Светлана АСАМАТ. Кай!..

Марина ĕçрен васкаса тухрĕ: хăвăртрах киле çитмелле, каçхи апат пĕçермелле, çула май лавккана кĕмелле. Мĕн туянассине ĕçрех блокнота çырса хунăччĕ. Васканă чухне кирлине туянма манса каятăн та, кайран, киле çитсен, тепĕр хут тухса чупас килмест. "Солянка пĕçерес, пулă ăшалас, салат тăвас. Хура тул пăтти е çĕр улми лартмалла-ши? Пулăпа нимĕр тутлăрах пулать – çĕр улмиех пĕçермелле". Шухăшсемпе утнă вăхăтра сисмерĕ те – умне пырса тăрсах ăна Виктор чарчĕ.

– Салам, Марина. Хытă утатăн, каллех васкатăн пуль?

– Васкатăп. Эсĕ мĕн туса çÿретĕн кунта?

– Сана кĕтетĕп.

– Кай тенĕ сана.

– Кĕтсе илтĕм, каймастăп, куратăп, савăнатăп.

– Манăн санпа калаçма вăхăт çук.

– Мĕн пулчĕ-ха сасартăках? Мĕншĕн хăвалатăн? Шăнкăравлатăп – тытмастăн, кĕте-кĕте илетĕп – калаçасшăн та мар. Мĕнпе кÿрентертĕм сана, Марина?

– Кай.

– Атя, машинăпа ăсатса яратăп, часах илсе çитеретĕп.

– Лармастăп. Çитет, ларса курнă. Сана кĕтмеççĕ-им килте?

– Кĕтеççĕ пулĕ те – ман сана курас килчĕ. Тунсăхлатăп.

– Тунсăхлама кирлĕ мар. Пирĕн хушăра нимĕн те çук.

– Пур.

– Пулмалла мар, нимĕн те пулмалла мар.

– Мĕнле лайăхчĕ пире пĕрле чух, манса кайма пулать-и вара çав самантсене?

– Пулать. Манас пулать. Виктор, тархасшăн, ан çÿре ман тавра, ан шăнкăравла.

– Мари-ина, мĕн калатăн эсĕ?

Марина пуçне пĕкрĕ те пăрăнса утса кайрĕ.

– Атя леçсе яратăп. Ниçта та лартса каймастăп, килÿ патне çити çеç. Ан хăра. – Виктор ун хыççăн вăл çул урлă каçса лавккана кĕрсе кайичченех утрĕ. Марина чĕнмерĕ, мĕн палăртнине туянчĕ те урама тухрĕ. Виктор кайман иккен, лавкка умĕнчех тăрать. Марина ун çине куç айăккипе пăхса илчĕ те троллейбус чарăнăвне васкаса уттарчĕ. Тÿрех килсе чарăннă троллейбуса кĕрсе ларчĕ. Виктор тунсăхлăн тăрса юлчĕ.

"Ах, Виктор, ăçтан йăтăнса антăн эсĕ пуç çине? Инкек тесен инкек мар, телей тесен телей мар – кам эсĕ маншăн? Никам та мар, ăнсăртран, пач! кĕтмен çĕртен тупăннă çын. Лайăх çын, чипер арçын. Мĕн тесе тĕл пулмалла, паллашмалла пулчĕ-ши пирĕн? Ăна пĕличчен питĕ лăпкăччĕ пурнăç. Упăшка, ача, ĕç, кил... Тата мĕн кирлĕччĕ? Мăшăр лайăх, дачăра та, килте те вăл тума пĕлмен ĕç çук – пур енĕпе те пулăшать. Эрехне ытлашши ĕçмест, пирусне те мăкăрлантармасть. Ĕç укçине алранах тыттарать, ыттисем пек катса юлмасть. Чăнахах, ун пекки сайра. Упăшкаран ăннă тесен – тĕрĕсех. Урăххипе улталама намăс та, çылăх та".

Ют арçынна куç хывма мар, асăрхама та, пăхма та шухăш та пулман халĕччен Маринăн. Лăпках пурăннă вĕт. Викторпа паллашнă хыççăн пĕтĕмпех пăтранса кайрĕ.

 

***

"Каймалла та марччĕ пĕреххут çав район акатуйне, каймалла та марччĕ. Каясах та килмесчĕ вĕт", – . вĕчĕрхенчĕ халĕ Марина чунĕ.

Викторпа паллашнă чухне алă тытсан пуç тÿпинчен пуçласа ура тĕпне çитиччен вĕрилентерсе янăранпа виçĕ уйăх иртрĕ. Ăна çак таранччен алăпа тĕкĕнсе илнипех никам та ток çаптарманччĕ. Упăшки те. Пĕрле çак вăхăтчен пурăнса та.

Кÿршĕри Зина ÿкĕтленипе кайса курас терĕ Марина çав акатуя. Упăшкипе ачисем килтех юлчĕç. "Çĕр каçмалла мар, ир кайса кăнтăрла иртсен таврăнмалла уява ма кайса курас мар? Ĕç нихçан та пĕтмест, канмалли кун та канмасан хăçан канмалла?" Кайрĕ те – Викторпа паллашрĕ.

Зинăпа Виктор Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр курсра вĕреннĕ иккен. Хĕрсем сăпай каччă çумне хыльчăк пек çыпçăнсан та суйласа илнине улăштарман-мĕн вăл. "Арăмĕ те унăн хăй пекех хитре. Тăпăл-тăпăл пÿ-силлĕ, лăпкă, кăмăллă хĕрарăм", – терĕ Зина. Хĕрĕпе ывăлĕ шкула çÿреççĕ имĕш.

Виктор хăй те ăнсăртран лекнĕ иккен çак ака туя. Çемйин юлташĕсем, Зинăпа унăн мăшăрĕ Володя, ял уявне машинăпа илсе кайса килме ыйтсан ниепле те хирĕçлеме хăяйман. Куна Виктор хăй каларĕ.

– Марина, Виктор питĕ килĕшмелле арçын вĕт, аха-и?

– Эпĕ сăнасах пăхман. – Машина кантăкĕнчен тинкернĕ пек турĕ Марина, хăй шăпах Виктор çинчен шухăшласа пыратчĕ пулсан та. Пичĕ пĕçерсе кайрĕ.

– Сана вара вăл куçран ямасăр сăнаса ларчĕ сĕтел хушшинче. – Зина пĕр вăхăт чĕнмерĕ. Унтан каллех йăшăлтатса илчĕ. Марина енне тайăлчĕ. – Куртăм-ха. Эпĕ ун-кун пеккине хăвăрт асăрхатăп. Куртăм-ха. Хăй пĕр сыпкăм та сыпмарĕ руль тытмалла та-ха. Эрехне вăл ахаль чухне те ĕçсех каймасть. Арăмĕ те çаплах. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр пекрех. Сана вара сăйлама тăрăшрĕ питĕ: ăна хурса парать, кăна та хурса парать – умунти турилккене пĕр самант та пушă лартмарĕ. Эрех-сăрине те тултарсах тăчĕ.

– Мана кăна мар-çке, юнашар ларакансене те пăхрĕ.

– Эрехне ăна виç черкке таран тĕплеме юрать, унран ытларах ланкăртаттарсан намăс курасси кăна.

– Мана сăри питĕ килĕшрĕ. Килте тунăскер.

– Леш мăнтăркка Оля, пирĕн ял хĕрĕ вăл, ялан сăра туса тухать. Ун сăрине пурте мухтаççĕ, çăра, тутлă пĕçерет. Купăста куклипе хăналаканни – Вера, ялти шкулта вĕрентет вăл. Мĕнле хитре юрлать. Шăпчăк саслă вăл пирĕн.

– Пурте лайăх. Тавах сана уçă сывлăша илсе тухнăшăн. Атту лараттăм-ха килте.

– Эсĕ килĕшесшĕнех марччĕ малтан. Вăйă картине те аран-аран туртса тухрăм. Юрлама юрататăн ху, паян темшĕн, такамран вăтаннă пек, ни юрлама, ни ташлама иментĕн. Тĕлĕнтĕм те кăштах…Витортан мар пулĕ?

– Такампа та паллаштарса пĕтертĕн те, пурин те пĕр ыйту: "Ма пĕчче-ен? Упăшку пур-и? Уйрăлнă-им?" Хуравла-хуравла тăнран тухрăм. Тек пĕччен тухмастăп. Нихçан та. Ниçта та. Намăс – каччă суйлама тухнă пек…

– Ха, тупнă кулянмалли! Пĕри ун пек, тепри кун пек, пурне те шута илме кирлĕ мар. Хăшĕсем унта Викторпа иксĕре упăшкипе арăмĕ вырăннех хучĕç пулас. Такам тем каланине ăшна ан ил. Чăнах та, иксĕр пĕрле питĕ хитре курăнатăр. Ташласса та чипер ташларăр. Ака туйра та чăваш ташши ташламасан тата ăçта ташлăн? Купăс калаканни вăл – Оля упăшки. Куртăн пуль – мĕнле маттур вĕсем? Ялан çапла. Пултаруллăскерсем. Пĕлтĕр килейменччĕ эпир, кăçал каясах терĕмĕр – малтанах шутласа хутăмăр. Ак иртсе те кайрĕ. Хамăр ялсене курни мĕне тăрать! Ялне те çимĕкрен çимĕке çеç кайса тăратпăр та… Урăхран кайма сăлтавĕ те çук, пĕр-пĕр тăван туя чĕнсен кăна. Çимĕкре куççуль юхать, акатуйĕнче хăть савăнатăн. Аякра пурăнакан пиччепе аппа çимĕке те сайра киле пуçларĕç. Тăван кил пушă тăрать. Сутма та шел, сутмасан та шел, пăхман хуçалăх юхăнать. Ялта юлма никам те килĕшмерĕ, эпир те каяс çук. Куртăн пулĕ, ял пĕтсе пырать, пушă çурт нумай. Аттепе анне вилсен эпир, хуларисем, тăван киле çÿресех каймастпăр çав.

– Вăхăчĕ çитсех пымасть çав. Хамăрăн та çавах. Кулянма та пăрахрăмăр. Дачăран тапса тухма йывăртарах. Ултă сотăй çинче те тапаçланма пайтах вăй кирлĕ. Канас та килет тата канмалли кунсенче. Юрать пĕчĕк çурт çумне пĕчĕк мунча хăпартрăмăр. Мунчаран ырри ним те çук, ытларах мунча кĕме çÿретпĕр тесен те тĕрĕс пулать халь.

– Хĕлле те хутатăр-и?

– Уйăхра пĕрре кайса килетпĕр. Тĕрĕслемелле.

– Вуттине, милĕкне хăвăрах хатĕрлетĕр-и? Е туянатăр?

– Вăрман юнашар пирĕн. Ӳкнĕ йывăçсене касса, татса, çурса пĕчĕк шаршансем туса хуратпăр. Милĕкне те унтах майлаштаратпăр. Мунча тăрри милĕк çакăнса тăрать пирĕн. Эпĕ хурăн çулçинчен чей вĕретсе ĕçетĕп, питĕ усăллă теççĕ те. Пĕрре, тепре пĕçертĕм те – килĕшсе кайрĕ. Вуттине мунча çумĕнчи аслăк айне хуратпăр, йĕпенмест.

– Сан упăшку ĕçчен.

– Мунча кĕме юратать те – хатĕрлет. Паян юлташĕсемпе пулла каясшăнччĕ-ха. Кĕтсе ларать-тĕр-ха эп таврăнасса.

– Пире ав Маруç аппа тем пекех яла юлма ыйтрĕ: "Мунча хутса кĕртеп, шÿрпе ăшăтса çитереп", – тет. Юлас килсен те юлма çук, киле каймалла. Сана та, Виктора та килте кĕтеççĕ. Воло-одь, а, Володь, çитес шăмат кун, атя, Маринасем патне мунча кĕме каятпăр. Марина, эсир хирĕç пулмастăр пу-уль?" – Малта ларса пыракан упăшкине çурăмĕнчен тĕртрĕ кăштах сыпарах панă Зина.

– Пырас килсен, айтăр, – терĕ Марина.

– Посмотрим унта. Çитет сире пăшăл пăтти пĕçерсе, магнитофон яратăп. Викторпа иксĕмĕре кичем ан пултăр. Атту çывăрса каятăп, пуç ишĕлсех анать. Мухмăра кайрăм што-оль? – Йăшăлтатса илчĕ Зина упăшки.

"О-о! Это чу-удо!

Ты меня любишь…" – янăраса кайрĕ Александр Серов юрăçăн чуна чĕтретекен сасси. Пĕр самантлăха шăпланнă Зина каллех сăмах тапратрĕ.

– Кама юратать-ши çав Серов? Ытла та ĕненмелле юрлать. Пыр тĕпĕпе те, чун тĕпĕпе те, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе юрлать. Пĕр çирĕм çул каялла Шупашкара килсен сăн ÿкерчĕкне çĕр тенкĕ парса туяннăччĕ, халĕ те усратăп. Марина, сана килĕшет-и Серов?

– Килĕшет. Пулнăччĕ ун чухне концертĕнче. Мускавран килнисене пурне те курма тăрăшнă эпĕ. Стадион лăк! тулса ларатчĕ, билет маларах илсе хумасан кайран ан та сĕкĕн. Çаплаччĕ вĕт?

– Астăватăп. Виктор, санăн унта Адюков кассети пур-и?

– Пур. Ăна итлес килет-и?

– Серов юрласа пĕтерсен ăна ларт-ха. Пирĕн "Любишь – не любишь" вăхăтсем иртсе кайнă, савăнăçлине ларт, Адюков такмакĕсене шартлаттар. Марина, эсĕ илтнĕ-и ун туй такмакĕсене? Ну-у çаптарать те вара, намăс-симĕс сăмахсемпех яра парать.

– Тĕрĕс тăвать. Халăхра пур сăмахсене мĕншĕн халăхран пытармалла? Хăй шутласа кăларнисем те пур пуль. Молодец! – хушса хучĕ Володя. – Виктор, атя, чар Серова. Мĕкĕрет кăна. Лучшă Адюкова итлер.

– Шел пулин те, манăн туй такмакĕсем çук. Юррисене итлĕр, юррисем те лайăх. Унта савăнăçли те, хурлăхли те…

– Пĕлетпĕ-ĕр, Виктор. Пирĕн килте пĕр çичĕ-сакăр кассета, виçĕ-тăватă диск выртать. Концертне кайсан çĕнни мĕн куратпăр, тÿрех туянатпăр. Юрать, мĕн пур, çавна яр. Марина, сан Адюков дискĕсем пур-и?

– Пур.

Кĕçех машина кабини Адюков сассипе тулса ларчĕ.

– Маттур вăл чăнах та. Купăсне калать, шăхличне шăхăртать, сăрнайне нăрлаттарать, нухайккипе шартлаттарать. Эпир ун концертне кайсах тăратпăр. Аха-и, Володь? О-ой, ăна çитекенни çу-ук. Хăй те хитре, тумĕ те хитре, сасси те хитре. Аха вĕт, Володь?

– Аха-аха. Эс лăпкăнрах итле-ха. Тĕк лар. Силленсе ан лар. Машинăра ларатăн – манса ан кай.

– Та-ак... Виталий Адюков çинчен калаçрăмăр. Сана тата хăшĕ килĕшет пирĕн юрăçсенчен?

– Пурте килĕшеççĕ. Кашни юрăçăнах пĕр-пĕр юрă пур ĕнтĕ халăх пĕлекенни, килĕштеререх пани. Манăн çак самантра, чăннипе каласан, никамах та итлес килмест. Акатуйри шăв-шав та тухса пĕтмен хăлхаран.

– А-а... Виктор, чар эппин магнитофонна. Володь, юрать-и? Килĕшетĕн-и?

– Юрать, Зина, юрать.

– Володь, сана акатуй килĕшрĕ-и?

– Килĕшрĕ, килĕшрĕ. Лăплан.

– Тепĕр çул та каясчĕ.

– Тепĕр çул валли машин туянмалла, Виктора чăрмантармалла ан пултăр. Хамăр машинпа кĕрлеттерсе кайса килмелле.

– Кам чарать сана? Туян.

– Укçа енчĕкĕ хамра пулсан эпĕ тахçанах туяннă.

– Çÿхерех-ха вăл, Володь, хăвах пĕлен. Тепĕртак пухас пулать.

– Ялти çурта сутас пулать. Вара мĕн чухлĕ çитменни пухăнать те. Çапла мар-и?

– Çапли пуль-ха та... Пиччепе, аппапа калаçса татăлмалла малтан. Вĕсемпе калаçмасăр сутса ярсан вăрçса каймалла ан пултăр тетĕп-çке.

– Çурт хакĕ вăл çулсерен чакать. Кайран акă пайламалăх та юлмасть.

– Ялта каласа хумалла-ха, çурт илес текен, ыйтакан пур-ши?

– Теме кĕтсе пурăнатăр эсир – пĕлмесп. Паянах шăнкăравла, паянах калаç. Акатуй çинчен каласа пар, сăмах май çурта сутасси пирки пуçар. Вăраха яма кирлĕ мар. Вырăнĕ лайăх, тÿрем. Пахчи те аван. Карти те тăрать халлĕхе, ишĕлсе анман.

– Володь, тен, ватăлсан хамăр кайса пурăнатпăр? Хваттер ачасене юлтăр. Пайлаччăр та пурăнччăр. Халь хваттер илме хĕн, черете тăрса тÿлевсĕр илеймĕн. Чухăна хĕрхенекен çук хальхи вăхăтра.

– Кун çинчен пĕрре мар калаçнă, тепре ан тапрат.

– Мĕн вара? Ватăлсан пире темех кирлĕ мар.

– Зина, эсĕ манран та ытларах шимплеттернĕ пулмалла – сан сăмах хутаççи салтăнса кайнă.

– Намăс тÿмми салтăнса кайни мар-ха вăл.

– Юрĕ, килте калаçмалли сăмаха кунта тăкса пырас мар. Ак, хулана та çитетпĕр, вăхăт сĕре хăвăрт иртсе кайрĕ-çке паян.

– О! Çитетпĕр те-и? Ну-у, Виктор, тавах сана. Эс илсе кайса килмен пулсан, сăмса юхтарса, нĕшлеттерсе илеттĕмччех-ха ĕнтĕ паян эпĕ акатуя кайса курайманшăн кулянса. Питĕ лайăх пулчĕ, тавах сана. Арăмна та салам кала. Тем пысăкăшши. Юрĕ, пурнан пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшасси пулĕ-ха, çапла-и, Виктор?

– Чăн та çапла, Зина. Хăвара тав, сирĕн район акатуйĕнче пулса куртăм, питĕ лайăх кантăмăр.

Виктор вĕсене подъезд умĕнче антарчĕ те машинăран тухсах алă тытса уйрăлчĕ. Маринăна унăн аллинчен каллех ток çапнăн туйăнчĕ.

