Тантăш № 20 (4638) 23.05.2019

23 Çу, 2019

* Акă, сцена çине чăваш тумĕллĕ арçын ачасемпе хĕрачасем хăпарчĕç. Илемлĕ кĕвĕ янăраса кайсан пĕчĕккисем «Сар хĕвел» юрра шăрантарма тытăнчĕç. Кусем — шкул çулне çитменнисен «Хунав» республика фестиваль-конкурсĕнче хăйсен пултарулăхĕпе чи малтан паллаштаракансем пулчĕç. Вĕсем хыççăн сцена çине ытти ача-пăча та тухрĕ: сăвă вуларĕç, юрă шăрантарчĕç, юмахсем лартрĕç. Пĕчĕкскерсем çине пăхса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: 5-7 çулсенчи ачасем чăн-чăн артистсенчен пĕртте кая мар-çке! Епле маттур вĕсем, епле пултаруллă! Пурте чăвашла калаçаççĕ («Эп чăваш ачи…» Вера ШУМИЛОВА).

* Пĕлÿ çурчĕсенче «Юлашки шăнкăрав» иртет. Мĕн туяççĕ-ши 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем çак самантра? Пурнăçăн пĕр тапхăрне вĕçленĕ чухне мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Шкул çулĕсем тесен вĕсен куçĕ умне мĕн тухать? Çакна «Тантăш» хаçатăн вулаканĕсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
«Шкул тесенех çирĕп ыйтакан вĕрентекенсем, çĕрĕпе çывăрмасăр кĕнеке тытса ларни, пĕрле вĕренекенсемпе чарăнмасăр тавлашни куç умне тухать пулин те ку — чи асамлă, тĕлĕнтермĕш пулăм-семпе тулнă вăхăт, ăна эпир пурнăç тăршшĕпех йăл кулăпа аса илĕпĕр», - терĕ, сăмахран, - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнчи Александра Скворцова
(Шкул çулĕсене аса илсен).

* Ĕнер Шупашкарти 46-мĕш гимназире информатикăна тарăннăн вĕренекен 6-мĕш класс ачисем инкек-синкекре яланах пулăшма хатĕр аслă тусĕсемпе тĕл пулчĕç. Директор çумĕ Татьяна Свеклова вĕсем килессе вĕренекенсене маларах систернĕрен улттăмĕшсем тĕл пулура çухалса каймарĕç: ыйтусене май пур таран тĕрĕс хуравлама пултарчĕç.
— Ача шыва путни калама çук пысăк хуйхă. Пулас инкек-синкек айккинчен çÿретĕр тесе çулталăк тăршшĕпех шкула, сывлăха çирĕплетекен лагерьсене, ача сачĕсене çитсе ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр, — терĕ Пĕтĕм Раççейри шыва путакансене çăлакан обществăн Чăваш Енри организацийĕн канашĕн председателĕ Дмитрий Кузьмин Путакан тантăша епле пулăшмалла?
(Путакан тантăша епле пулăшмалла?)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.