Сывлaхшaн аван, чуна çывaх

4 Нарăс, 2016

Пĕр хушă ялсенче кирпĕч çуртсем тăвасси йăлана кĕнĕччĕ. Çĕнĕрен пÿрт тăвакансем халĕ йывăç çурт лартма тăрăшаççĕ. Хула хваттерĕсенче пурăнакансем пушшех те йывăçшăн тунсăхлани сисĕнет: чылай çын хула çывăхĕнче йывăç çурт лартасшăн. Йывăç аван материал. Унран тĕрлĕ дизайнлă çурт тума, эрешлесе илемлетме пулать. Йывăç - кирек мĕнле çĕрте те илемлĕ, кăмăла çĕклет.

Çакăн пирки калаçрăмăр та «Срубы Чувашии» - «Чăваш Ен пурисем» ООО предприяти директорĕпе Александр Григорьевич ПИТАЕВПА.

- Эпĕ çуралса ÿснĕ ял - Улатăр районĕнчи Суйкăн - вăрман хушшинче ларать. Эпир ÿснĕ тапхăрта колхозсем саланчĕç те ялти арçынсен укçа тумалли пĕртен-пĕр çул - вăрман пулса тăчĕ, - пуçларĕ сăмахне 27 çулти хастар çамрăк. - Атте платникре ĕçлетчĕ, эпĕ те 8 класс хыççăнах ăна пулăшма çÿреттĕм. Платник ĕçне ачаран вĕренсе пытăм. 11 класс пĕтерсенех платникре ĕçлеме пуçларăм, унтан салтакра пултăм, хĕсметрен килсен те хамăн алă пыракан ĕçех суйларăм. Малтан платник бригадисемпе пĕрле, каярах хам ушкăн йĕркелесе ĕçлеме илсе çÿреме пуçларăм. 2013 çултанпа эпĕ - фирма ертÿçи.

- Йывăç çурт лартас текенсем йышланса пынине асăрхатăп, çакă мĕнпе çыхăннă?

- Хальхи ялсенче, пурте пĕлетпĕр, кирпĕч çуртсем шăкăринех. Кирпĕч çурт ырлăхĕпе пурăнса «тăрантăмăр» пулас. Çутçанталăк панă чи паха материал - йывăç - патне каялла таврăнма пуçларĕç. Хула çыннисем те янтă пĕр пек хваттерсенче çеç пурăнасшăн мар. Хула çывăхĕнчи ялсенче йывăç çуртсем çĕклеме пикенеççĕ. Тĕрĕссипе, заказсенчен нумайăшĕ хуларан. Мускав, Чулхула облаçĕсене, Тутарстана ĕçлеме çÿретпĕр.

- Пурасене кунтанах туянаççĕ-и?

- Çапла. Эпир пура туса çурт тăвассипе ĕçлетпĕр-çке. Пирĕн республикăри вăрмансем лайăх пахалăхлă. Заказчикпе тÿрремĕнех ĕçе йĕркелетпĕр. Çавна май Мускав облаçне çити пура тиесе кайса тăкак тÿсмеççĕ вĕсем. Пирĕн патра ĕç алли йÿнĕ, чăвашсене тĕплĕ ĕçленипе пĕлеççĕ, çурт пахалăхлă пулни пĕлтерĕшлĕ. Эпир тăвакан пурасем пысăк пахалăхлă. Илемлĕ те хăтлă, паха çурта ыттисем те тивĕçлипе хаклаччăр, пирĕнпе ĕçлеме кăмăл пултăр тесе тăрăшатпăр.

- Пура çеç мар, çурта пурăнма кĕмеллех туса паратăр апла?

- Тĕрлĕ енлĕ ĕçлетпĕр. Пураран пуçласа пурăнма кĕмеллех /под ключ/ туса паратпăр. Пура çеç туянакансем те пур. Янтăласа хунă мунча пурисем кирек мĕнле вăхăтра та хуçисене тупаççĕ. Пурăнмалли çуртсене туянакан ыйтăвĕпе килĕшÿллĕн пуратпăр.

