Тăпăрчă хăпартлăвĕ

26 Çу, 2016

Кирлĕ япаласем: 5 çăмарта, 500 г тăпăрч, 100 г хăйма, 1,5 стакан сахăр песукĕ, 2 апат кашăкĕ çĕрулми крахмалĕ, 1 пĕчĕк пачка ваниль сахăрĕ.

Хăпартлăва духовкăра та, мультиваркăра та пĕçерме пулать. Ĕç йĕрки: çăмарта шуррине сарринчен уйăратпăр, шуррине холодильника, саррине тăпăрчпа, крахмалпа, хăймапа, ванилинпа хутăштаратпăр. Хутăша блендер чашкине хурса кăпăшлантармалла, çăмарта шуррине те, уйрăммăн, шурă кăпăк пек пуличчен кăпăшлантармалла, унтан сахăр песукĕ хушмалла та вăл ирĕлсе пĕтичченех çавăрмалла.

Кăпăшка тăпăрчăна кăпăклантарнă çăмарта шуррине асăрханса яратпăр, сехете май пăтрататпăр. Унтан йăлтах мультиварка «хуранне» тултаратпăр, «Выпечка» программăна суйласа пĕр сехет пĕçеретпĕр. Пиçнĕ хыççăн мультиваркăна сÿнтерсе тепĕр сехет пек лартатпăр. Тăпăрчă хăпартлăвĕ торт пекех тутлă пулать. Чейпе çиме аван.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.