Тантăш № 34 (4652) 28.08.2019

29 Çурла, 2019

Çак кун чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри — Кубăпа Чăваш Республики хушшинчи çыхăну тата ытларах çирĕпленни. Тахçанах никĕсленнĕ хутшăнусем юлашки вăхăтра вăйлăрах та вăйлăрах аталанса пыраççĕ. Кубăн Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Херардо Пеньялвер Порталь хăйне Шупашкар юбилейне йыхравласан савăнсах килĕшнĕ, çемйипе тата делегаципе килнĕ. Вĕсем РФ финанс министрĕн çумĕпе Алексей Лавровпа, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа «Куба пирки ĕмĕтленетĕп» курава çитсе курчĕç. Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне Шупашкарти шăпăрлансем кăна мар, районсенче пурăнакансем те хутшăннă. Пурĕ 103 ĕç тăратнă. Чи çамрăк художник — 4 çул çурăра.

Херардо Пеньялвер Порталь ачасен ÿкерчĕкĕсемпе паллашса пысăк хак пачĕ.
— Кубăн çут çанталăкне кăна мар, халăхăн чунне кăтартса пама пултарнă эсир. Икĕ халăх хушшинче туслăх кĕперĕ çирĕп пултăр тесен çамрăксен пĕр-пĕринпе хутшăнмалла. Эпир Кубăри ачасем Раççее ÿкерччĕр тесе тăрăшăпăр, — терĕ вăл ăшшăн кулса.
Чи-чи маттуррисем вара «Пултарулăх бульварĕнчи» «Гавана Куба» лапамра Посолран парне илме тивĕçрĕç. 3 ушкăнри çĕнтерÿçĕсене пĕрин хыççăн теприне сцена çине чĕнсе кăларчĕç. Вĕсен йышĕнче 6 çулти Егор Мясников та пулчĕ.
— Эпĕ пÿртсем ÿкертĕм. Кубăра пĕртте пулса курман, çапах ĕмĕт пысăк. Унта илемлĕ пулнине, пальмăсем çитĕннине, океан пуррине пĕлетĕп. Машина нумай, вĕсемпе ярăнас килет. Эпĕ пальмăсем курнă, вĕсенче кокос ÿсет, алăпа та тытнă. Тата манго юрататăп. Конкурссене малашне те хутшăнăп-ха, — терĕ парнене кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытнăскер.
Тĕрлĕ енлĕ ăсталăх класĕсем
Кирек мĕнле уяв — ача-пăчашăн савăнăç. Хĕрлĕ тÿремре вырнаçнă «Ачалăх хулинче» Шупашкарти ача сачĕсем тĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Пекарня, чечек лавкки, супăнь хăмписен завочĕ, кинотеатрсем, аслă шкулсем — пурте пĕчĕккисене хăйĕн патне йыхравларĕç. Кашни ача хăйне кăсăклантараканнине тупрĕ: тăварлă чустаран кукăль-пÿремеч хатĕрлерĕç, тинĕс тĕввисем çыхма вĕренчĕç, тĕрлĕ тĕслĕ хутран чечексем ăсталарĕç, 3D ручкăпа ÿкерчĕç, конструкторсем пуçтарчĕç…
Уйрăмах «Супăнь хăмпин завочĕ» патĕнчен ача-пăча татăлмарĕ.

(«Вĕршĕнсем» , техника парачĕ, ăсталăх класĕсем… Вера ШУМИЛОВА)

