Сывлăх кунĕнче - стадиона

10 Çĕртме, 2014

Шăмат кун, çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Енре сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев указĕпе килĕшÿллĕн палăртнă кун çынсен кашни уйăхра спорт керменĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.

Бассейнра шыва кĕме кăмăл пур-и, тренажер залĕнче вăй-хала çирĕплетес тетĕн-и, конькипе ярăнма юрататăн-и - кашни хăй суйласа илет. Çав кунах çамрăксем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç, футбол уйĕсемпе волейбол лапамĕсенче турнирсем иртĕç. Чылай район-хулара пурăнакансем Чăваш Енри паллă спортсменсемпе пĕрле зарядкăна тăрĕç, вĕсемех ачасене ăсталăх сехечĕсенче çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç. Лапамсемпе стадионсенче вĕтĕр-шакăрăн хаваслă стартсенче тупăшма май пулĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ - çынсене спортпа туслаштарасси тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. ЧР Физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çу уйăхĕнчи сывлăх кунĕнче республикăра 342 мероприяти иртнĕ, вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 150 пин ытла çын хутшăннă, çав кун Чăваш Енре спортăн 4500 обьекчĕ ĕçленĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Новости по теме