Сывă пурнăç йĕркине пăхăнар

Нарăсăн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Канашлăва хутшăннисене вăл Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланнă ятпа саламланă.

Михаил Игнатьев тивĕçлĕ службăсене муниципалитетсен пурнăçне тивĕçтерес ыйтусене тĕрĕслесех тăма чĕнсе каланă, пушар тухасран асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлесен те инкек çав-çавах пулнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 117 хутчен пушар тухнă, унта 19 çын вилнĕ. «Мĕн пур службăн, çав шутра полицейскисемпе пушар сÿнтерекенсен те, явапсăр çынсем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнмалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский 2013 çулта ЧР Çул-йĕр фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă май муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тăвасси, юсасси тата пăхса тăрасси мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. Çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ валли пĕлтĕр тĕрлĕ шайри бюджетран 2735 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 2753,1 млн тенкĕлĕх /çулталăкри планăн 101% тата ун умĕнхи çулăн 142%/ пулнă. Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ 103 километр, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 147,5 километр тăршшĕ автоçулсем тунă тата юсанă.

Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курнă. Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсем ЧР Çул-йĕр фончĕн укçине ĕçе тивĕçлипе ярайман. Тĕпрен илсен 10 млн тенкĕ юлнă.

2014 çула ЧР Çул-йĕр фончĕн укçа-тенкĕ калăпăшĕ 2041 млн тенкĕпе танлашать, çав шутра регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсене тĕпрен юсама, юсама тата тытса тăма 1128,8 млн тенкĕ пăхнă. Çак укçаран 60 млн тенкине ял-хулари нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, картишсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсама тата юсама яраççĕ. ЧР Çул-йĕр фондне хушма укçа килсен ку тĕллевпе укçа-тенкĕ тата та уйăрĕç. Регион, муниципалитет, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тума тата юсама 884 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Республика Пуçлăхĕ çулсем тăвас тата вĕсене тытса тăрас ыйтусене татса паракан муниципалитетсене хавхалантарма чĕнсе каланă. «Тирпей-илем кĕртесси, çулсем юсасси тата тăвасси халăхшăн тĕп вырăнта. Районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май ирттерекен канашлусенче ял тăрăхĕсен старостисем çак ыйтусене хускатаççĕ. Муниципалитетсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ яраççĕ. Администрацисем ăнăçлă ĕçлекен районсене пулăшмалла. Шута илме тивĕçлĕ сăлтавсемсĕрех укçа-тенкĕпе усă курайман администрацисен пуçлăхĕсене явап тыттармалла. Сирĕн хăвăрăн тивĕçсене пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Халăхăн уйрăм ушкăнне диспансеризацилени çинчен ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова пĕлтернĕ.

2013 çулта 231430 çын диспансеризаци тухнă, 1142 çын унта хутшăнма килĕшмен.

Михаил Игнатьев канашлăва хутшăннисене сиенлĕ хăнăхусенчен хăтăлас енĕпе çине тăрсах ĕçлеме чĕнсе каланă. «Сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма укçа-тенкĕ питĕ нумай уйăратпăр. Анчах та çын сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине, тĕрĕс апатланмаллине ăнланмасть пулсан - медицина вăйсăр», - палăртнă вăл.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.