Сырлан — витаминпа пуян

22 Авăн, 2016

Сырлан тăмлă вырăна килĕштермест. Ăна хăйăрлă, торфлă, пăчкă кĕрпиллĕ /çĕрни\, тĕрлĕрен органика удобренийĕсемпе хутăштарнă çĕр юрăхлă. Вăл ытларах хĕвеллĕ вырăна юратать, 10-15 м таран та ÿсме пултарать. Çырла пултăр тесен унăн амапа аçа тĕмĕсене юнашар лартаççĕ. Вĕсен хушши 2,5-3 м пулмалла. 2-4 ама тĕмĕ пуçне 1 аçа тĕм çителĕклĕ. Вĕсене кĕркунне е çуркунне сырлан тĕми 3-4 çула çитсен тин уйăрма пулать. Ама тĕвĕри папкасем 2-3 хупăллă, аçан — шултрарах, хуппи нумайрах. Вĕсем кедр е хыр мăкăлĕ евĕрлĕ.

Сырлан тымарĕ çиелте аталанать. Çавăнпа унти çĕре чавма юрамасть. Ăна 5 см тарăнăшĕнчен ытлашши кăпкалатмалла мар. Кĕреплепе е культиваторпа усă курмалла.

Çак йывăç 50 градус сивве те чăтать. Анчах çанталăк сасартăк улшăннăран вăл типме пуçлать.

Раççейре сырланăн 60 ытла сортне тупса палăртнă. Вĕсенчен тухăçлисем çаксем: алей, дар Катуни, великан, облепиха любимая, москвичка, отрадная, подарок саду, чуйская, облепиха московская ананасная, облепиха ботаническая любительская.

Сырлана тĕрлĕ удобренипе апатлантарма кирлĕ мар. Хăйне кирлине тăпрара тупать вăл. Типнĕ, хуçăлнă турачĕсене вара тăтăшах касмалла. Вĕсене кăмпа ерчĕ пулсан иртмелле, çунтармалла. Удобренипе усă курни çырлана сиен кÿрет. Пыйтине пĕтерме хуçалăх супăнĕ ирĕлтернĕ шĕвекпе усă курмалла. Ыхра шывĕ /10 л шыва 200-300 г ыхра\ те аван пулăшать.

Ку çырлара этеме усăллă витамин нумай: С, Р, К1, В, В1, В2. Унсăр пуçне каротин чылай, сайра тĕл пулакан витамин Е пур. Сырлан нерв тытăмне лăплантарать, пĕвершĕн те усăллă. Çавăн пекех юн пусăмне йĕркене кĕртет. Юн тымарĕ чирĕсенчен тата атеросклерозран сыватать. Унăн çăвĕ час тÿрленмен сурана сиплет. Ăна çисен кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмăн сĕт аван анать.

Сывлăха çирĕплетме. Организма витамин çитмесен е юнра гемоглобин сахаллансан сырлан чейĕ ĕçмелле: тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ сырлан çулçи /типĕтни\ е çырли ямалла, 10 минут тăрăлтармалла, сăрăхтармалла. Кунне икĕ хутчен 1-ер стакан ĕçмелле.

Сурана тÿрлетме. Ÿте тăм илсен, пĕçертсен, пÿрлĕ суран чухне ыратакан вырăна сырлан хумалла е унăн сĕткенĕпе кунне икĕ-виçĕ хутчен сĕрмелле.

Карланкă шыçсан /ларингит, фарингит\. Мамăка сырлан çăвĕпе йĕпетмелле, лăймака сийе сĕрмелле. Е çак çупа усă курса 15 минут ингаляци тумалла. Ку мел сывлав органĕсен чирĕсем аталанасран та сыхлать. Сиплев курсĕ — 10 кун.

Хырăмлăх чирĕнчен. Хырăмлăх тата вун ик пумăклă пыршă язвинчен сырлан çырлин шĕвекĕпе сипленеççĕ: 0,5 л вĕри шыва 3 апат кашăкĕ çырла ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 2-3-шер стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — пĕр уйăх.

Варвиттирен. Кун пек чухне сырлан çулçипе турачĕ пулăшать. 1 стакан сивĕ шыва 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хутăша ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла, ĕçмелле.

Ку çырлара В витамин чылай пулнăран арçынсене ар хастарлăхне ÿстерме пулăшать. Вăл çамрăксемшĕн те усăллă.

Сырлан çырлипе çулçи организмран сиенлĕ япаласене кăларма пулăшаççĕ. Сахăр чирĕнчен, ревматизмран сипленме çулçинчен хатĕрленĕ шĕвекпе усă кураççĕ: тин вĕренĕ шыва 10 г çулçă ямалла, 10-15 минут тытмалла, сăрăхтармалла, ĕçмелле.

Унпа косметикăра та анлă усă кураççĕ. Сăмахран, вăл çÿçе ÿсме пулăшать, унăн тымарне çирĕплетет. Тухтăрсем ку çырларан пуç валли ятарлă маска тума сĕнеççĕ. Çавăн пекех сырланран хатĕрленĕ крем сăн-питри пĕркеленчĕке пĕтерме пулăшать, ÿт-тире якатать.

Паллах, ытти çырла пекех унăн та сиенĕ пур. Сырланра питĕ нумай каротин. Çавна май вăл аллерги пуçарма пултарать. Пĕвер чирĕ аптратсан, ват хăмпи тата хырăмлăх ай парĕ шыçсан ăна асăрханса çимелле. Унта йÿçек нумай пулнăран вăл вун ик пумăклă пыршă чирĕпе нушаланаканшăн та сиенлĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.