Тантăш № 28 (4646) 18.07.2019

18 Утă, 2019

Ĕçлеççĕ те, канаççĕ те
Ачасем çуллахи вăхăта мĕнле ирттереççĕ? Ялтисем пахчара ĕçлеççĕ пулĕ, хула курма та кайса килеççĕ, тен. Çак вăхăта, паллах, пурин те усăллă ирттерес килет. Сăмах май, шкулта практика тухакансем ятарлă килĕшÿ туса ĕçленĕшĕн укçа илме пултараççĕ. Сирĕн хушăра та ун пеккисем пур-и? Мĕн тери маттурсем!
Ачасене йышăнма хат.р
14-18 çулсенчи ачасене каникул вăхăтĕнче ĕçпе ти¬вĕçтереççĕ. Шупашкарта, сăмахран, çак тĕллеве пурнăçлама хула бюджетĕнчен 3 миллион тенкĕ уйăрнă.
— Çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен ачасене пулăшмашкăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хулари организацисемпе тата предприятисемпе 914 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче: «Элара», «Зеленстрой», «Шупашкар агрегат завочĕ», «Водоканал» пĕрлеш&сем, — пĕлтерчĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталия Маслова.
2019 çул пуçланнăранпа Шупашкарта çул çитмен 2120 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ. Çуллахи вăхăтра 1705-ĕшне йышăнма палăртнă. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 1500-ĕшĕ вырнаçнă та ĕнтĕ. Шкулти ĕç бригадисен тĕп тивĕçĕсем çапларах: территорие тирпей-илем кĕртесси, кĕçĕн çулсенчи ачасен канăвне йĕркелесси, юсав тата курьер ĕçĕсем.
— Шкул ачисемпе студентсене çулсеренех çуллахи вăхăтра ĕçе илетпĕр. Вĕсем чечек клумбисене çум курăкран тасатаççĕ, çĕре кăпкалатаççĕ. Çак ĕçе вырнаçас текен чылай. Тыткаламалăх укçа илни аван ĕнтĕ. Хушнине тĕплĕ пурнăçлаççĕ. Аслисем вĕсене вĕрентсех тăраççĕ, мĕн тумаллине ăнлантараççĕ. Ачасем хăвăртах хăнăхаççĕ. Кăçал хула юбилейне хатĕрленнĕ май ĕç те нумайланчĕ. Çавăнпа çак маттур ачасемсĕр май çук, — лару-тăрупа паллаштарчĕ «Зеленстрой» прорабĕ Владимир Ильин.
«Наянлăха ç.нтерт.м»
Шупашкарти Çĕнтерÿ пар¬кĕнчи клумбăсене пăхса тăра¬кан хĕрсемпе калаçма тÿр килчĕ. Лиза Минченко Шупашкарти 41-мĕш шкулта вĕренет. Пĕлтĕр «Зеленстройра» пĕрремĕш хут ĕçленĕ вăл. Малтанах йывăртବрах килнĕ. Хула хĕрĕ çĕр ĕçĕпе аппаланма хăнăхман вĕт.
— Пирĕн коллектив лайăх, çавăнпа пĕрле аван. Çĕр ĕçĕнчен вăтанмалла мар, пĕтĕмпех лăпкăн йышăнатăп. Чи кирли, эпĕ хамăн наянлăха çĕнтертĕм. Ĕçсĕр аптăраса çÿриччен, диван сыхласа выртиччен ку чылай лайăхрах. Эпĕ усă курмалăх укçа ĕçлесе илеетĕп вĕт-ха. Урăхла каласан, аннерен çеç кĕтсе лармастăп. Ĕçе юратасси ÿсет, ку вара малашлăхра питĕ кирлĕ пулĕ. Халĕ укçа çине те урăхларах пăхатăп, вăл кĕсьене мĕнле кĕнине пĕлетĕп, хакне ăнланатăп.
Каникул вăхăтĕнче ĕçленисĕр пуçне Лиза çывхарса пыракан патшалăх экзаменĕсене те хатĕрленет. Вулама питĕ юратать вăл. Вырăс тата ют çĕршыв литературине ытларах кăмăллать.
