Тантăш № 33 (4651) 22.08.2019

22 Çурла, 2019

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче кĕçех 11-мĕш класра ăс пухма тытăнакан Аня Матросова тăван чĕлхене пĕчĕкренех юратать. Парта хушшине ларсан чăваш чĕлхи чи килĕшекен предмет пулса тăнă.

Пĕрремĕш заметка – «Тантăшра»
Ахальтен мар Аньăна кăçал çуллахи каникулта «Каçал ен» хаçат редакцине ĕçлеме чĕннĕ. Сăпайлă пуплевĕпе кăна мар, чăвашла статьясем те шăрçаласа тĕлĕнтерет вăл.
— Хаçата çырма шкул директорĕн воспитани енĕпе тăрăшакан çумĕ Валентина Анатольевна хавхалантарчĕ. «Контактра» соцсетьри ушкăнра чăвашла постсем шăрçаланине ырларĕ вăл. Çавăнпа хаçата çырса пăхма сĕнчĕ. Пĕрремĕш заметка «Тантăшра» кун çути курчĕ. 8-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Хам кăна мар, пĕрле вĕренекенсем те савăнчĕç республика хаçатĕнче пичетленнине курсан. Малтанах шикленеттĕм. «Вулакана килĕшмелле çырма пултаратăп- ши?» — теттĕм. Кăштахран хăнăхрăм. Çакăн хыççăн «Тантăша» шкул пурнăçĕ çинчен çыру татах вĕçтертĕм, — каласа кăтартрĕ Аня.

Ăсталăх клас.пе хавхаланнă
Шухăшсем çуралсанах хĕр компьютер умне ларать те пичетлеме тытăнать. Кăмăлпа пуçласан ĕçĕ кал-кал пырать. Статьясем çырни ăна журналист профессине суйлама хавхалантарать. Пĕчĕк чухне хĕрача тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Çитĕннĕ май шухăшĕ улшăннă. Çакă чăваш чĕлхипе литературине юратнипе çыхăннă. Халĕ, районта тухса тăракан хаçатра ĕçлесе курнă хыççăн, Аньăн тĕллевĕ çирĕпленнĕ. Хăй каланă тăрăх, тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçни — кăсăклă ĕç.
— Ялсене тухса çÿреме, чăнах та, интереслĕ. Çак професси çыннисен ĕçĕ пирки ытларах пĕлтĕм. Ял çыннисем: «Пирĕн пата çамрăк корреспондент килчĕ», — тесе хапăлласах йышăнаççĕ. Çырма ларсан хăш-пĕр чухне йывăртарах та пулкалать. Опытлă ĕçтешсем пулăшаççĕ. Кăçал «Хыпар» ИÇ йĕркеленĕ çамрăк корреспондентсен слетĕнче пулма тÿр килчĕ. Çав тери килĕшрĕ, Мальвина Петрова журналист ирттернĕ ăсталăх класĕнче журналистика пирки çĕннине нумай пĕлтĕм. Чĕлхене хăнăхтармалли вăрттăнлăхсем çинчен каласа кăтартрĕ, — акă мĕнле аталантарать хăйне «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕ.
Куççульл. «икк.»
Аня Матросова пилĕк ачаллă çемьере чи асли. Йăмăкĕ-шăллĕне вăл шкул ачисен кăларăмĕпе пĕчĕкренех туслаштарать. Хăй те вулама вĕренсенех «Тантăша» алăран яман-çке. Унта çĕннине чылай пĕлме пулнине палăртать. Унсăр пуçне ăна вăйăсем илĕртеççĕ. Чăвашла вулама йывăррисем валли те çĕнĕлĕх — вырăсла страницăсем пур.
Маттурскер шкулта тăрăшса вĕренет. «Иккĕ» çаклатасран асăрханать вăл, çавăнпах урокра тимлĕ итлесе ларать, килти ĕçсене пурнăçламасăр шкула тухса утмасть. «Иккĕ» тенĕрен, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне Аня ăнсăртран çак начар палла илнĕ. Вырăс чĕлхипе пулнă вăл. Çакăншăн питĕ пăшăрханнă.
— Çав кун Аня киле таврăнсан выртса макăрчĕ. Малтан хам та ăнланмарăм, «2» паллăшăн йĕнине пĕлсен лăплантартăм. Пурин те пулать вĕт ун пекки, — калаçăва хутшăнчĕ амăшĕ Алина Ильинична. — Хĕрĕм пултарулăхĕшĕн савăнатăп. Вĕренÿре кăна мар, килте те пире пулăшать. Маншăн вăл сылтăм алă пекех.
Çав начар паллă хыççăн хĕрача кĕнеке нумай вулама тĕллев лартнă. Çирĕп кăмăллăскер вĕсене шĕкĕлченĕ те шĕкĕлченĕ. Кĕнекепех çывăрса кайни темиçе те пулнă. Çапла, хăш-пĕр чухне вăл çурăмне кĕнеке ыраттарнипе вăранса кайнă.
Чи малтан – ашшĕ-амăшĕпе
Чăваш чĕлхине юратасси çак предмет вĕрентекенĕпе те çыхăннă. Халĕ тивĕçлĕ канури Зоя Витальевна шăпах Аньăн чунĕнче чăвашлăха аталантарнă та. Уншăн тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем — идеал вырăнĕнче. Малашлăх хĕре Ирина Лампасова журналист пек пулас килнипе илĕртет. Вăл калаçăвĕпе те, тыткаларăшĕпе те сăпайлине палăртрĕ.
Пулас журналист пушă вăхăтра патшалăх экзаменĕсемпе çыхăннă кĕнекесене алла тытать. Унăн тĕллевĕ — вĕсене ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕресси. Йывăрлăхсем сиксе тухсан Аня чи малтан ашшĕпе тата амăшĕпе канашлать. Вĕсем ăна ялан ырă сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Тÿлевлĕ конкурссене хутшăнма та хирĕçлемеççĕ. Аня олимпиадăсенче те пĕлĕвне тĕрĕслет.
Сăпайлă, тирпейлĕ, ăслă хĕр хăйĕн ÿсĕмĕнчи çамрăксен мĕнле пулмалла тесе шухăшлать-ши?
— Хĕрсен те, каччăсен те сăпайлăх мĕнне манмалла мар. Ыттисен хушшинче хăйсене йĕркеллĕ тытмалла. Тантăшсен пĕр-пĕрне сутмалла мар, пулăшмалла, шанмалла, — çак енсене малти вырăна хурать Аня.

