Сывлăх çирĕпленет, кăмăл-туйăм çĕкленет

12 Кăрлач, 2016

Волейболистсем тухтăр парнисемшĕн тупăшрĕç

Йăлана кĕнĕ тăрăх Раштав кунĕнче республикăри волейболистсем Куславкка тăрăхне пухăнаççĕ. Унта çулсерен «Куславккасем» ентешлĕх ертÿçин, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕн Юрий Зоринăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртет. Кăçал та турнирта командăсен йышĕ пысăк пулчĕ.

Ăмăрту кун-çулне аса илес-тĕк, ăна 2007 çулта Энтри Пасар ялĕнче ирттерме пуçланă. Ун чухне ялти пултаруллă командăсем тупăшнă, каярах районти волейболистсем хутшăнма тытăннă. Паянхи кун турнир çĕршыв шайне çĕкленчĕ теме те юрать. Куславккана кÿршĕ регионтан та килеççĕ. Кăçал акă Тутарстанпа Мари Эл спортсменĕсем хутшăнчĕç, Чăваш Ен чысне Шупашкар, Красноармейски, Çĕмĕрле, Куславкка, Элĕк волейболисчĕсем хÿтĕлерĕç.

«Атăл» спортпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ спорт уявне çамрăк юрăç Анастасия Кирилловăпа районти «Подсолнух» ташă ушкăнĕ уçрĕ. Спортсменсене Куславкка район пуçлăхĕ Юрий Петров, райадминистраци ертÿçи Валентин Колумб, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, ЧНК «Сывă наци» комитечĕн председателĕ Юрий Зорин, ЧР волейбол федерацийĕн президенчĕ Александр Сироткин, ăмăртăвăн тĕп судйи Иннокентий Кошкин тата ыттисем саламларĕç.

Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Хăнасем кашнинчех хастар пулнине палăртмалла. Кăçал акă чи сумлă парнене - çĕнтерÿ кубокне - Тутарстан волейболисчĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шупашкарти «Старко» тата Трак енри «Спартак-Исаково» командăсем йышăнчĕç. «Чи лайăх вăйăçă» ята Красноармейскинчи Александр Ермолаев, Шупашкарти Алексей Зайцев тата Тутарстанри Василий Арбузов тивĕçрĕç. «Кашни çыннăн спортпа туслă пулмалла. Паянхи кун паттăр та хăюллă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спорт сывлăха çирĕплетет, кăмăл-туйăма тĕреклетет. Çакнашкал çын çеç йывăрлăхсене çĕнтерме пултарать», - терĕ Юрий Александрович спортсменсене парнесемпе чысланă май.

А.МИХАЙЛОВ