– Володь, эсĕ киле кĕр, сумкăна ил те хăпар. Пирĕн, хĕрарăмсен, калаçмалли пур-ха.

– Çул тăршшĕпех пăшăлатса пытăр, çаплах калаçса пĕтереймерĕр-и? Атя, пĕрлех хăпаратпăр.

– Атя, атя, уттар. Мансăр та çĕтсе каймастăн.

Упăшки подъезда кĕнĕ-кĕмен Зина Маринăна çупăрласа илчĕ те ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕ:

– Виктор мĕн те пулин ыйтса пĕлчĕ-и? Сана куç хыврĕ пулас вăл?

– Ăçта ĕçленине каларăм.

– Телефонна патăн-и?

– Ĕçрине.

– Шăнкăравлать ĕнтĕ, шăнкăравлать. Вăл та сана килĕшрĕ пулмалла, аха-и?

– Темскер ан калаç-ха. Шăнкăравлать-и, шăнкăравламасть-и – мана пĕрех. Манăн упăшка пур.

– А-ай, темскер пулса иртрĕ унта сирĕн – туятăп. Иксĕр те темле улшăнтăр.

– Кай-ха, тем шутласа ан кăлар. Мĕн пултăр пирĕн хушăра? Пĕрре ташларăмăр ĕнтĕ, çавă çеç. Итту эс хупăрланипе кăна. Канмалли кун аван иртрĕ, тавах сана, Зина.

– Çитес канмалли куна сирĕн дачăра ирттерĕпĕр, хирĕç мар-и? Эс Мишăна асăрхаттарса хур – пĕлсе тăтăр, каллех пулла ан ярăнтăр. Юрать-и?

– Атя, хăвах каласа хăвар.

– Çук, кĕместĕп. Кĕрсен ларсах каятăп. Володь кĕтет. Пĕртен пĕр старике тарăхтарас мар.

– Юрĕ апла. Тепĕр хут, тав сире лайăх куншăн.

Зина хваттерне кĕрсе юлчĕ, Марина хăй патне çÿлерех хăпарчĕ, шăнкăртаттарчĕ. Миша алăк умĕнче кĕтсе ларнăнах тÿрех уçрĕ.

– Хăвăрт таврăнтăр-çке. Яшка та пиçсе ĕлкĕреймерĕ, – йăл! кулăпа кĕтсе илчĕ вăл арăмне.

– Ан пăшăрхан, эпĕ выçă мар. Кукăль çинĕ, шашлăк çинĕ, сăра ĕçнĕ, эрех ĕçнĕ. Ыранчченех тутă. Яшкине хамах пĕçерсе пĕтерĕп. Ачасем килте мар-им?

– Атăла шыва кĕме кайрĕç. Подъездри пĕтĕм ача, çиччĕн-саккăрăн пулĕ, шапăртатса тухса кайрĕç.

– Аран-аран кĕтсе илтĕн пулĕ мана. Юлташусем пулла кайма шăнкăравласа тăнран кăлармарĕç-и? Каймаллаччĕ.

– Сана кĕтсе илмесĕр мĕнле каяс? Ачасем çук, эппин улах. Сана юратмасăр епле тухса каям? – Миша Маринăна ыталаса илчĕ те мăйĕнчен хыттăн чуптурĕ.

– Тăхта. Эпĕ халь тусанлă та, тарлă та. Душа кĕрсе кăшт çăвăнса илем.

– Нумай кĕтнине сахала кĕтетĕп ĕнтĕ.

Çапла пурăнатчĕç вĕсем. Пĕрлешнĕ чухне пĕр-пĕрин патне епле туртăннă, халĕ те çавăн пекех. Ун чухне – вăтана-вăтана, халĕ вара – уççăн, ирĕклĕн, чунтан.

 

Виктор Марина патне тепĕр кунах шăнкăравларĕ. Ирхине тата ĕç кунĕ вĕçленес умĕн. Курас килни çинчен пĕлтерчĕ, тĕл пулма ыйтрĕ. Виçĕ кунтан, кĕçнерни кун, киле çитиех ăсатса ячĕ. Акатуя аса илчĕç. Маринăсен çурчĕ тĕлне çитеспе хăш хваттерте пурăннине пĕлтерме тиврĕ. Килти телефон номерне памарĕ, ĕçе те текех шăнкăравлама кирлĕ мари çинчен хытарсах асăрхаттарчĕ. Виктор пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Марина машинăран тухас чухне вăл унăн сулахай аллине çатăрласа тытрĕ те вĕрин алă тупанне чуп турĕ, хăйĕн чĕри тĕлне тытрĕ. Марина турткаланаймарĕ.

– Тапнине туятăн-и?

– Тапать.

– Сана курнăранпа чĕрем таппи улшăнчĕ.

