Тапăну тĕллевне çаврăннă пакунсем

Çав пăтăрмах пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Мускаври пĕр пасар территорийĕнче пулнăччĕ. Йĕркелĕх хуралçисем унта çул çитмен хĕре мăшкăлланă тесе шанман пĕр çамрăка шыраса пынă. Йĕкĕте тытса чарнă, анчах çав самантра право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем çине хайхи çамрăкăн тăванĕсем - Расуловсем, упăшкипе арăмĕ - сиксе ÿкнĕ, йывăр амантнă. Халĕ суд приговорĕ те паллă ĕнтĕ: Магомед Расулова 18 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, унăн мăшăрне Халимата - 12,5 çуллăха.

Хăй вăхăтĕнче çĕр-шывĕпех шăв-шав çĕкленĕ çак тĕслĕх манăçмаллаччĕ те пуль. Анчах - манăçмасть. Манма памаççĕ. Мĕншĕн тесен пакунлă çынсем çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем - ытла та çине-çинех. Çав шутра - Чăваш Енре те.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" шăмат кунхи номерĕнче.

Николай КОНОВАЛОВ.