«Сывлăх хумĕ» çула тухать

28 Çурла, 2015

Пĕтĕм Раççейри информаципе пропаганда, сывлăха пиçĕхтерекен «Сывлăх хумĕ» акци кăçалхипе 10-мĕш хут иртет. Çĕршывăн чи чаплă медицина центрĕсен тухтăрĕсем çÿллĕ шайри технологи диагностика оборудованийĕ вырнаçтарнă теплоходпа черетлĕ çулçÿреве августăн 31-мĕшĕнче тухма палăртаççĕ.

Чулхула - Хусан - Саратов - Самара - Ульяновск - Шупашкар - Чулхула маршрутпа йĕркеленекенсер «Наци сывлăхĕн лиги» Раççей общество организацийĕн пуçарăвĕпе РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата РФ Общество палати пулăшнипе иртет.

Шупашкара «Сывлăх хумĕ» сентябрĕн 6-мĕшĕнче çитме палăртать. Кăçалхи акци тĕллевĕ - çуралнăранпах чĕре паталогиллĕ, япăх куракан, начар илтекен е пĕтĕмĕшле чир-чĕрпе аптăракан ачасене пулăшасси. Çавна май чăваш Енри медицина специалисчĕсем акцие хутшăнма 170 ачана суйласа хунă та. Вĕсене пурне те федераци клиникинчи çÿллĕ шайри технологи пулăшăвĕ кирлĕ.

Теплоход Шупашкарти портра палăртнă кун 12.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен тăрĕ. Çав хушăра медицина специалисчĕсем ачасене пăхса, консультаци парса ĕлкĕрме тивĕç. Тĕрĕслев теплоход çинчех иртĕ. Тухтăрсен йышăнче - Мускаври Чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн А.Н.Бакулев ячĕллĕ наука центрĕн, Раççей ФМБА оториноларингологи центрĕн, С.Н.Федоров академик ячĕллĕ «Куç микрохирургийĕ» МНТК, Н.И.Пирогов ячĕллĕ РНИМУ педиатри клиника ăслăлăх-тĕпчев институчĕн специалисчĕсем. Кăçал вĕсемпе пĕрле тата пуçласа Акушер, гинекологи, перинатологин В.И.Кулаков академик ячĕллĕ наука центрĕн тухтăрĕсем çула тухĕç.

Çак кунах вĕсем вырăнти медицина специалисчĕсем валли вĕренÿ семинарĕсем те йĕркелĕç. Пирĕн тĕп перинаталь центрĕнче «Ача çуратнă хыççăнхи тапхăрăн çивĕч ыйтăвĕсем» темăпа наука-практика конференцийĕ ирттерме палăртнă. Республикăри кардиологи диспансерĕнче чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсене сиплемелли тата вĕсен профилактики çинчен «çавра сĕтелре» калаçĕç.

Чăваш наци музейĕнче вара шкулсенчи соцпедагогсем, ашшĕ-амăшĕн комитечĕсенче тăракансем, волонтер ушкăнĕсен ертÿçисем пухăнĕç. «Шкул - сывлăх территорийĕ» ятпа канашлу ирттерĕç.

Ирина ВЛАДИМИРОВА

Рубрика: