«Суйлав уяв пекех туйăнать»

18 Пуш, 2018

Шупашкарти 2-мĕш пуçламăш шкулта паян иртенпех халăх йышлă: унăн çуртĕнче виçĕ суйлав участокĕ вырнаçнă-çке. Çынсем кунта çемйисемпе, кÿршисемпе пĕрле килеççĕ, пĕлĕшĕсене курсан сывлăх сунаççĕ, пĕр-пĕрне: «Уяв ячĕпе!» — тесе саламлаççĕ. Кашниех хăйĕн граждан тивĕçне пурнăçлама васкать.

«Суйлав участокĕ уçăлнă çĕре кунта черет йĕркеленнĕччĕ, вăл алăк патне çитиехчĕ. Куратăр ĕнтĕ, халĕ ун пек черет çук. Пурте йĕркеллех», — пĕлтерчĕ 1856-мĕш участокри суйлав комиссийĕн председателĕ Надежда Лапина. Ку участокра пĕтĕмпе 2152 суйлавçăна списока кĕртнĕ. Вĕсемшĕн тата сăнавçăсемшĕн кăсăклă пулма пултаракан пĕтĕм информацие ятарлă стендсем çинче вырнаçтарнă. Çынсем участока килсе хăйсен çурт номерне шыраса тупаççĕ, алă пусса бюллетень илеççĕ те кабинкăна кĕреççĕ. Унтан тухсан суйлав бюллетенĕсене тишкерекен КОИБ патне пыраççĕ. Çак комплекс çывăхĕнче тăракан оператор бюллетене тĕрĕс мĕнле хумаллине ăнлантарать.

Сăнавçăсем те пур, вĕсем те, йĕрке хуралçисем те лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ.

Юнашарти 1854-мĕш участокра та суйлавçă йышлă, çавăнпа унта та икĕ КОИБ вырнаçтарнă. Çапах нимĕнле тĕрткелешÿ те çук.

«Эпĕ пурнăç лайăхлансах пытăр тесе сасăларăм. Кашни суйлавах хутшăнатăп, Конституцире палăртнă правăпа туллин усă куратăп», — пĕлтерчĕ Виталий Михайлов. «Суйлава лайăх кăмăлпа килтĕм. Çĕршыв тата хамăр пуласлăхшăн сасăларăм. Граждан тивĕçне пурнăçлама мăшăрăмпа килтĕмĕр», — терĕ Любовь Константинова. Шупашкарăн çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăнакан Петр Цыпленков та суйлав участокне мăшăрĕпе Антонина Павловнăпа килнĕ. «Паян пирĕншĕн, Раççейре пурăнакансемшĕн, питĕ пысăк уяв. Эпир юратнă çĕршывшăн тата унăн çутă малашлăхĕшĕн сасăларăмăр», — хавхаланса калаçрĕ арçын.

Чăнласах та, 2-мĕш пуçламăш шкулта янăракан чăваш юрри-кĕвви суйлава килекенсен кăмăл-туйăмне пушшех çĕклерĕ. 1-мĕш хутра шкул пурнăçĕ пирки калакан видеороликсем кăтартрĕç. Çамрăк тĕпчевçĕсен «Ăслăлăха тунă пĕрремĕш утăмсем» клубĕ, кружоксемпе спорт секцийĕсем, театр студийĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Программăра çавăн пекех — ташă марафонĕ, ăсталăх класĕсем тата ытти те. 1-мĕш хутра буфет ĕçлет. Çакă йăлтах «Паян уяв!» текен шухăша пушшех те вăйлатрĕ.
 

Комментари хушас