Тăлăхсем - Сочири Олимпиадăна

Паян Сочире спортăн пысăк уявĕ старт илет. Олимпиадăна кайма, ăмăртусене сенкер экранран мар, хăйсен куçĕпе курма аслисем те, кĕçĕннисем те ĕмĕтленеççĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви республикăри ача çурчĕсенче пурăнакан 6 хастара Олимп вăййисене çитсе курма май туса панă. Вĕсемпе инçе çула тухиччен калаçрăм.

Çĕнĕ куна ирхи зарядкăран пуçлаççĕ

Çак чыса Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен иккĕн тивĕçнĕ: Андрей Филипповпа Андрей Ильин. Сочие каяссине пĕлтерсен вĕсем питĕ савăннă. Арçын ачасем хуп турттарнă чухне те Олимпиада пирки шухăшланине пытармарĕç. Юлташĕсем вĕсене ăмсанаççĕ, унти кашни саманта телефонпа ÿкерме хушаççĕ.

Андрей Филиппов 8-та чухнех ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă. Вăл Çĕмĕрлери ача çуртĕнче 2006 çултанпа пурăнать. Каччă спортпа туслă. Пĕр чупу та унсăр иртмест. Андрей фристайл, хоккей, бобслей тата спортăн ытти тĕсне килĕштерет. Ăмăртусенчен час-часах çĕнтерÿпе таврăнать. Олимпиада хыпарĕсемпе паллашсах тăрать. Унăн историйĕ пирки те вуласа пĕлнĕ вăл. Шкул пĕтерсен каччă çар училищине вĕренме кĕресшĕн.

Андрей Ильина Çĕмĕрлери ача çуртне шăпа 2008 çулта илсе çитернĕ. Вăл та спортпа питĕ туслă. Каччă йĕлтĕрпе чупма, конькипе ярăнма юратать. Пĕлтĕр сноуборд çине пĕрремĕш хут тăнă. Ача çуртĕнчен инçе мар вырнаçнă йĕлтĕр бази çамрăка ăсталăха туптама пулăшать. Пушă вăхата пĕрре те ахаль ирттермест вăл. Бассейна çÿрет, ÿт-пĕвне тĕрлĕ майпа пиçĕхтерет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскерĕн пĕтĕм шухăшĕ Олимпиадăпа çыхăннă. Спортăн пысăк уявĕ унăн асăнче ĕмĕрлĕхех юласси иккĕлентермест ăна.

Çĕмĕрлери ача çурчĕн директорĕ Любовь Шинкаренко икĕ Андрей ыттисене ырă тĕслĕх панине палăртрĕ. Каччăсем куна зарядкăран пуçлани, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Андрейсем çын умĕнче хăйсене тытма пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Любовь Михайловна шухăшĕпе - кунашкал ачасене хавхалантарни кирлĕ те, вырăнлă та.

 

Билет - шăпа парни

Пăрачкаври ача çуртĕнче пурăнакан Алексей Грязновпа Анастасия Лебедева та Сочие çитсе курĕç. Олимпиадăна ярассине пĕлтерсен арçын ача çав тери савăннă. Вăл спорт ăмăртăвĕсене пăхма юратать, биатлонпа кăсăкланать. Пушă вăхăтра Раççей спортсменĕсен тупăшăвĕсене сенкер экранран сăнать. Шывра ишесси, ухăран пересси, йĕлтĕрпе чупасси Алексейшăн йăлара. Арçын ача шашкăлла выляма та ăста. Олимпиада курма каймашкăн тивĕç пулни уншăн чи пысăк савăнăç. Ăна вăл пурнăç парнипе танлаштарать. Хоккей турнирне тÿрĕ эфирпа та мар, залра ларса курма май пурришĕн уйрăмах хĕпĕртет, хамăр çĕр-шывпа мăнаçланать. Арçын ача спортăн хĕллехи тĕсĕсене ытларах килĕштерет. Çитĕнсен вăл биатлонист пуласшăн.