Мĕн хавхалантарать-ха Лизăна кашни кунах чечек йăранĕсене илем кĕртмешкĕн васкама? Хăй ĕçлесе илнĕ укçипе вăл телефон туянасшăн. Мĕнех, ĕмĕчĕ часах пурнăçлантăрччĕ.
«Бобо хăмпă туянас кăмăл пур-и;»
10-мĕш шкулта ăс пухакан Дима Михайлов та ахаль ларакансен йышĕнчен мар. Пĕлтĕр вăл çапларах йышăну тунă: атте-аннене çеç шанса пурăнма юрамасть. Çапла вара ĕç шырама тытăннă, хăй тар тăкса пĕрремĕш хутчен укçа илни темрен те пысăк савăнăç пулнă уншăн. Кăçал та çу кунĕсем çитсенех Дима бобо хăмпăсем /çĕрле çутатаканскерсем/ сутма вырнаçнă. Икĕ эрнерен промоутера кайнă. Халĕ вара — косметика таварĕсем сĕнет.
— Паллах, ĕçре темĕнле кĕтменлĕх те сиксе тухаять, — терĕ Дима. — Сăмахран, бобо хăмпă сутнă чухне вĕсене хăш чухне тем пулатчĕ: çил тухсан гирлянда вĕçсе таратчĕ. Хăмпă аври те туха-туха каятчĕ. Ку вара питĕ япăх. Эсĕ çынсем патне пыратăн та: «Сывлăх сунатăп. Бобо хăмпă туянас кăмăл пур-и?» — тетĕн. Анчах шăп çак вăхăтра хăмпă авринчен тухса каять. Аван мар. Çапах та яланах ун пек мар, хăнăхсан майне те пĕлсе çитетĕн.
Ĕçленĕ вăхăтрах канма та вăхăт тупать каччă. Пуласлăхра хăйне предприниматель пек курать. Çу вĕçлениччен вара акă мĕн тума палăртнă: шашлăка кайса килмелле, юхан шывра чăмпăлтатмалла, каçхине уçăлса çÿремелле, тул çутăлнине кĕтсе илмелле.
«Атте-аннене савăнтарсах тăрасч.»
— Эпĕ çулла çеç мар, ытти вăхăтра та ĕçлетĕп, — пĕлтерчĕ Димăпа пĕр шкулах çÿрекен Андрей Федоров. — Видео ÿкеретĕп, ăна хитрелететĕп. Фото ÿкерессипе те, йĕркелессипе те аталанатăп.
Видео ĕçĕпе Андрей 5-мĕш класра кăсăкланма пуçланă. Çакăншăн «Куча-мала» ача-пăча медиа-центрне тав. Тĕрĕссипе, унта 4-мĕш класрах çÿреме тытăннă вăл. Шăпах «Куча-малара» оператор тата монтаж ăсталăхне вĕреннĕ. 7-мĕш класра ку чăнах та килĕшекен ĕç пулнине ăнланнă. Çав самантран хăй тĕллĕн аталанать.
— Мана яланах видео килĕшетчĕ, кĕнеке мар, — чунне уçрĕ Андрей. — Анчах юлашки вăхăтра вуласси те илĕртет, мĕншĕн тесен хамăн литературăна тупрăм. Ку — бизнес йĕркелеме, çыннăн сăнĕ е хусканăвĕ тăрăх унăн кăмăлне пĕлме, шухăша илемлĕ çырма вĕрентекен кĕнекесем.
Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн чун киленĕçне ырлаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Акă нумаях пулмасть Америкăран ÿкермелли çĕнĕ аппаратура саккаспа килнĕ. Çав çĕршыврах яланхи клиент та пур унăн. Раççейрен куçса кайнă вырăс каччипе килĕшÿ тунă Андрей, лешĕ ăна час-часах монтаж тума видеосем ярса парать.
— Аттепе анне маншăн тăккаланă укçана çулталăк тăршшĕнче тавăрма палăртрăм. Вĕсене тăтăшах савăнтарасчĕ тетĕп. Ăнланатăп, çывăх çыннăмсем маншăн нумай тăрăшаççĕ. Вĕсемсĕр эпĕ никам та мар. Паллах, манран та нумай килет. Атте-аннене тав туса ытларах телей кÿресчĕ.
Хăйне пуласлăхра та çак ĕçрех курать Андрей, пысăкрах шая тухасшăн вăл.
Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.