Сыхлăх, кану, тирпейлĕх

15 Ака, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Унта хутшăннисем 2014 çулхи пушар хăрушлăхĕн тапхăрне хатĕрленессипе çыхăннă ĕçе сÿтсе явнă. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев вăрман пушар службин тата вăрман хуçалăхĕн подразделенийĕсем пурнăçлакан профилактика мероприятийĕсем çинчен каласа панă. ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - техникăн 1 пине яхăн единици, 3 пин ытла çынран тăракан йыш пушар хăрушлăхĕн тапхăрне хатĕр. Çав вăхăтрах граждансем яваплăха туйманнипе нумай пушар пулать. Юлашки 3 кунта кăна республикăри районсенче типĕ курăк тивсе кайнине сÿнтерме пушар хуралĕн ĕçченĕсен 50 ытла хут васкавлăн çула тухма тивнĕ. В.Петров тивĕçлĕ саккунсене улшăнусем кĕртнĕ май граждансене типĕ курăка çунтарнăшăн административлă майпа штрафлама пултарасси пирки асăрхаттарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки 3 çулта вăрман пушар службин пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каланă. Çĕнĕ техника туянма кăна 100 млн тенке яхăн уйăрнă.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова 2014 çулта хула тулашĕнчи сывлăх организацийĕсенче канма заявленисем йышăнмалли кампани мĕнлерех пынипе паллаштарнă. Ачасен канупа сывлăх организацийĕсене каймалли путевкăсемпе тивĕçтермелли заявленисене йышăнассине, шута илессине автоматизациленĕ пĕрлехи тытăм урлă йĕркеленĕ. Икĕ тапхăрпа йышăнаççĕ: 1-мĕш тапхăрта, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен - Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем валли* 2-мĕш тапхăрта, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен - республикăри мĕн пур муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи ачасем валли.

Автоматизациленĕ тытăм пĕрремĕш кунах путевка ыйтса çырнă 6,5 пине яхăн заявка йышăннă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа документсене йышăнассине малалла тăсĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çуллахи лагерьсенче ачасен канăвĕн пахалăхне тивĕçтермелли пирки асăрхаттарнă, сывă апатлану тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ хушма суйлавăн малтанхи кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Канашлура çавăн пекех ЖКХ ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.