СЫПĂ ШЫÇСАН

25 Кăрлач, 2017

Артритран комплекслă — эмелпе, физиопроцедурăсемпе — сипленни пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах сыпă шыçсан маçпа усă курни те ырă витĕм кÿрет.

Çăмарта

Ыратнине лайăх ирттерет. Маçа усă курас умĕн хатĕрлемелле. Чĕрĕ çăмарта саррине пĕчĕкрех савăтпа вĕрекен шыв мунчине лартмалла, пăтратсах тăрса ăшăтмалла. 1 чей кашăкĕ пыл карасĕ, 1 апат кашăкĕ пыл хушса лайăх пăтратмалла. Кăшт сивĕнме памалла. Маçпа ыратакан сыппа çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Горчица

Тăртаннине, ыратнине ирттерет. 1 стакан тип çăва шыв мунчинче ăшăтмалла. 1 апат кашăкĕ пыл карасĕ, çур апат кашăкĕ горчица порошокĕ, 1 апат кашăкĕ тăвар хушмалла. Лайăх пăтратмалла та çулăм çинчен илмелле, 1 талăк лартмалла. Маçпа ыратакан сыппа çĕрлене хирĕç сăтăрмалла.

Сăмала

Шыçнине ирттерет. 1 стакан тип çăва шыв мунчинче ăшăтмалла, аптекăра туяннă хыр е чăрăш сăмали /живица/ 1 апат кашăкĕ хушса вăл ирĕличченех пиçĕхтермелле. Унтан сăрăхтармалла та каллех шыв мунчине лартмалла. 1 апат кашăкĕ пыл карасĕ хушмалла. Карас ирĕлсен çулăм çинчен илмелле, сивĕтмелле. Маçпа ыратакан сыппа çĕрлене хирĕç сăтăрмалла.

Импĕр

Шыçнине ирттерет. 1 стакан тип çăва импĕрĕн теркăланă чĕрĕ тымарне 1 апат кашăкĕ тата вĕтетнĕ типĕ хурăн папкине 1 апат кашăкĕ, нимĕрленĕ 1 шăл ыхра, 1 чей кашăкĕ тăвар, чĕрĕк чей кашăкĕ тÿнĕ пăрăç хушмалла. Шыв мунчинче вĕреме кĕртмелле те илмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Ăшăтнă маçпа чирлĕ сыппа çĕрлене хирĕç сăтăрмалла.

Прополис

Шыçнине, ыратнине ирттерет. Çуршар стакан теркăланă прополиспа тип çăва хутăштармалла. Шыв мунчине лартса ирĕлтермелле. Сивĕтмелле. Маçпа ыратакан сыппа кунне икĕ хут сăтăрмалла. Курс — 2 эрне.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.