Сывпуллашу балĕ - хумхануллă уяв

25 Çĕртме, 2015

Шкулпа сывпуллашакансен балĕ - пурнăçри пĕрремĕш чăн-чăн бал. Вăл пĕлтерĕшлĕ те хум­хануллă. Уйрăмах хĕрачасемшĕн.

Пур хĕр-упраç та унта ыттисенчен илĕртÿллĕрех те илемлĕрех пуласшăн ĕмĕтленет мар-и? Балра чăнах та юмахри патша хĕрĕ евĕр курăнас килсен хитре тумтир суйламалла çеç мар, сăна­ра пĕтĕмпех тĕплĕн шутласа хумалла. Кашни ват-тĕвеке тимлемелле.

Бал валли кĕпе суйланă чухне вăл модăпа килĕшÿллĕн, çав вăхăтрах хăйне евĕрлĕ те пулмаллине асра ты­тăр. Уявра чылайăшĕ сăн тата видео ÿкерĕ, вĕсем вара асăнмалăх юлаççĕ. Сăнÿкерчĕксене пăхнă чухне хăвăрпа кăмăллă юлас тесен пĕр тăхтамасăр чи илемлĕ те асамлă уяв каçĕ валли юрăх­лă кĕпе суйлар.

Шкулпа сывпуллашакан хĕр-упраçсем валли дизайнерсем чылай çĕннине шухăшласа кăларнă. Уяв валли илемлĕ вăрăм кĕпе суйлама сĕнеççĕ вĕсем. Ку фасон черчен, романтикăлла сăнар валли. Вĕсен йышне ятарлă бал валли хатĕрленĕ кĕпе те кĕрет. Вăрăм, кăпăш аркăллăскере мĕнле пике кăмăлламĕ? Унпа килĕшÿллĕ тĕс тата аксессуарсем çеç суйласа илĕр.

Кĕлеткене çăтă тытса тăракан, вăрăм кĕпеллĕ чиперук вара чăнах та элегант­лă курăнĕ. Ăна стиле пăхăнса çеç туян­малла - кĕпе пĕр тĕслĕ, йăлтăрккасăр- шăрçасăр пултăр. Анчах вăл пĕтĕмпех хупă та пулмалла мар. Çурăмĕ тата хăрах ура тĕлĕнче уçă кĕпе кирек кама та тыткăнлĕ. Ку модăпа килĕшÿллĕн те пулĕ, ытла кичеммĕн те курăнмĕ.

Асăннă кĕпе моделĕ кирек мĕнле тĕслĕ пулма пултарать. Вăл кĕлеткене яштакарах, çÿллĕрех кăтартма та пу­лăшать.

Романтикăна килĕштерекен пикесен вăрăм аркăллă, пилĕкĕ тĕлне çÿлерех вырнаçтарнă кĕпе туянсан аван. Унăн арки кăпăш та темиçе сий пусмаран пулма пултарать.

«Ампир» кĕпе фасонĕ - бала тăхăн­са каймалли классика кĕпи шутланать. Ку модель дизайнерсене çĕнĕлле шу­хăшлама хистенипех вĕсем ăна çÿхе, вĕтĕ хутламлă пурçăнран е шифонран çĕлетнĕ, вăл тин çеç парта хушшинчен вĕренсе тухнă çамрăк хĕрсен чер­ченлĕхĕпе ачашлăхне палăртать.

Вăрăм та темиçе сийлĕ пусмаран тăракан, кăпăш аркăллă кĕпе кирек мĕнле кĕлеткеллĕ хĕр-упраç çинче те килĕшÿллĕн курăнĕ. Лутрарах пÿ-силлĕ пикесене вара çак йышши тумтире çÿллĕ кĕлеллĕ илемлĕ босоножкипе е туфлипе тăхăнма сĕнетпĕр.

Пусмана çемçен хутлатса çĕлетнĕ, кăкăр тĕлне шăрçапа, йăлтăрккапа ка­пăрлатнă кĕпе туянсан та эсир уявра чи илемли те илĕртÿллисенчен пĕри пулнине туйса илетĕрех.

Грек стилĕпе çĕлетнĕ кĕпе моделĕ вара чăн-чăн уяв тумтирĕ шутланать. Вăл сăнара çепĕçлĕх, хÿхĕмлĕх кĕртет. Уйрăмах кĕрен, кăвак тата ĕнчĕ ŸжемчугŸ тĕслĕреххи вырăнлă пулĕ. Шурă тĕслине çеç ан суйлăр.

Уяв тумтирĕн модинче персик, фи­сташка, лаванда тĕсĕсен сĕмĕсем те.

Балăн пĕр пайĕ чылай чухне пĕр çĕрте, тепри вара урăх çĕрте Ÿклубра, ташă каçĕнче тата ытти çĕртеŸ иртнине те тумтир туяннă чухне шута илĕр. Уяв ташă каçĕнче тăсăлать пулсан унта кай­ма каçхине тăхăнмалли, кĕске аркăллă кĕпе суйласа илĕр.

Бала юрăхлă тепĕр тумтир - «ретро» стильри кĕпе.

Кĕске аркăллă, çинçе çакăллă, пилĕкĕ тĕлĕ аяларах вырнаçнă, иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенчи тумтир стильне пă­хăнса çĕлетнĕ кĕпе уявра питех те килĕшÿллĕн курăнĕ. Юлашки вăхăтра çак стиль модăна кĕрсе çирĕпленчĕ. Апла, ăна суйларăр-тăк - илемлĕхĕрте ан иккĕленĕр! Чи кирли - вăл çутă, куçа илĕртекен тĕслĕ пултăр. Тĕрлĕ тĕслĕ тĕкпе, йăлтăрккапа, вĕтĕ шăрçапа илем­летни те вырăнлă.

Кĕлеткене яштакарах кăтартас тесен атлас йышши пусмаран çĕлетнĕ тум туянма кирлĕ мар. Уяв кĕпи суйланă чухне чи пĕлтерĕшли - килĕшÿллĕ тĕс. Сăмахран, куçа «тăрăнакан» çутă тĕс хура çÿçлĕ пикесене тата илемлĕрех кăтартĕ, сарă çÿçлисен черченлĕхне вара пач «хупласа» хурĕ.

Уявпа çыхăннă пур япалана та шута илсен, тĕплĕн хатĕрленсен вăл чă­нах та нихăçан асран тухмĕ. Илемлĕ сăнÿкерчĕксем вара çав самантри хавас­лăха, хумханулăха аса илтерĕç.

Çак сĕнÿсем кирек мĕнле уява пуçтарăннă чухне те кирлĕ пулĕç. Вĕсе­не асра тытма ан манăр çеç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.