Вăтанса ÿкнĕ хĕрарăм пит-куçне вут хыпса илнине пытарас тесе куçне хупса пуçне пĕкрĕ. Виктор ун алă тупанне тепре чуп турĕ, чĕрçи çине хучĕ. Маринăн пĕтĕм ÿт-пĕвĕ чĕтреве ерчĕ. Аллине туртса илнĕ самантра чĕри самантлăха чарăнса ларнăнах туйăнчĕ. Сывлăшĕ пÿлĕнчĕ. Хăйне аран-аран алла илсе: "Сывă пул", – теме çеç пултарчĕ машинăран тухнă чух. "Марина, эсĕ мана çав тери килĕшетĕн" тени уринчен карăнчĕ. Ӳкесрен хăраса тăп! чарăнса тăчĕ вăл: "Мĕн пулса иртрĕ, мĕн пулса иртет?" – пĕçертсе илчĕ тăнлавне вĕри хум. "Ним те мар, пурте йĕркеллĕ, пурте йĕркеллĕ, иртсе каять, иртсе каять..." – Çамка çине тапса тухнă тарне шăла-шăла, йăвашланнă урисене йывăррăн улăштара-улăштара Марина килелле васкарĕ.

Виктор кун сиктерми шăнкăравларĕ: ирпе – ырă ир сунать, кăнтăрла – ăшă салам ярать, ĕç вĕçленсен ырă каç суннине, пĕрмаях уншăн тунсăхланине пĕлтерет. Тĕл пулас килнине Виктор уçăмлăнах палăрта пуçларĕ. Марина хăй те Виктор шăнкăравĕсене чăтăмсăррăн кĕтме тытăннине туйса илчĕ. Викторпа калаçса илни кăмăлне çĕкленине, хаваслăхне ÿстернине асăрхарĕ. Анчах унпа тĕл пулма килĕшмерĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пĕр-пĕрин çинчен манса каясса шанчĕ. Ăнсăртран килнĕ туйăм ăнсăртранах иртсе каймалла.

Пĕр кунхине Виктортан пĕр шăнкăрав та пулмарĕ. Тепĕр кунхине те. Чăтăмсăррăн кĕтсе икĕ эрне иртсе кайрĕ. Пăлханнине тĕрлĕ шухăшпа пусара-пусара Марина кăштах лăпланма та пуçларĕ пулсан та кашни шăнкăравпах Виктор сассине кĕтрĕ. "Ухмахах ертĕм пулĕ эпĕ. Манăн та, унăн та çемье пур, мĕне кирлĕ çак пăтрав? Шуйланса илнĕ – çитет. Ан шăнкăравлатăр та. Тĕрĕс тăвать, тĕрĕс тăвать... Манса каймалла, йăлтах манса каймалла… Виктор, ăçта эсĕ? Мĕн пулчĕ санпа? Ăçта çухалтăн? Манса кайрăн-им ман çинчен? Мĕншĕн шăкăравламастăн?" – çав самантрах чарăнми тăрмаларĕç ăна иккĕленÿллĕ шухăшсем. Пĕри – ăна майлă, тепри – хирĕç. Икĕ шухăш хушшинче хĕсĕнсе ларнă шанăç: "Шăнкăравлать, шăнкăравлать, тупăнать". "Мĕншĕн кĕтетĕп-ха эпĕ унăн шăнкăравне? Мĕне кирлĕ мана унăн сасси? Йăлтах манас чух, асран кăларса пăрахас чух?.." – Хăй сисмесĕрех йăпăрт! чуп туса илчĕ Марина хăйĕн Виктор чуп тунă аллин тупанне. Темшĕн каллех пуçĕ çаврăнса кайрĕ.

Кĕçнерни кун Миша икĕ каçлăха пулла каясси çинчен пĕлтерчĕ. Ĕç хыççăн киле кĕмесĕрех. Юлташĕсемпе калаçса татăлнă та ĕнтĕ. Кун пек чухне вĕсем мăшăрĕсемпе те канашласа тăмаççĕ – хăнăхтарса çитернĕ ĕнтĕ. Арăмĕсем хирĕçлемеççĕ те, кÿренмеççĕ те. Шарламаççĕ.

– Ытлашши ан тунсăхла, вырсарни каçпа таврăнатпăр, уни-куни темскер ан шутла, – терĕ те эрне кун ирпе ĕçе каяс умĕн Миша Маринăна пит çăмартийĕнчен чăпăрт! чуп туса тухса чупрĕ.

 

***

Марина кĕтнĕ сасă кăнтăрла хыççăн янăраса кайрĕ:

– Салам.

– Салам, Виктор. Салам!

– Тунсăхларăн-и?