(Вулакана килĕшмелле çырма пултаратăп-ши? Елена ЛУКИНА)

* Настя Тихонова, Валерий Шаров, Даниил Федоров, Даниил Данилов дружно работают, на-полняют яблоками ведра. Вместе с Даниилом Федоровым пришли учащиеся одной из столичных школ Рома и Илья Белинские. Городские жители все лето провели в деревне в гостях у бабушки.
— Нам очень нравится в деревне, мы помогали убирать сено, пасти стадо, полоть грядки, – смущаясь от внимания к себе, пробубнили мальчишки 11 и 12 лет. Их деревенские друзья оказались посмелее, рассказали, что с нетерпением ждут 1 сентября, что очень соскучились по своим школьным друзьям. Вспомнили про пришкольный лагерь, который очень всем понравился, о том, что кое-кто съездил в Чебоксары, погулял по заливу. Мальчишки посетовали на дождливое лето, ведь им из-за частых ливней не удалось вдоволь искупаться. И, конечно, что может быть интереснее забивания мяча в ворота? На вопрос «Играете ли вы в футбол?» ответили утвер-дительно.
Как рассказала заместитель директора школы Любовь Никитина, с нового учебного года здесь будут обучаться 187 детей. Учебное заведение среди 13 средних школ района по численности занимает 4 место. Курсируют 2 школьных автобуса, они возят 105 детей из 11 близлежащих деревень. С начала лета в школе работал пришкольный лагерь «Сеспель». В этом году в нем отдохнули 90 детей. Первая смена, которая длилась 10 дней, была направлена на экологическое воспитание детей, другая была связана с приобщением к здоровому образу жизни. Отрадно отметить, что учащиеся данной школы дружны со спортом, многие посещают находящийся в селе Моргауши физкультурно-спортивный комплекс. Особенно их привлекает бассейн.
В целях профилактики правонарушений школьные учителя с родителями организовали патруль. Каждую неделю по выходным объезжали деревни, предупреждали детей и их родителей о комен-дантском часе. Ведь в летнее время несовершеннолетним запрещено находиться на улице после 11 часов вечера, а об этом, к сожалению многие забывают или делают вид, что не знают.
— Мы выезжали после 8 вечера и патрулировали до 11, и даже после. К счастью, злостных нарушителей не встречали, — рассказывает Любовь Валерьевна 
(
В школу — увидеть друзей)

