«Сывлăха аптекăра туянма çук»

18 Пуш, 2016

Вăл йĕркелесе ертсе пыракан уйрăмра лăпкăлăх хуçаланать. Никам та сас хăпартса калаçмасть. Кашниех харпăр хăй ĕçне юратса тата тĕплĕ пурнăçлать. Чирлисем сипленнĕ хыççăн сĕнÿ-канаш тетрадьне ăшă та ырă сăмахсем çырса хăвараççĕ. "Ĕçе питĕ пĕлсе, ăста йĕркеленĕ. Коллектив сĕре туслă. Тухтăрсемпе медсестрасем чирлисемпе яланах пĕр чĕлхе тупаççĕ. Вĕсемпе тимлĕ, сăпайлă, вашават. Эмелпе кăна мар, сăмахпа та сиплеççĕ." Е тата: "Шурă халатлисем пирки хальччен урăхларах шухăшланăччĕ. Кунта лекнĕ хыççăн шухăшăм улшăнчĕ. Ырă тухтăрсем пурах çав çĕр çинче. Ку уйрăмра килти пекех хăтлă. Çăтмах кĕтесĕнчи евĕрлех, хитре юрă шăрантаракан кайăксем кăна çитмеççĕ", — паллашатăп пациентсен хаклавĕпе. Сăмахăм — Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш поликлиника çумĕнчи кăнтăрлахи уйрăм заведующийĕ Валентина АНДРЕЕВА терапевт пирки.

Валентина Алексеевна хăйĕн профессине чăннипех парăннă çын. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Ольтикассинче учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. "Манăн икĕ акка /аттен йăмăкĕсем/ Шупашкарта медикре ĕçлетчĕç. Асанне пирĕнпе пурăнатчĕ. Вĕсем ăна курма час-часах килсе çÿретчĕç. Аккасем хăйсен ĕçĕ, пациентсем çинчен нумай каласа кăтартатчĕç. "Питĕ интереслĕ ĕç", — шухăшлаттăм ăшăмра. Каярах, 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне, медицина темипе çыхăннă кĕнеке алла лекрĕ. Вара эпĕ ун чухнех: "Эпĕ те тухтăра вĕренме каятăп!" — тесе палăртса хунăччĕ. Малтанах çакă ĕмĕт шайĕнче кăна пулнă-тăк, шкул пĕтернĕ тĕле пурнăç тĕллевне çаврăнчĕ. Аккасем медфак хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех врачра ĕçлерĕç. Вĕсемпе калаçсан шухăшăм çирĕпленнĕ. Çавăнпа Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тÿрех медфака кĕтĕм. Эпĕ ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Мана направленипе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи участок больницине ячĕç. Шăпа çапла килсе тухнăшăн питĕ пăшăрханнăччĕ малтан. Эпир ун чухне пурте пысăк больницăра вăй хума ĕмĕтленеттĕмĕр. Пĕчĕк больницăра ĕçлеме пуçлани аванраххине каярах тин ăнлантăм. Мĕншĕн тесен унта санăн йăлтах хăвăн тумалла. Тĕрлĕ чирпе асапланакансене сиплеме, дежурство тăма тиветчĕ. Дежурство вăхăтĕнче ачасене те, хирурги енĕпе чирлисене те пăхма тиветчĕ. Çакă мана ăсталăха ÿстерме питĕ нумай пулăшрĕ. Пĕр çул ытларах ĕçленĕ хыççăн качча тухрăм та Çĕнĕ Шупашкара куçса кайрăмăр", — ĕç "каçалăкне" епле пуçланине хаваспах аса илчĕ Валентина Алексеевна.

Валентина Андреева Çĕнĕ Шупашкарти хула больницинче участок терапевтĕнче 15 çул /пĕр участокрах/ ĕçлет. Çав тапхăрта унăн пациенчĕсен ачисем те çитĕнеççĕ. Хăшпĕр çемьере вăл аслашшĕ-асламăшне, ачисене, мăнукĕсене пĕлме тытăнать. "Ман патра сипленнĕ пациентсем халĕ те килеççĕ. Манăн шухăшăмпа — чăн-чăн тухтăр пулас тесен участок терапевтĕнче ĕçлемеллех. Участок врачĕ уйрăм çын сывлăхĕшĕн

 

ЦИТАТА

Сывлăха çынсем пуринчен ытла сыхласчĕ теççĕ, анчах пуринчен те сахалрах упраççĕ.

Ж.ЛАБРЮЙЕР. 

яваплă. Стационарта чирли сипленет те каять, эсĕ унăн сывлăхĕпе тек интересленместĕн. Участокри пациент вара кайран пĕрех сан патнах пырать. 2000 çулта поликлиникăн заведующийĕ Галина Волкова мана кăнтăрлахи стационара чĕнчĕ. 16-мĕш çул ĕнтĕ заведующире вăй хуратăп", — чунне уçрĕ Валентина Алексеевна.