Алеша пурнăçне спортпа çыхăнтарасшăн тăк Настя мĕн пĕчĕкренех сцена çинче юрлать, ташлать, куракана хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Пике районтисене çеç мар, республика шайĕнчи конкурс-фестивале те хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Олимпиадăна каймалли билет Настьăн кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Вăл спортăн пысăк çак уявĕ пирки Интернетра вуласа пĕлнĕ. Хĕр ача Сочи хулипе паллашасшăн, спортсменсем пурăнакан тата вĕсем ăмăртусене хатĕрленекен вырăнсене çитсе курасшăн.

Лидия Бикина директор каласа кăтарнă тăрăх - Пăрачкаври ача çуртĕнче Олимпиадăпа çыхăннă чылай мероприяти иртнĕ. Ачасем Олимп çулăмĕн факелне те тытса курнă, сăн ÿкерчĕксен конкурсне, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Унтах çак пулăма халалланă кĕнеке куравĕ ĕçлет. Лидия Викторовна шухăшĕпе - Алексейпа Настя Олимпиадăна кайса курма чăннипех те тивĕç.

- Вĕсем иккĕшĕ те пултаруллă. Темиçе ача çурчĕ улăштарма тиврĕ пулин те Леша хуçăлмарĕ, спортран писмерĕ, çĕнĕ йыша хăнăхса çитĕнÿсем тума вăй-хал çитерчĕ. Настя та маттур. Пĕр çемьерен тÿрех тăваттăн килнĕччĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнăскер пуç усмарĕ, хăйĕн пултарулăхне аталантарма тăрăшрĕ, - сăмахне вĕçлерĕ Лидия Викторовна.

 

Раççей шайĕнчи акцие хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти ача çурчĕ «Сочи 20-14 спорт лонгмобĕ» акцие хутшăннă. Унăн йĕркипе килĕшÿллĕн 14 сехетре 20 минутлăх чупу старт илнĕ. Палăртнă маршрута пĕрисем йĕлтĕрпе, теприсем конькипе, виççĕмĕшĕсем çуран чупса парăнтарнă. Акцие хутшăннисен йышĕнче 2000 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ, Раççей чемпионĕ Владимир Андреев тата Сергей Иванов спортсмен пулнă. Вĕсем, ача çуртĕнче пурăнакан Сергей Семенов уява факел йăтса чупнă чухнехи тумпа тухнă. Ача çуртĕнче пурăнакансемпе унăн ĕçченĕсем юртан «Сочи 2014» тесе çырма та ÿркенмен.

Маргарита Павлова директор пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем патĕнче те Олимпиадăна халалланă чылай мероприяти иртнĕ. Шăпăрлансем сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче тупăшнă, информаци сехетĕнче ачасене Олимп вăййисен историйĕпе паллаштарнă, вĕсем спортăн пысăк çак уявĕпе çыхăннă кинофильм та курнă. Олимпиадăна халалланă эрне лонгмобпа вĕçленнĕ. Ĕнер ача çуртĕнче пурăнакансемпе унăн ĕçченĕсем икĕ çамрăка Сочие ăсатнă.

Павел Софронов Олимп вăййисене кайса курасса тĕлĕкре те тĕлленмен. Акă кĕçех вăл хоккей матчĕнче пирĕннисемшĕн «чирлĕ». 8-мĕш класра вĕренекенскер хăй те спортпа туслă. Вăл футбол тата самбо секцийĕсене çÿрет. Вырăс чĕлхи тата математика предмечĕсемпе олимпиадăсене хутшăннă.

Валерия Питирнова та Сочие кайма тивĕçлисен йышне ахальтен кĕмен. Пĕлтĕр вăл ача çурчĕсемпе интернат шкулсенче пурăнакан ачасен çăмăл атлетика енĕпе республика шайĕнче иртнĕ ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кĕнĕ. Валерия ача çуртĕнчи мĕн пур мероприятие хастар хутшăнать, хăйĕнчен кĕçĕннисене вĕренÿре пулăшать.

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисемшĕн Олимп вăййисем иртекен хулана çитсе курни чăннипех те пысăк парне пулĕ. Тăлăхсем çак чыса тивĕç. Олимпиада, капăр Сочи вĕсен кăмăлне çĕклессе, самантлăха та пулин йывăр шăпи пирки мантарасса, çитĕнÿсем тума хистессе шанас килет.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.