Таллин уйăхсерен чăвашла калаçĕ

14 Авăн, 2017

Ĕнер Эстонири радио мухтавлă ентешĕмĕрпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Китай чĕлхине тарăннăн тĕпченипе пуян еткерлĕх хăварнă Никита Бичуринпа чăвашла (!) паллаштарнă. Радиокăларăма Елчĕк районĕнче çуралнă, Эстонире тĕпленнĕ Ираида Захарова (сăн ÿкерчĕкре - сылтăмри, Лина Туровская радиожурналистпа) ертсе пынă.

Ираида Захарова "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх,  2010 ҫулта Эстони радиопĕрлешӗвӗ тӗрлӗ халӑхпа ӗҫлессине ҫӗнӗ шая кӑларать. "Ҫавӑнпа ҫыхӑнтарса конкурс уҫать, унта пирӗн "Атӑлҫи" (MTÜ Volgamaa/ пӗрлешӳ те хутшӑнчĕ. Конкурс пирӗншӗн ӑнӑҫуллӑ иртрĕ. Ҫавна пула 2010-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа "Ӑраскал" радиокӑларӑм тухма тытӑнчĕ", - каласа кăтартрĕ аякри йăхташăмăр.

Унӑн ятне, мӗн хурӑмлӑ кӑларассине, тӗп шухӑшне кӑларӑма ертсе пыраканӗ тата хатӗрлекенӗ Ираида Захарова сӗннӗ пек тума йышӑнаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли - кӑларӑм чӑвашла тухса тӑмалла. Вăл тӑватӑ эрнере пӗрре тухcа тӑрaть. Паянхи кун тĕлне эфира 71 кăларăм тухнӑ, вăл шутран 52-шĕ - чӑвашла, ыттисем -  вырӑсла.

"Кӑҫалхи кӗркуннерен вара Таллин чӑвашла кашни уйӑхра калаҫӗ", - тесе пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çуртне аякри хастар ентешĕмĕр. Кӑларӑма малашне те Ираида Захарова хатӗрлесе тӑрĕ тата ертсе пырӗ. Сасӑ режиссерӗ — Галина Малютина. Чăвашла радиокăларăмсене çакăнта тупма пулать http://r4.err.ee/v/araskal/saated/4c5ffa67-9cf1-414b-b1b5-40feca9a3886/a....

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас