Сыв пуллашу парадпа та асра юлĕ

2 Утă, 2014

Юлашки шăнкăрав янăранăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ пек - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем тытнă хыççăн яшсемпе хĕрсем шкул пурнăçĕпе сыв пуллашрĕç. Пурĕ Чăваш Енри шкулсенчен вун пĕрмĕш класран кăçал 6621 ача вĕренсе тухрĕ.

Сыв пуллашу каçĕ кашни çын кун-çулĕнче паллă йĕр хăварать. Комсомольски районĕнчи шкулсенчен 2014 çулта вĕренсе тухакансемшĕн вăл пушшех çутă пулăм пек çырăнса юлĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ку тăрăхра Республика кунне анлăн паллă тунă май мероприятисен картинче выпускниксен парачĕ те иртрĕ.

...Комсомольски салин варринче хÿхĕм костюмсемлĕ, капăр кĕпесемлĕ каччăсемпе хĕрсен ушкăнĕсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле черетпе утрĕç. Стайлăн, хăюллăн - чăн-чăн мăн çынсем пек... Хăйсене пĕлÿ панă педагогсене тав турĕç, асра тытма сăмах пачĕç.

Выпускниксене пурнăçăн малашнехи сукмакĕ çинче çитĕнÿ-ăнăçу сунма район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Комсомольски район администрацийĕн ертÿçи Михаил Афанасьев, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Максимов сăмах илчĕç. Чи маттуррисене уйрăммăн саламласси - парадăн тĕшши. Кăçал районта вăтам шкула ылтăн медальпе 30 вĕренекен пĕтернĕ. Асăнмалăх парнене çамрăксене шăпах çак мероприятире пачĕç.

Аслисен пилĕсĕр пуласлăха ярса пусма йывăр. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Мамуткина, «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин ырă сунни, чăн та, пехил вырăннех пулчĕ.

Уроксем, тăхтавсем, каникулсем... Çакă йăлтах хыçа юлнине сыв пуллашу каçĕн палли - шкул вальсĕ - систерчĕ. Çунатлă ĕмĕтсемпе авăрланнă хĕрсемпе каччăсен ташши вĕсен вĕрентекенĕсемшĕн те нумайлăха асра юлĕ.

«Телейлĕ çул сире!» - сунчĕç парадра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа.

Рубрика: