Тăхăр теçетке - хыçра, Йĕлме йĕлтĕр - урара

18 Раштав, 2015

Тăхăр теçеткерен иртнĕ кинемей йĕлтĕрпе ярăннине курнă-и эсир? Патăрьелĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Петровăна вара çак енĕпе Гиннесс кĕнекине кĕртсен те çылăх мар пулĕ. 92 çулти ватă йĕлтĕрпе ярăнать, тренажертан туртăнса вăй-хăватне çирĕплетет.

Ĕмĕрĕпех вырăнти пĕрремĕш шкулта вăй хунă вăл. Малтан - вĕрентекенре, кайран библиотекăра тăрăшнă. Мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтернĕ. Паянхи кун пурте ырă-сывă. Ольга Васильевна халĕ кĕçĕн ывăлĕн Володьăн çемйипе пурăнать. Ачисем каланă тăрăх - 20-30 çул каяллах йĕлтĕрпе ярăннă вăл. Мăшăрĕ Павел Петрович сывă чухне йĕлтĕр йĕрне вĕсем пĕрле хывнă. Туслă мăшăр ĕçре те, килте те, спортра та юнашар пулнă. Пурнăçăн анлă сукмакне 40 çул пĕрле такăрлатнă Петровсем.

Ольга Васильевна спортсмен мар. Ку тĕлĕшпе наградăсем те çук унăн. Сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ хускану тума кăмăллать. Юн çывăрасран алли-урине вылятсах тăрать. «Вăл пĕр вырăнта ларма пултараймасть. Унăн ялан мĕн те пулин тумалла, - терĕ кинĕ Светлана Васильевна. - Çулла хур-кăвакал пăхать, пахчара ĕçлет. Халĕ аш валли пуснă кайăк-кĕшĕк тĕкне татма пулăшать».

Амăшне лайăх пăхаççĕ ачисем. Патăрьелĕнче тĕпленнĕ хĕрĕ Люся та час-часах килсе çÿрет. «Хамăр урамра пурăнакансенчен эсĕ, анне - чи телейли тетĕп, - сăмах хушрĕ вăл. - Ку сăмахпа хăй те килĕшет». Юхма урамĕнче Ольга Васильевна халĕ - чи ватти, чи хастарри, чи хăюлли. Юр çусанах йĕлтĕр сырма хатĕрленет вăл. Ытларах пахчара ярăнма кăмăллать. Ача-пăча компьютер умĕнче ларнă вăхăтра кинемей хăй хывнă йĕлтĕр йĕрĕпе темиçе хутчен çаврăнать. Пĕлтĕр ?сăнÿкерчĕкре% хĕлĕпех ярăннă. Кăçал та çак шанăçпах пурăнать.

Хускану сывлăхшăн усăллă пулнине тахçанах туйнă ватă. Çавăнпах ĕнтĕ кунсерен тренажертан туртăнать. Чăн та, çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче вăл. Ара, сывлăха хамăр çирĕплетмесен пирĕн пирки кам шухăшлать?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.