– Çук. – Пăлханăвне пытарасшăн темле тăрăшрĕ пулин те çапах та пытарса çитереймерĕ пулмалла Марина – Виктор кулкаласа илнĕн туйăнчĕ:

– Хĕрарăмсем: "Çук", – тенине "Ăхă" тесе ăнланмалла теççĕ те... – ку мана пырса тивмест пулĕ çав... Эпĕ вара командировкăра пултăм.

– Командировкăра?

– Аха. Ятарласа кайрăм, хам ыйтса тухса кайрăм. Сана кăштах тунсăхлаттарасшăнччĕ те – хам çав тери тунсăхласа çитрĕм. Манаймастăп иккен сана, манаймастăп. Питĕ йывăр. Ман сана курас килет.

Марина сăнĕ пĕлĕт витĕр шăтарса тухнă хĕвел пайăркийĕн çуталса кайрĕ, хăй те сисмесĕр Виктор чуп тунă аллине вĕри тути патне тытрĕ.

– Марина… Манăн сана питĕ-питĕ курас килет. Атя, ĕçне пырса илетĕп те, ăçта та пулин калаçса ларăпăр. Юрать-и?

– Юрать, – пĕр тăхтамасăр, пĕр шухăшламасăр килĕшрĕ Марина. Унтан телефон кĕпçине хучĕ те аллин тупанне чуп тăва-чуп тăва макăрсах ячĕ: "Мĕн тăватăп эпĕ? Мăн хăтланатăп? Юратса пăрахрăм мар-и? Курас килет, çав тери курас килет сана, Виктор. Пыратăп, пыратăп, ăçта чĕнетĕн, çавăнта пыратăп. Намăс? Намăс. Мĕншĕн намăс? Пултăрах намăс!" – Хĕрĕх çултан иртнĕ хĕрарăм хĕр пек пăлханса кайрĕ. – "Кĕпе, туфли, прическа… Юрĕ, епле пур, çаплах пултăр. Хамран хам хитререх пулас çук. Тен, çапах та каймалла мар? Киле çити ăсатса ятăр та, çитнĕ пултăр".

Марина тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Çÿçне салатса ячĕ, каялла пуçтарса çыхрĕ, тепре салатса ячĕ. Капла çамрăкрах курăннăн туйăнчĕ. Тути хĕррине хĕрлĕ кăранташпа йĕрлесе тухрĕ, куç харшине хура кăранташпа тĕртсе илчĕ. Тата мĕн? Чиперех пек, питне пудрăпа шуратса илме каярах та, ĕçрен тухиччен, ĕлкĕрме пулать. Тĕлĕнмелле тата, паян ирпе темшĕн çав акатуя кайнă кĕпине тăхăнас килчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленесси нумаях та юлман. Тĕл пулăва кĕтсе чĕри кăрт-кăрт тапнинчен тĕлĕнчĕ те, вăтанчĕ те, шикленчĕ те çак таранччен упăшкисĕр пуçне урăх никама та пĕлмен, пĕлес те темен таса хĕрарăм.

Виктор Маринăна Çĕнĕ Шупашкар еннелле, Атăл леш енчи "Ковчег" кафене кайма сĕнчĕ. Марина хирĕçлемерĕ. Килне каяс шухăш пач та йăшăлтатмарĕ. Хальччен çисе курман çимĕç сĕткенĕ евĕр, хальччен туйса курман тутлă туйăм хумĕ Марина ăш-чикĕн кашни кĕтесне кĕрсе хыпашларĕ, тухатларĕ.

"Ковчег" кафере каçхи апат тунă хыççăн вĕсем Атăл хĕрне кайса килме килĕшрĕç. Çитеймерĕç – такăрлатнă çулпа вăрмана кĕрсе кайрĕç те чарăнчĕç. Ешĕл симĕс курăк çине çемçе плед сарчĕç.

Шăплăха илем кÿрсе шăпчăк юрлать.

– Юласчĕ яланлăха çак хырлăхра! Мĕн тери ырлăх, – терĕ те Виктор Маринăна ачашшăн çупăрласа хăй çумне пăчăртарĕ.

Çăтмахри пек туйса илчĕ хăйне Марина. Чунĕ, пĕтĕм ÿт-пĕвĕ-кĕлеткийĕ темĕнле вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра çапла ирĕккĕн ярăна-ярăна вĕçме пултарасси çинчен чухламан та иккен вăл хальччен. Викторăн вĕри сывлăшĕн хумĕ çапла ярăнтарчĕ ăна...

