«Сывă чĕре - сывă наци»

18 Раштав, 2015

Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетсе Республикăн клиника больницин диагностика центрĕнче «Сывă чĕре - сывă наци» конференци иртрĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова мероприятие уçнă май Чăваш хутлăхĕнче чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакан пациентсене медицинăн пахалăхлă тата ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе тивĕçтермелли виçĕ шайлă тытăм туса хунине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр кăна 350 çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пултарнă. Этем сывлăхĕн 10-15 проценчĕ çеç тухтăрсен тăрăшулăхĕнчен килнине çирĕплетеççĕ специалистсем. Ытти тавралăхпа, сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе, тĕрĕс апатланнипе тата чун тăнăçлăхĕпе çыхăннă. Çакна тĕпе хурса кăçал профилактика мероприятийĕсем тата çынсене сывă та таса пурăнмашкăн хăнăхтарасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă.

«Юн тымарĕсен патрулĕ», «Тухтăрпа уçăлса çÿрени» профилактика акцийĕсем ирттерни, сăваплă ĕçре волонтерсен юхăмне анлăн сарни республикăра пурăнакансене сывлăха тĕреклетме кирлине ăнланса илме пулăшрĕ. Хальхи вăхăтра урамсемпе парксенче аслă ăру çыннисем уçăлса çÿренине, «скандинавсен уттипе» пыракансене тăтăшах тĕл пулатăн. «Сывлăх сукмакне» такăрлани вĕсен кун-çулне тăсать. Республика гражданĕсен вăтам ĕмĕрĕ 70 çултан иртнĕ, юлашки виçĕ çулта кăна пурнăç 2,5 çул тăсăлчĕ», - палăртрĕ министр.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе Васкавлă медицина пулăшăвĕн, Хулари 1-мĕш клиника, П.Н.Осипов ячĕллĕ хулари 1-мĕш, Хулари тĕп, Патăрьел, Комсомольски, Шупашкар районĕсенчи тĕп, Çĕнĕ Шупашкар хула больницисем пуçаруллă пулнă. Алла Самойлова асăннă коллективсене ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Тавĕпе чысларĕ.

Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Татьяна Мизурова чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕ.

Асăннă амакпа республикăра 420 пин çын нушаланать. 2015 çулта стационар пулăшăвне 46,5 пин пациент тивĕçнĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен 2 пин операцине ирттернĕ, çав шутра 1400-шне - пысăк технологисемпе усă курса. 100 пин пациент амбулатори мелĕпе сипленнĕ. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче асăннă чирсене пула çынсем вилесси иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 15,3 процент чакнă, 100 пин çын пуçне 464,4-па танлашнă.Чăваш Республикин «2013-2020 çулсем валли йышăннă «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программинче 2015 çулхи тĕллевлĕ кăтарту 595,5 пулмалла.

Татьяна Мизурова ĕçтешĕсене «ылтăн самант» тата чĕре сасартăк ыратма тытăнсан пурнăçламалли правилăсем пирки халăха пĕлтернин пĕлтерĕшне аса илтерчĕ: кун пек чухне лăплантаракан препарат мар, нитроглицеринпа усă курмаллине пĕлменнисем те сахал мар. «Васкавлă пулăшăва» çийĕнчех чĕнсе илмелле тата. Малтанхи чăннипех ылтăнпа танлашакан пĕр сехет иртиччен пурнăçланă ансат мелсем вун-вун çынна вилĕм аллинчен туртса илме пултараççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин профилактика енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена Наумова сывă пурнăç йĕркине пăхăннин пĕлтерĕшне уçăмлатрĕ. Сăмах май, пирĕн хутлăхра «Чăваш Республикин сывлăх профильне» хатĕрленĕ, унта халăх сывлăхĕпе пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе ведомствăсен хушшинчи хутшăнусен стратегине палăртнă. «Çемье сывлăхĕн профилĕнче» вара обществăн пĕчĕк ячейкинче сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли сĕнÿсене кĕртнĕ.

Алла Самойлова ĕçтешĕсене кашни больницăн сывлăх профильне йĕркелеме сĕнчĕ, ку енĕпе министерствăн профилĕ тĕслĕх шутланассине пĕлтерчĕ. Унта тĕп тухтăрсен тата асăннă тытăмăн кашни специалисчĕн сывлăх кăтартăвĕ çырăнса юлĕ.

Конференцие пĕтĕмлетнĕ май министр чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк республикăра профилактика мероприятийĕсене пурнăçлас енĕпе пилотли шутланнине асăнчĕ. Халăх вилĕмĕн сăлтавĕсенчен тепри сывлав органĕсен амакĕпе çыхăннă май Алла Самойлова 2016 çула вĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе йышăнма сĕнчĕ.

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.