Суйлавçă хăй шанакан çынсемшĕн сасăларĕ
«Конкуренци пулчĕ, сасăлав йĕркеллĕ иртрĕ. Кам халăхра ятлă-сумлă, çынсен интересĕсене хÿтĕлеме хатĕр — суйлавра çавсем çĕнтерчĕç», — Пĕрлехи сасăлав кунне çапла пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. <...>
Унта та шăршлă, кунта та…
Канашра çынсене каçсерен усал шăршă тарăхтарать-мĕн. Михаил Игнатьев хулара пулнă-ха, шăршă туйман, анчах ĕç-пуçа пурпĕр тĕрĕслеме хушрĕ. Айăпли сăрă производстви пулма пултарать теççĕ — уçăмлатмалла.
Тĕп хулари шăршă «хуçи» вара паллă ĕнтĕ — «Юрма» агрохолдинг тавра каллех калаçу пулчĕ: «Ыйтăва мĕнле татса парăпăр?» Ял хуçалăх министрĕ çивĕчлĕх пуррине хирĕçлемест. Фабрикăна хупас тени чи ансат мел пулĕччĕ. Анчах предприяти пĕлтĕр кăна 49 пин тоннăна яхăн кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илнĕ – кайăк ашĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 78% чухлĕ. Инвестицисен калăпăшĕ 9,6 млрд тенкĕпе танлашнă, çав шутра патшалăх пулăшăвĕ — 2,1 млрд тенкĕ. Унта ĕçлекенсен йышĕ те пысăк: 1,2 пин çын ытла — республикăра ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен 14%! Хупма юрамасть, анчах шăршă ыйтăвне те татса памаллах.
Холдинг çивĕчлĕхе сирмелли çул-йĕр карттине хатĕрленĕ. Министр шучĕпе, Перекет банкĕ енчен тĕрев парсан каяшсене утилизацилекен объекта хута яма пултараççĕ. Михаил Игнатьев та пăшăрханăвне уççăн палăртрĕ: ĕç-пуçа çаплипех хăварма юрамасть, пĕр уйăхра кирлĕ документсене хатĕрлесе çитермелле, унта холдинг хуçин Владимир Ермолаевăн обязательствисене те пайăррăн палăртмалла — тивĕçлĕ йышăну кирлĕ.
Комментари хушас