Çемье – тăнăçлăх вучахĕ. Çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк чунăн çывăх çынсен хÿттине, ăшшине туйса, ырă йăли-йĕркине ăша хывса çитĕнмелле. Ача пурнăçра мĕнле çул çине тухасси тăван кил хăтлăхĕнчен, çемьери хутшăнусенчен нумай килет. Кил ăшши – атте-анне. Вĕсем пурри – чи пысăк пуянлăх. Ачан пурнăçĕ амăшĕнчен пуçланать. Анне... Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах.
Чăвашсен те, пирĕнпе хурăнташлă ытти халăхăн та тăванлăх терминĕсем вăйлă аталаннă. Авалтан пыракан йăла тăрăх, тăван-пĕтене чĕнмелле чухне ятпа мар, ятарлă сăмахсемпе усă куратпăр, вĕсем кирек мĕнле эмелрен те сиплĕрех. Сăмахĕсем тата мĕнешкел хитре! Питĕ çепĕç, янăравлă, кăмăла уçакан, ăша кĕрсе вырнаçакан.
Словарьте тăванлăх терминĕсене çакăн пек ăнлантарса параççĕ:
Атте (ати, аçи, ашшĕ, аçу) — ачашăн юнпа чи çывăх ар тăван, ăна пăхса, хÿтĕлесе ÿстерекен.
Анне (апи, апай, ами, амăшĕ, аннÿ) — ачашăн юнпа чи çывăх хĕрарăм тăван, ăна кун çути парнелекен.
Асанне (мамак) — аттен амăшĕ.
Асатте (маçак) — аттен ашшĕ.
Кукамай — аннен амăшĕ.
Кукаçи — аннен ашшĕ.
Пичче — калаканнинчен аслăрах, пĕр юн-вартан тухнă арçын е арçын ача. Çавăн пекех ку ăнлавпа ашшĕн шăллĕне те палăртаççĕ.
Шăллăм — калаканнинчен çамрăкрах, пĕр юн-вартан пулнă ар. Хăш чухне шÿтлев сĕмĕпе ют арçын ачасене, кĕçĕнреххисене, йăпатса çывăхлатма та усă кураççĕ.
Аппа — калаканнинчен аслăрах хĕр. Ку сăмаха калаканни хăйĕнчен аслăрах хĕрарăмсене хисеплесе чĕнме те усă курма пултарать.
Йăмăк — калаканнинчен кĕçĕнрех, пĕр юн-вартан пулнă хĕр.
Мăнук — тăван ачан (ывăлăн е хĕрĕн) ачи.
Кинемей — аттен пиччĕшĕн (мучин) арăмĕ. Çаплах, палламан ватă хĕрарăм.
Мучи — калаканнин ашшĕн пиччĕшĕ. Çаплах, ватă та хисеплĕ ар.
Мăнак — (калаканнишĕн) ашшĕн е амăшĕн аппăшĕ пулать.
Кукка — (калаканнишĕн) амăшĕн пиччĕшĕ е шăллĕ.
Тете — пичче сăмахпа пĕр пĕлтерĕшлĕ.
Акай — упăшкан аппăшĕ.
Мăн асатте — аслашшĕн ашшĕ.
Мăн асанне — асламăшĕн амăшĕ.
Мăн кукаçи — кукаçин ашшĕ.
Мăн куками — кукамайăн амăшĕ.
Мăн мăнук — ывăлăн е хĕрĕн ачин ачи.
Мăн кукка — мăн кукамайăн пиччĕшĕ е шăллĕ.
Çурма тăванлăх сăмахĕсем те пур:
Аçаçури — тăван мар ашшĕ.
Амаçури — тăван мар амăшĕ.
Амаçура ывăл — тăван ашшĕпе амаçури арçын ачи, амаçурин калаканнин ашшĕне качча тухичченхи арçын ача.
Амаçура хĕр — тăван ашшĕпе амаçури хĕрачи, амаçурин калаканнин ашшĕн качча тухичченхи хĕрача.
Аçаçура ывăл — (калаканнишĕн) тăван амăшĕпе аçаçура арçын ачи, аçаçуран калаканнин килне кĕричченхи арçын ача.
Аçаçура хĕр — тăван амăшĕпе аçаçура хĕрачи, аçаçуран калаканнин килне кĕричченхи хĕрачи

(Тăванлăх сăмахĕсем)

* Наш школьный поисковый отряд «Патриот» в составе городского школьного поискового объединения «Звезда» с 7 по 22 июня этого года принял участие в поисковой экспедиции «Ржев. Калининский фронт — 2019».
Мы с ребятами прошли настоящий режим: ранний подъем в армейской палатке, умывание холодной водой, зарядка, завтрак, утренняя поверка с постановкой задач на день. Ежедневно отправлялись на поиски и раскопки в леса и деревни на военных КамАЗах или армейских Уралах. Во время обеда в лесу мы варили походную кашу с тушенкой, кипятили чай из листьев земляники и малины. Также следили за чистотой и порядком.
В результате полевых поисковых работ нами было поднято с земли 5 останков советских бойцов в Ржевском районе Тверской области. Несмотря на погодные условия, нашему объединению поисковиков в сотрудничестве с московским отрядом «Каскад» удалось найти саперную лопату, 2 винтовки Мосина, хвостовые оперения минометной мины /калибр 120 мм/, алюминиевую головку немецкого взрывателя, гранату РГД-33 в оборонительной рубашке, фильтр трубки и маски от противогаза, немецкие и советские гильзы от снарядов, осколки немецкого мотоцикла, каски, котелок, кобуру от пистолета, немецкие винные бутылки и многое другое. Часть найденных экспонатов будет представлена в школьном музее Боевой славы.

(Часть экспонатов будет в нашем музее)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.