Сывă пул, ачалăх - хапăл ту, Пуласлăх!
Майăн 22-23-мĕшĕсенче республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕрмĕшсен йышĕнче - 6,5 пин хĕрпе каччă, тăххăрмĕш класран вара кăçал 11,2 пин вĕренекен тухаççĕ. Пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, хумхануллă та вĕренекенсен çак уявĕ. Майăн 23-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимназире юлашки шăнкăрава халалланă уява хутшăннă. Экзаменсене ытлашши пăлханмасăр ăнăçлă тытма, пуласлăха утмашкăн тĕрĕс çул суйлама суннă.
- Эсир - пултаруллă, кашни хăйĕн умне тĕллев лартса малалла ăнтăлатăр. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшăр - çивĕч ыйтусене татса памалли вариантсене шырама ан ÿркенĕр. Хăвăрăн вĕрентекенĕрсене ан манăр. Вĕсем панă пĕлÿпе ăс çумне çĕннине хушсах пырăр, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Çамрăксене пулăшасси - республикăри приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Пултарулăхĕпе уйрăлса тăракан хĕрсемпе каччăсене çуллен Çамрăксен патшалăх премийĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕпе чыслаççĕ, çамрăксен инноваци программисемшĕн грантпа хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Ĕç рынокĕнчи кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн Чăваш Енре аслă шкулсемпе техникумсен алăкĕсем уçă. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине те патшалăх пысăк тимлĕхпе туса пырать. Шкул саккипе сывпуллашакансене çакăн çинчен те тĕплĕн каласа кăтартнă Михаил Васильевич.
Уява ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те хастар хутшăннă. Выпускниксен шкултан уйрăлас самант çывхарнине шăнкăрав сасси систернĕ.
***
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Олег Яковлев, ытти хаклă хăна çак кун Шупашкарти кадетсен 14-мĕш шкулне çитсе выпускниксене саламларĕç.
Асăннă шкулта республикăри кадетсен пĕрремĕш класĕ 2007 çулта уçăлнă. 2011 çулта шкула пĕтĕмĕшле кадетсен туса хума йышăннă. Хальхи вăхăтра кунта 24 полици класĕ, вĕсенче 644 ача вĕренет. Кăçал шкулпа 25 кадет сывпуллашĕ. Юлашки шăнкăрав тăххăрмĕш класри 29 вĕренекеншĕн те янăрарĕ.
Савăнăçлă линейка уçăлчĕ те - шкул директорĕ Светлана Иванова сăмах илчĕ.
- Паянхи шăнкăрав сире çак шкулта иртнĕ пурнăç сыпăкне пĕтĕмĕшле аса илтерĕ, сирĕн умăрта пĕтĕм çула уçĕ. Кĕçех сирĕншĕн патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем пуçланĕç. Пурнăç тăршшĕнче вара тĕрĕслевсем витĕр темиçе хут та тухма тивĕ. Эсир кадетсем пулнăран вĕсене тивĕçлипе чăтса ирттерессе, тĕрĕс утăмсем тăвасса шанатăп, - ырă сунчĕ хĕрсемпе каччăсене Светлана Викторовна.
Иван Моторин ачасене хăйнеевĕр шкулта вĕреннĕрен хăйсем патриотсем пулнине яланах асра тытма сĕнчĕ, умри экзаменсенче ăнăçу сунчĕ.
Ытти хăна та сăрă-кăвак китель, пилотка тăхăннă кадетсем тумĕпе кăна мар, йĕркелĕхпе, ăс-тăнпа, обществăри хастарлăхпа малашне те уйрăлса тăрасса шаннине пĕлтерчĕ.
Кадетсемпе вĕренÿ тапхăрĕнче профиль хатĕрленĕвĕ ирттернĕ май нумай-нумай хутчен тĕл пулнă СОБР командирĕ Андрей Тимофеев выпускниксен тĕрлĕ хăнăхура туптаннă çирĕплĕхĕ пурнăçра усă кÿрессе шанать. Вунпĕрмĕшсене пуçламăш классенче вĕрентнĕ Алина Савиновăшăн çак кун питĕ пăлхануллă: умра тăракан яшсемпе хĕрсен ача чухнехи сăнарĕсем куç умне тухса тăраççĕ, вĕрентекенĕн хăйĕн хĕрĕ Елена та çак кун шкулпа /Шупашкарти 2-мĕш лицейпа/ сывпуллашать иккен. Выпускниксен класс ертÿçи Ирина Сорокина асăннă ачасем вĕренÿре те, шкул тулашĕнчи пурнăçра та хастар пулнăран кашниех хăйĕн çулне тĕрĕс суйласа çирĕппĕн малалла ăнтăлассинче иккĕленмест.
Юлашки шăнкăрав çамрăксен хăйсен чунĕнче кăна мар, ашшĕ-амăшĕн чĕринче те тунсăх çуратать. Çакă Карина Вишневăн амăшĕн Эвелина Сергеевнăн сăмахĕнчен те сисĕнчĕ:
- Паянтан кителĕрсене хывăр та пурнăç сукмакĕпе малалла утăр. Эпир илемлĕ тумăра шкапра асăнмалăх упрăпăр. Йывăр, иккĕленÿллĕ самантсенче хăвăр кадет пулнине аса илĕр, кирлĕ йышăну тума пултарăр. Туслăха упрăр, пулăшу кирлĕ çынна алă тăсса пама ан манăр.
Аслă тусĕсене пĕрремĕш класри кадетсем те саламларĕç. Шкул ертÿлĕхĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, чи пултаруллă та хастар выпускниксене "Оваци" премипе чысларĕ. Уяв хуçисем - шкулпа сывпуллашакан ушкăн - юратнă шкула, вĕрентекенсене чунтан тав турĕ. "Эпир - кадетсем - Тăван çĕршывшăн яланах сыхă тăма хатĕр!" - сăмах пачĕç çирĕппĕн хĕрсемпе каччăсем. Çак сăмахсене тĕнче илттĕр, хăйсен ĕмĕт-шухăшĕ пурнăçа кĕтĕр тенешкел тÿпене шурă кăвакарчăнсем вĕçтерчĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментари хушас