 

Çакă кĕтмен çĕртен пулса иртнĕ паллашу, юмахри пек кăпăшка савăшу Марина пуçне Виктор еннелле пуçăпех çавăрса ячĕ. Хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнланас тесе, çак пылак тыткăнран мĕнле хăтăласси çинчен мĕн чухлĕ хашкарĕ-ши Марина? Вĕсем татах та, татах та тĕл пулчĕç, хулара, каллех Атăл леш енче пĕр-пĕрин патне çĕмренле ыткăнчĕç, пĕр-пĕрин çумне çилĕмĕн çыпçăна-çыпçăна, антăха-антăха пĕçертекен туйăмĕсен кăвайтĕнче çунчĕç, савăшу кÿллинче йăпанчĕç. Пĕр-пĕрин ăшне кĕрсе кайса ирĕлсе пĕр пулса савăнасси пуринчен те – именессинчен те, вăтанассинчен те, намăсланассинчен те – вăйлăрах пулни Маринăна шиклентерме пуçларĕ: "Мĕн пулса иртет, мĕн пулса тухать капла? Иртĕхсе кайрăн, иртĕхсе кайрăн вĕт. Чарăнмалла! Упăшку, ачусем умĕнче намăс мар-и? Епле пулсан та чарăнмалла!" Марина пĕр самантлăха шак! хытса ларчĕ. "Паянтан чарак лартмасан, ыран капкăна лекме пулать – асту! Кам хуçаланать санпа? Ху мар. Вăл! Унăн çулĕ тайлăка тĕртсе ярать. Хăпас пулать унран часрах! Çак самантранах!" – хистерĕ çирĕп сас. "Кам вăл лешĕ?" – ыйтрĕ Марина. "Вăл – таса мар туйăм. Аскăнлăх. Ăна: "Кай!" – тесе хăваламалла", – хуравларĕ чунне сыхлакан таса вăй. "Виктортан епле уйрăлăн, сана унпа çав тери лайăх, вăл сана нихăçан туйса курман туйăмсем парнелет", – пăшăлтатрĕ Маринăн тути. "Пахчари çум курăка çумланă пек хăвăн ăшунта ашкăрса кая пуçланă туйăмусене туртса кăларса пăрахмалла, тасатмалла. Тăпăлтармассерен: "Кай!" – тесе çавăрса çапмалла!" – хуравларĕ сасă. "Кам эсĕ?" – ыйтрĕ хутланса ларнă Марина. "Эпĕ вăл – эсĕ, сан тасалăху, чыслăху. Ан варала мана, ан варала хăвна. Ан варала çемйÿне. Ан тупса пар инкек. Ан кĕрт намăса! Виктор сывлăшне, аскăнлăхне хăв ăшран хăваламалла!"

Марина лăштăрах йăтăнса анчĕ, куçĕнчен куççулĕ тапса тухрĕ. Те ÿкĕнÿ, те ăнлану, те хирĕçÿ тумламĕ пулчĕ ку – хăй те пĕлеймерĕ. Патлатрĕ те патлатрĕ, патлатрĕ те патлатрĕ...

 

***

Канмалли кун вĕсем Мишăпа дачăна кайрĕç. Марина кунĕпе çум çумларĕ. Тăпăлтармассерен: "Кай! Кай!" – тенине упăшки те илтрĕ.

– Кампа калаçатăн эсĕ унта?

– Çум курăксене ятлатăп. Ашкăрса кайнă та.

– А-а... Каç пулттипе кÿлĕ хĕрне каятпăр-и? – теме систернĕн ăшшăн йăл кулса ыйтрĕ Миша.

– Каяс килмест кÿлĕ хĕрне. Пĕртте.

– Ма тата? Каятпăр, паян мунча хутмастăп, кÿлĕре çăвăнăпăр. Юрать-и?

Миша Марина патне пычĕ, аллинчен туртса тăратрĕ, ыталаса илчĕ. Марина пуçне упăшки кăкăрĕ çине хучĕ те макăрса ячĕ.

– Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн йĕретĕн? – картах туртăнчĕ мăшăрĕ. – Тем пулман пулĕ те сана, темле улшăннă пек юлашки вăхăтра?

– Çук, ним те пулман. Пурте чипер, йĕркеллĕ. Ватăлатăп пулĕ, çемье телейĕ çинчен шухăшлама пуçларăм – çавă çеç. Манăн эсĕ пур, ачамсем пур. Мĕн тери пысăк телей ку. Пĕр инкек-синкек те ан çулăхтăрччĕ пире, йăлт пирĕнтен хăпса-иртсе кайтăр...

– Ну, эппин йĕр. Йĕрех, – терĕ те Миша арăмне хыттăн çупăрларĕ.

 

***

Паянхи тĕл пулу… Виктортан ток çапмарĕ. Троллейбусран ансан Марина сулахай ал тупанĕ çине пăхрĕ-пăхрĕ те вăрăммăн ăсса илнĕ сывлăшне хашлаттарса кăларнă май кулса илчĕ. "Кай ĕнтĕ, кай, ка-ай…" – тесе аллине çичĕ хутчен силлерĕ, ыратмалла хыттăн-хыттăн чăмăртарĕ. Тепĕртакран чышкине пушатрĕ, ирĕкленнĕ пÿрнисемпе çÿçне тураса илчĕ.