— Ертÿçĕ пулма йывăр мар-и? — чăнласах пĕлес килчĕ манăн.

— Кирек хăш ĕçре те вăй хумалла. Участокра ĕçлеме мана питĕ килĕшетчĕ, анчах хут ĕçĕ çулран-çул нумайланса пыни вĕчĕрхентерме тытăннăччĕ. Мана унччен те отделенисене, стационара пĕрре кăна мар чĕннĕ, анчах эпĕ хамăн ĕçе кĕрсе кайнăччĕ те куçса çÿрес килместчĕ. Пĕр вырăнта пусăрăнса ĕçлесен ăна улăштарма çăмăлах мар. Анчах эпĕ çулсем иртнĕçемĕн ĕç сĕнекен тек пулмассине ăнлантăм. Пациентсем кунта кĕске тапхăра, 10-12 куна çеç, килеççĕ. Кайран участок тухтăрĕсем патне каяççĕ. Эпĕ талăкĕпех ĕçлекен стационарта та дежурствăра тăратăп. Кăнтăрлахи стационарта 7-ĕн ĕçлетпĕр: 2 тухтăр, аслă медсестра тата 4 медсестра. Пирĕн уйрăм пĕчĕк, çавăнпа ĕçе йĕркелеме çăмăлрах. Аслă медсестран опычĕ пысăк. Медсестрасен, техника персоналĕн ĕçне лайăх йĕркелесе тăрать. Вăл маншăн сылтăм алă вырăнĕнчех. Пациентсем пирĕн пата пулăшу ыйтма килеççĕ. Çав çынсемшĕн хăйсен чирĕ чи пĕлтерĕшли. Вĕсемпе тимлĕ пулсан пĕр чĕлхе тупма яланах май пур. Паллах, ачашрах, чăркăшрах пациентсем те пулаççĕ. Нумай çул ĕçлесе вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма вĕренсе çитрĕм. Кирек епле тухтăрăн та психолог пулмалла. Кашни пациентпах мĕнлерех калаçмаллине пĕлетĕп: кампа — кăшт çепĕçрех, кампа — çирĕпрех. Пĕрисене лăплантармалла, теприсене хавхалантармалла.

— Йывăрлăхсене те палăртар.

— Укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмав кÿрет хушăран. Медицина — нумай нухрат ыйтакан сфера. Кирек мĕн чухлĕ укçа хыв унта — пĕрех çителĕксĕр. Иккĕмĕш ыйту — çынсем харпăр хăй пирки тăрăшма хăнăхманни, харпăр хăйне упрама пĕлменни. Пурте асамлă им кĕтеççĕ. Сывлăха аптекăра туянма çук. Чылайăшĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнасшăн мар, эрех-сăрасăр канасшăн мар. Сывлăхлă пуласси ытларах çынран хăйĕнчен килет. Юрать, халĕ телекуравпа эрех-сăрана рекламăлама пăрахрĕç. Çакна эпĕ питĕ аван тесе шухăшлатăп. Кашнинех юнри холестерин, сахăр шайне пĕлмелли çинчен ятарлă акцисем йĕркелеççĕ, юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалли пирки аса илтереççĕ. Анчах çакна çынсем, шел те, ерипен хăнăхса пыраççĕ. Пациентсенчен чылайăшĕ сывалнă хыççăн тепĕр çулччен нимĕн тумасăрах пурăнма юрать тесе шухăшлать. Унăн вара пурнăç йĕркине улăштармалла, диетăна пăхăнма тытăнмалла, хăнăхтарусем тумалла.

"Ĕç — пысăк телейсенчен пĕри", — тени питĕ тĕрĕссине палăртрĕ Валентина Алексеевна. Çав вăхăтрах çемье те хĕрарăмшăн пĕлтерĕшлине манмалла мар тет. Сăмах май, вĕсем мăшăрĕпе ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем хăйсем çемьеллĕ ĕнтĕ. "Манăн тахçанах асанне, кукамай пулма вăхăт. Вăйăм-халăм пур чухне мăнукăмсене ăс парас, йăпанас килет. Çав вăхăтрах халех ĕçлеме пăрахас килмест-ха. Килте кăна ларакан хĕрарăм пек курмастăп-ха хальлĕхе хама. Ĕçе кăмăлласах çÿретĕп. Пĕлĕве çуллен ÿстеретĕп. Отпускра чухне те ĕçшĕн тунсăхлама тытăнатăп. Пирĕн професси — питĕ асамлă. Туртса кĕрсе каять те — тĕпчетĕн, тишкеретĕн, сăнатăн. Çав ăшталануран вара пысăк киленÿ илетĕн", — чунне уçрĕ тухтăр. Манăн вара çакна хушса калас килет: профессие кăмăла кура, чун ыйтнипе суйласан кăна ăнăçупа çитĕнÿ тума пулать.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.