- Чăвашла верси
- Русская версия
Сывă наци - ыранхи пурнăç тĕрекĕ
Нумаях пулмасть Правительство çуртĕнче Республикăри общество палатин итлевĕ иртрĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тата Чăваш Енри палата членĕсем, общество организацийĕн представителĕсем сывă ăру çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Мероприятие Мускав хăни, бобслей енĕпе палăрнă спортсменка, «Россия-2» канал редакторĕ Ирина Скворцова /сăнӳкерчĕкре/ хутшăнчĕ.
«Тĕрĕс апатланакан, физкультурăпа туслă, усал йăларан пăрăнакан йăрă çын кăна сывă пу-лайĕ», — палăртрĕ ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов. Хальхи вăхăтра республикăри пур шкулта вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Унта çиекенсен йышĕ çулсерен ӳсет /97%/. 2014-2015 çулсенче ялти 72 шкулта спортзал юсанă, кăçал тепĕр 28 шкула çавнашкал савăнăç кĕтĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче ГТО тĕрĕслевне шкул ачисен 80% хутшăннă. ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков каланă тăрăх, спорт шкулĕсене 34 пин ытла ача çӳрет. Вăл ялти шкулсен çумĕнче те нумай функциллĕ сооруженисем çĕклеме сĕнет, унта вырăнти ачасемпе çамрăксем ӳт-пĕве пиçĕхтерме пултарччăр.
Медицина пулăшăвне илме чăрмав пулманни те çынсен сывлăхне лайăх витĕм кӳрет. Боль-ницăсене çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ пулин те ку тытăмра ыйтусем çав-çавах çивĕч. Сă-махран, кадрсем çитменни. Çак шухăша ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева палăртрĕ. Итлеве пухăннисене вара «электрон черетпе» хăш-пĕр специалист патне кĕме чăрмав тухни пăшăрхантарчĕ. «Пирĕнтен, тухтăрсенчен, çирĕп ыйтаççĕ. Пациент çырăннă вăхăтра йышăнăва килменнишĕн, кун пирки асăрхаттарманнишĕн нимĕнле яваплăх та тытмасть. Çав вăхăтра тухтăр тепĕр çынна пулăшайĕччĕ-çке», — терĕ ЧР Медицина ассоциацийĕн председателĕ, хулари стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов. Вăл аслă шкултан вĕренсе тухакан çамрăксене яла, пĕчĕк хуласене ярас ĕçе çĕнĕлле йĕркелемеллине те асăнчĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп наркологĕ Ирина Булыгина çул çитменни-сене наркотикран, пуçа минретекен ытти япаларан сирес тĕлĕшпе мĕнле профилактика ĕçĕсем тунине каласа кăтартрĕ. Усал йăларан пистерес тесе çамрăксемпе «Сывă наци» общество организацийĕ те нумай проект пурнăçа кĕртет. Вĕсемпе Кирилл Лукин председатель паллаштарчĕ.
«Паян çĕкленĕ ыйтусем халăхшăн питĕ кирлĕ. Çакнашкал пысăк йышпа ăна пĕрремĕш хут пăхса тухрăмăр, ӳлĕмрен те пуçăннă ĕçе малалла тăсăпăр. Кунта илтнĕ сĕнӳсене Раççейри Общество па-латин сывлăха сыхлас, физкультурăна аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссине çитерĕпĕр», — мероприятие пĕтĕмлетрĕ РФ Общество палатин членĕ, «Н.С.Федоров академик ячĕллĕ куç микрохирургийĕ» больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Патшаев.
«Докладсене тишкерӳллĕ виçсе хакланă май çакна калама пултаратăп: кунта лару-тăру япăх мар, кăтартусем те савăнтараççĕ», — журналистсене пĕлтерчĕ Ирина Скворцова.
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас