Тăпра кушăхма тытăннă

Юртан тасалса хĕл ыйхинчен вăранакан уй- хир ытти çулхинчен чылай маларах кушăхма тытăнни хресчене хытах шухăшлаттарать, çуракине яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленсе пысăк пахалăхпа ирттерес ĕçе хăвăртлатма хистет.

Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК аталанăвĕпе муниципалитет харпăрлăхĕн пайĕн ертÿçи Борис Марков кĕркунне 7673 гектар çинче /планпа пăхнин 100,1%/ кĕрхи куль-турăсем акса хăварнине пĕлтерчĕ. Çуркунне валли 9 пин га çĕртме тунă. Кăçал лаптăк татах пысă-кланмалла. 1091,7 га парлак çĕр пур. 550 гектарне /50,4%/ кăçалах пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ыттине /49,6%/ çитес çул сухаласа пăрахма палăртнă. Вара усă курман çĕрсем пирки сăмах текех пулмĕ.
— Агропромышленноç комплексĕ район экономикин тĕп секторĕ шутланать, — терĕ Борис Николае-вич. — Вырăнти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн лару-тăру çирĕплĕхĕ унăн эффективлăхĕнчен нумай килет. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çавăнпа тупăшлă вăй хума тăрăшаççĕ. Уйрăмах «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ, Чăваш ял хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕ, «Куснар» агрофирмăн «Цивиль» филиалĕ ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Тыр-пул калăпăшĕпе те, тухăçĕпе те ыттисенчен маларах пулнине пĕлтĕр те çирĕплетрĕç. Çĕр улмипе пахча çимĕç, хăмла кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Çитĕнÿре машина-трактор паркне çĕнетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2019 çулта 62 млн тенкĕлĕх 26 техника туяннă, вăл шутра тырă вырса пухакан 4 комбайн. Ял хуçалăх ĕçченĕсем 42,6 млн тенкĕлĕх 12 инвестици проекчĕ пурнăçларĕç, 9 ĕç вырăнĕ хатĕрлерĕç.
Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 12516 га, пахча çимĕç — 336 га, техника культурисем — 1452 га, çĕр улмипе ытти çимĕçе 1350 га акма палăртнă. АПК предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен пĕр тĕллев — ял хуçалăх производствине аталантарса пырса продукци калăпăшне çултан-çул ÿстерсе пымалла. Кăçал çу мĕнле пуласса никам та татса калаймасть. Пирĕн тăрăхра ырă çанталăк темиçе çулта пĕрре килет. 2019 çул шăпах çав шута кĕрет те. Ял хуçалăх ĕçченĕсене вăл пур енчен те ăнăçу кÿчĕ — пысăк тухăçпа савăнтарчĕ. Унпа танлашма кăçал çăмăл пулмасан та Çĕрпÿсем ĕç кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен кая мар пуласса шанаççĕ. Халĕ хĕрсех çуракине хатĕрленеççĕ. Техника паркĕнче ĕç шавĕ каç пулмасăр та лăпланмасть. Раççей ял хуçалăх центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăсен вăрлăхне кондицие лартас тĕлĕшпе республикăра 6 район малта пырать. Тăвайсемпе Хĕрлĕ Чутайсем хыççăн Çĕрпÿсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. zivizd.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.