Пураран пÿрт пуласси чылай чухне икĕ ăстрăмпа иртет. Хĕлле вăрман касса пура пуралатпăр, ăна туянакан патне çитерсе хăпартатпăр. Çурт пулмалли никĕс çинех тÿрех лартсан тата аванрах. Пура çур çула яхăн вăхăтлăх тăрă айĕнче пусăрăнса вырнаçса ларать. Çулла вара çурт тăвассине вĕçлетпĕр: урай, мачча, тăрă т.ыт. тăватпăр.

- Стройматериала кам хатĕрлет?

- Йывăç материал йăлтах хамăрăн. Çурт тăррине еплерех, тата мĕнпе витессине, мĕнле алăк лартассине тата ыттине хуçапа калаçса килĕшсе пурнăçлатпăр. Йывăç питĕ итлекен çураçуллă материал. Унпа тем те тума пулать. Çыпăçтарма, çурма, чутлама, шуруппа е болтпа тытăнтарма, пăтапа çирĕплетме. Нумай меслет юрăхлă ăна валли.

- Çыпăçтарнă пăрăс /клееный брус/, цилиндрланă пĕрене /оцилиндрованное бревно/, типĕ профиль пăрăс /сухой профилированный брус/ пирки мĕн тетĕр?

- Çак йывăç материалсене пилорамăра, фабрикăра тăваççĕ. Çыпăçтарнă пăрăс - темиçе татăка çилĕмпе çыпăçтарса тунăскер. Цилиндрланă пĕренене пилорамăра çиелти сийне илсе çавралатаççĕ. Кун пек чухне йывăçăн хÿтлĕх сийĕ саваланса пĕтет. Паллах, çак материалсем хитре, çурт хăпартма юрăхлă. Анчах хаклă.

Алăпа пуранисем вара çутçанталăк панă пĕр пахалăха та çухатмаççĕ: экологи тĕлĕшĕнчен таса, хÿтлĕх сийĕ пур, çилĕм, ытти хими япали перĕнмест. Туянаканпа тÿрремĕн /посредниксăр/ ĕçленипе пура хакĕ пысăк мар. Çавна май ĕçсĕр лармастпăр.

- Ăçти вăрмана касатăр?

- Улатăр районĕнче, кÿршĕллĕ Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлетпĕр. Унти вăрмансенчи йывăçсем çирĕп, вĕсенчен лайăх çурт пулать.

- Хĕлле каснă йывăçран тунă пура çуллахи йывăçран пуранинчен раснарах теççĕ.

- Хĕлле каснă йывăçран пурани пахарах. Сивĕре йывăç вăрахрах типет, пĕренери сăмала сыхланса юлать, вулăри нÿрĕклĕх ерипен тухнипе пĕрене вăйлă çуркаланмасть. Лайăх типнĕ йывăç шăрши епле паха!

- Çурт-йĕр хăпартма мĕнле йывăç лайăхрах?

- Пурăнмалли çурта тумалли чи паха материал - хыр. Хыртан тунă çурт çирĕп, ăшă лайăх тытать, пĕренисем те яка. Пÿртри сывлăш уçă та таса пулать. Хыр сывлăша фитонцид кăларать. Сăмала юхтарман хыртан тунă çуртăн ĕмĕрĕ вăрăм, 100 çула яхăнах. Халĕ сăмала юхтармаççĕ те. Мунча валли вара çăка аван. Çăка мунча çемçерех.

- Пĕренене вут-çулăмран хÿтĕлемелли хутăшпа усă куратăр-и?

- Заказчик ыйтсан пĕренесене çулăма хирĕç шĕвекпе ислететпĕр.

- Çурт-йĕр çавăрма хатĕрленекене мĕн сĕнетĕр?

- Йывăç çурт, кирпĕчпе танлаштарсан, ăшă лайăхрах тытать. Ăна ăшăтма энерги сахалрах каять. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, чуна та çывăхрах. Çурт тăвас текенсене эпир пулăшма яланах хатĕр. Тĕрлĕ ыйтупа çыхăнма, шăнкăравлама ан именĕр. Шупашкарти тел.: 8 /8352/ 21-34-21. Кĕсье телефонĕ 8-937-381-05-00. Пÿрт тăвассипе чылайранпа ĕçлесе паха опыт пухнă платниксен сĕнÿ-канаш пурах. Халĕ шăпах паха пура туянма май пур.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.