вăхăтрах продукци хăйхаклăхĕ пысăкки шухăша янă. Тăпрара органика, уйрăмах гумус саппасĕ, пулăхлăх чакма тытăннă. Тыр-пул тухăçпа савăнтарайми пулнă. Çĕршывра Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ туса хума тырă та, пахчаçимĕç те çулсерен çителĕклĕ туса илмелле. Тăпра пахалăхĕ çуллен чаксан пĕлтерĕшлĕ тĕллеве пурнăçлама пултарăпăр-ши? В.Мутикова çакă та хытă шухăшлаттарать.

— Çĕр ĕçченĕн хуçалăха сахал тăкакпах тупăшлă аталантарма вĕренмелле, — тет Владимир Михайлович. — Биологизаци меслечĕпе тăпра тытăмне çулсерен лайăхлатса пымалла. «Ленинская искра» колхозран вĕренмелле. Кунта 1979 çултанпа пестицидпа усă курмаççĕ. Уя минерал удобрени кăларассине 4 хут пĕчĕклетнĕ. Тухăç вара нимĕн чухлĕ те чакман, хăшпĕр культурăн малтанхинчен пысăкрах та. Ку хуçалăхра эпĕ сăнав сахал мар ирттернĕ. Юлашки çулсенче Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăра тĕрлĕ опытсем тăватăп. Тулли мар яваплă общество кăçал та пысăк тухăçлă «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерчĕ. Çакă йăлтах биологизаци меслечĕпе çине тăрса ĕçленинчен килчĕ. Шăварнин пĕлтерĕшĕ пысăк, кăçалхи çул уйрăмах. Анчах япăх тăпрара шăварни те пулăшмасть. Ешĕл удобрени вырăнне илепер акатпăр. Унăн тымарĕ вăрăм. Çĕрсен хăвăла нÿрĕк пуçтарăнать. Тымар çĕрĕкĕн наркăмăшĕ — кумарин — тымар хурта /проволочник/ пĕтерет. Иккĕмĕш сидератпа та усă куратпăр. Çуллан иккĕмĕш çурринче тăпрана чиртен сыватакан культурăсем акатпăр. Пĕрчĕллĕ удобрени мар, органика çĕрĕн пулăхне ÿстерет, тытăмне лайăхлатать. Çавна пула тăпра вăйлă çумăр хыççăн тÿрех шăрăх пуçлансан та хăвăрт типмест, чул евĕр хытмасть.

Ял хуçалăх темипе çыхăннă канашлусене час-часах хутшăнма тÿр килнĕрен Владимир Михайлович тухса калаçнине сахал мар итленĕ эпĕ. Тĕслĕх хыççăн тĕслĕх илсе кăтартнăран доклачĕ чĕрĕ, пурнăçпа тачă çыхăнтарнăран нумайлăха асра юлать. Вăл республикăра нумай хуçалăха çитсе курнă, ырă сĕнÿпе пулăшнă. Тĕпчевсем ирттерсе тата вĕсене пурнăçа кĕртсе 300 яхăн ĕç, вăл шутра 2 монографи, пичетленĕ. Чулхула, Киров, Йошкар-Ола хулисенче лекцисем вуланă. ЧР Ял хуçалăх министерстви, çĕршыври çĕрулми хуçалăхĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕ, «Агро-Инновацисем» ХУП пĕрле ирттерекен регионсем хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕсен материалĕсен 6 пуххине хатĕрленĕ тата редакциленĕ.

В.Мутиков паян 80 çул тултарать. Ăслăлăх ĕçĕсĕр пуçне вăл пин-пин агроном, инженер-механик, экономист хатĕрлеме хутшăннă. Нумайăшĕпе паян та туслă çыхăну тытать. Мăшăрĕпе Людмила Васильевнăпа 55 çул ытла /Мускав пĕрремĕш космонавта Ю.Гагарина вĕçев хыççăн кĕтсе илнĕ кун çырăннă/ килĕштерсе пурăнать. Владимир Михайловича ĕçри хастарлăхшăн тата çитĕнÿсемшĕн ЧР, РФ Ял хуçалăхĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă, «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем панă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.