СЫПĂ ЧИРĔНЧЕН, БРОНХИТРАН, ŸСЛĔКРЕН

3 Чÿк, 2015

Сурăх çăвĕ тĕлĕнмелле усăллă. Вăл А, В1, Е витаминсемпе, бета-каротинпа пуян. Унра çуллă йÿçексем те темĕн чухлех.

Шăнса пăсăлсан, сыпăсем шыçсан, ыратсан, кĕлере шăмă ÿссен, çу мăкăлĕ /жировик/ тухсан çак çупа сăтăрса, компресс хурса сипленеççĕ. Вăл сурана ÿт илме те пулăшать. Сурăх çăвĕ лайăх ăшăтать, тĕртĕмсене çĕнетет, юн куçассине лайăхлатать, ыратнине ирттерет. Çак рецептсем усăллă.

Сыпăсем ыратсан 5 пай сурăх çăвне 1 пай типĕ илепер курăкĕпе /донник/ тата 1 пай хăмла пучахĕпе хутăштармалла. Е 10 пай сурăх çăвне 5 пай лавр çулçипе тата 1 пай уртăш лăссипе хутăштармалла. Курăка, лавр çулçине, лăсса малтан çăнăх пуличчен вĕтетмелле.

Чирлĕ сыпăсене маçпа кунне 1-2 хут сăтăрмалла. Сиплев темиçе уйăха та тăсăлма пултарать.

Шăнса пăсăлсан, ÿслĕк, бронхит, ангина аптратсан 1 апат кашăкĕ сурăх çăвне 1 стакан вĕри сĕте ярса пăтратмалла. Сивĕтмелле. Кунне 2 хут пĕчĕк сыпкăмсемпе 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - сываличчен. Кирек мĕнле ÿслĕке, çав шутра чĕлĕмçĕ ÿслĕкне те, парăнтарма пулăшать.

Венăсем варикозла сарăлсан сурăх çăвĕн пысăк мар катăкне чирлĕ вена çине хумалла, çиелтен ăшă япалапа витсе çыхмалла. Процедурăна кашни каç çĕрлене хирĕç пĕр уйăх тумалла.

Ура кĕлине шăмă тухсан /шпора/ чĕрĕ çăмартана хуппипех лайăх вĕтетсе 100 грамм сурăх çăвĕпе хутăштармалла. 50 миллилитр уксус эссенцийĕ хушса лайăх пăтратмалла, пĕр талăка тĕттĕм вырăна лартмалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ марльăна е мамăк тампона кĕлери шăмă çине хумалла, бинтпа е лейкопластырьпе çирĕплетмелле, чăлха тăхăнмалла. Çаплипех çĕр каçмалла. Курс - 7-10 кун.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.