* Шупашкар 550-мĕш çуралнă кунне паллă тăвать! Çулран-çул илемленсе, хăтлăланса пырать вăл. Хула библиотекисем çак уявра республика çыннисемпе хăнасене тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ: интереслĕ куравсем, ăсталăх класĕсем, вăйăсем йĕркелеççĕ. Кăçал вулавăш ĕçченĕсем пурне те сĕтелçи вăййисен фестивальне йыхравларĕç.
Вырсарникун хулан 12 лапамĕнче вăйă-кулă янăрарĕ. Фестивале килнисем ăс-хакăла «ЧЕ хула» библио-квестра, квизбукра, сăн ÿкерчĕклĕ викторинăсенче тĕрĕслесе пăхрĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç, сĕтелçи тата урайĕнче вылямалли вăйăсенче вăй виçрĕç.
Библио-квест йĕрки çапларах пулчĕ: хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче станцисем вырнаçнă, кашнине çитсе викторина ыйтăвĕсене хуравламалла. Вĕсем вара пурте Шупашкар историйĕпе, пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе, паллă вырăнсемпе, экономикăпа çыхăннă. Парнеллĕ пулас текенсен тар тăкма тиврĕ. 4 команда йывăрлăхсене парăнмасăр, утăм хыççăн утăм хыçа хăварса çĕнтерÿ патне çывхарчĕ. Юлийăпа Дмитрий Левченко çамрăк мăшăр хастарлăхпа палăрчĕ. Вĕсен пĕр çул çурăри ывăлĕ Даниил та хаваспах квеста хутшăнчĕ. Маттурлăхшăн, пур станци витĕр тухма вăй-хал çитернĕшĕн уява йĕркелекенсем арçын ачана парнепе савăнтарчĕç: Чебоксарик кăвакал чĕппи халĕ унăн юратнă тетти.
Хулари библиотекăсен пĕрлешĕвĕн пресс- секретарĕ Инна Капитонова каласа панă тăрăх, хула çыннисем «Автограф. Хула историйĕнчи сирĕн йĕр» куравпа уйрăмах кăсăкланнă. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ — кашни кĕнекен авторĕ хуплашки çине ырă сунса ăшă сăмахсем çырса хăварни. Библиотекăсем паллă чăваш çыравçисен кĕнекисемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Андриян Николаев космонавт летчик алă пусса парнеленĕ кĕнеке те мĕн тери хаклă! Куравра хула çыннисем те хăйсен автографĕсене хăварчĕç, Шупашкара ăшă та ырă сăмахсемпе саламларĕç.
Тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесемпе иллюстрацисен куравĕсен умĕнче те чарăнмасăр иртмерĕç уява килнисем. Акă, Алькешри «Шупашкар – фронт, çĕнтерÿ валли» ятли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсемпе салтаксен паттăрлăхĕпе паллаштарчĕ. «Садовый» микрорайонти «Те-атрлă Шупашкар» курав чăваш театрĕсен историне, артистсемпе кун-çулне тимлĕх уйăрнă.
Пĕтĕмĕшле сĕтелçи фестивальне 1 пин ытла çын хутшăннă, библиотекăсен интерактивлă ла-памĕсене килнисен йышĕ — 5 пин ытла. Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ мероприятипе пуян пулĕ. Пултару-лăх бульварĕнче мĕн кăсăкли кĕтет-ши? Библиотека ĕçченĕсем çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ. Уяв-ран ан юлăр!
Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнче ăс пухакансем вырăнти библиотекăпа туслă. Çулла вĕсем каникулта вулама панă кĕнекесене те шĕкĕлчеççĕ, хăйсене кăсăклантараканнисене те илеççĕ. Мĕнле хайлавсем парăнтарнă вĕсем каникул вăхăтĕнче? Кун пирки хăйсем каласа парĕç:
Даниил ФЕДОРОВ:
— Нумаях пулмасть эпĕ вырăс çыравçин Александр Гринăн «Алые паруса» кĕнекипе паллашрăм. Вăл пире çуллахи каникулта вулама панисен йышĕнче. Мана хайлав кăмăла кайрĕ. Ĕçсем тĕп сăнар — Ассоль — тавра пулса иртеççĕ. Унăн пурнăçĕ çăмăлах мар: ашшĕ Лонгрен тетте-карапсем ăсталать, хĕрĕ вĕсене сутма çÿрет. Пĕррехинче ватă çул çÿревçĕ пĕчĕк çеç Ассоле пурнăçĕ улшăнасса, ун патне кĕрен парăслă караппа принц килессе пĕлтерет. Хĕрача ĕненет, таврари çынсем хăйне йĕкĕлтенине пăхмасăр, çак ĕмĕтсемпе çунатланать.
Темиçе çул иртсен Грей — граф ывăлĕ, карап капитанĕ Ассоле тĕл пулать, килĕштерет. Пикен ĕмĕчĕсем пирки пĕлсен вĕсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартать: бухтăна кĕрен парăслă караппа кĕрет. Ĕмĕтленме шикленмелле мар, шанчăкпа пурăнмалла — çапла каласшăн пулнă автор Ассоль сăнарĕ урлă. Пурне те вулама сĕнетĕп.
Настя ТИХОНОВА:
— Библиотекăри çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма юрататăп. Нумаях пулмасть Антуан де Сент-Экзюперин «Маленький принц», Александр Пушкинăн «Сказка о рыбаке и рыбке» хайлавĕсене вуласа тухрăм. Пĕчĕк принц сăнарĕ чуна витерчĕ.

(Туслăх – чи хаклă тупра)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.