Суйлав кунĕ те уçăмлă, сенаторпа вице-спикер та паллă

16 Çĕртме, 2015

Спикер "паян Моляков депутат пулмассине" пĕлтерсен залра ларакан журналистсем тÿрех "апла-тăк паянхи сесси лăпкă иртет" тесе кулкаласа илчĕç-ха, анчах пĕри пулмасан тепри тупăнать - ЧР Патшалăх Канашĕн кĕçнерникунхи черетлĕ вăтăр пĕрремĕш сессийĕ самай шавлă иртрĕ. Тепĕр тесен вăл хăйне кăтартма юратакан çав депутата пула мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панипе асра юлĕ. Йĕркипе каласа парар.

Тавлашу, хивре калаçу сессин кун йĕркине çирĕплетнĕ чухнех пуçланчĕ. Андрей Кулагин депутат трибуна умне тухсах кун йĕркине Чăваш Енре граждансен прависене пăснине тата республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан ку енĕпе нимĕн те туманнине тĕпчекен ĕç ушкăнĕ туса хурас ыйтăва кĕртме сĕнчĕ. Ку мĕнпе сăлтавланнă - ăнлантарса тăмарĕ. Тепĕр тесен сăлтавне ăнлантармасăрах тавçăрма пулать. Çакна, Кулагин кашни сессирех çавнашкал хăйнеевĕрлĕ сĕнÿсемпе палăрма ăнтăлнине кура депутатсем унăн сĕнĕвне йышăнмарĕç.

Юрий Попов спикер трибуна умне тухни вара малтанах кăмăллă самантпа сăлтавланчĕ. Вăл Олег Мешков вице-спикера тата Валерий Филимонов депутата Патшалăх Думин Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Унтан вара Кулагина хуравларĕ - пуçтах парламентарие хăлха чикки панă пекех пулчĕ. Юрий Алексеевич шухăшĕпе - Кулагинăн паянхи хăтланăвĕ ăнăçсăр шантажпа сăлтавланнă. "Вăл ман пата хăйне Федераци Канашне сенатор пулмашкăн суйлама ыйтса икĕ хут та кĕчĕ, - терĕ ПК Председателĕ. - Унсăрăн хăйĕн çыннисене Мускава митинга илсе каятăп тесе хăратасшăн пулчĕ". Попов çавăн пекех Владимир Жириновский çырăвне вуласа пачĕ: унта РЛДП ертÿçи Кулагин пирки ырласа каламан, ăна партин Чăваш Ен парламентĕнчи фракцийĕн ертÿçин должноçĕнчен хăтарма пулăшмашкăн ыйтнă, çак пукан çинче вăл Юрий Шлепнева курать.

Ку сăмахсем, паллах, кăмăллăскерсем мар - Кулагин пушшех вĕчĕрхенчĕ. Попов суять имĕш, çапах депутат сенатор пулас ĕмĕтпе унпа калаçнине пытармарĕ. Çак ыйтупах вăл Михаил Игнатьевпа та курнăçнă-мĕн. Унăн шухăшĕпе - халиччен ĕçленĕ сенаторсем Чăваш Еншĕн нимĕн те туман иккен, Кулагин вара Мускава кайсан республикăна пысăк усă кÿме пултарать-мĕн. Вăл Юрий Алексеевича "Мускава ан кай тесе эсир ман ура патĕнче йăвалантăр" теме те именмерĕ. Эпир те депутат тĕп хулана çÿресе ентешĕсене мĕнлерех "усă" кÿнине пĕ-летпĕр ĕнтĕ. Капла хăтланса Чăваш Ен ятне ярса çÿретĕп текен шухăш канăçсăрлантармасть-ши? /Халь депутат хăйĕн çыннисене пухса сесси хыççăн каллех Мускава çул тытни те вăрттăнлăх мар/.

Юрĕ, тĕнче пĕр Кулагин çинче çеç тытăнса тăмасть. Калаçу кăмăлсăр пуçланчĕ пулин те сесси малалла кал-кал ĕçлерĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместительне пĕр чăрмавсăр суйларĕç. Çак должноç Анатолий Князев кайнă хыççăн чылай вăхăт пушă пулчĕ. Депутатсем Николай Малов кандидатуришĕн сасăларĕç. Николай Владимирович çакă хăйĕншĕн пысăк яваплăх пулнине, çанă тавăрса ĕçлеме хатĕррине палăртнă хыççăн залран президиума куçса ларчĕ.

Республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Ыйтусем пулчĕç. Хăшĕсене, сăмахран, иртнĕ çул бюджета темиçе хут улшăнусем кĕртни килĕшмен. Светлана Александровна çакна лару-тăру улшăннипе сăлтавларĕ, анчах бюджета тÿрлетÿсем кĕртни темле япăх пулăм мар - "хăшпĕр кÿршĕ, авă, хăйсен бюджечĕсене уйăхсерен тенĕ пек улăштарать".

Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджетне тишкернĕ май вице-премьертан - сывлăх сыхлавĕн министрĕнчен Алла Самойловăран ыйтмаллисем те пулчĕç. Пĕр депутат Çĕнĕ Шупашкарти медучрежденире юн илес ĕçе япăх йĕркелени пирки каларĕ. Алла Владимировна ку сăмахсемпе килĕшмерĕ - "пĕтĕм услови пур". Çакна курса ĕненме депутата унта пĕрле кайса килме сĕнчĕ. "Мĕншĕн ăна кăна чĕнетĕр? Депутатсен пĕтĕм йышне йыхравлăр", - терĕç те - Чăваш Енĕн "тĕп врачĕ" çухалса каймарĕ: "Юрĕ, пурне те чĕнетĕп. Меллĕ самантпа усă курса юн парса хăварăр..." Депутатсен юнĕ, чăнах та, Çĕнĕ Шупашкаршăн ытлашши пулас çук.

Ку сессире Светлана Енилинăн трибуна умне çине-çинех тухма тиврĕ. Республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетне улшăнусем кĕртес ыйтупа та вăлах сăмах илчĕ. Паллах, чи малтан кăçалхи кăтартусем кăсăклă. Тÿрлетÿсене кура 2015 çулхи бюджет 3,6 млрд тенке яхăн хушăнать. Çав шутра - агропромышленноç комплексне тĕревлеме, ял территорийĕсене аталантарма, сывлăх сыхлавне пулăшма, вĕрентÿ, физкультурăпа спорт, культура, çул-йĕр хуçалăхĕ валли тата ыт.те. Улшăнусем кĕртнĕ май бюджет тупăшсем тĕлĕшпе 37 млрд яхăн тенкĕпе танлашĕ /ÿсĕм - 10,7%/, тăкаксем тĕлĕшпе - 41 млрд тенке яхăн /11,4% ÿсет/. Саккун проектне сÿтсе явнă хыççăн депутатсем ăна тÿрех икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Республикăра налук ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Сăмах чи малтан пуçласа регистрациленекен предпринимательсен налук виçине 0% тăвасси пирки пырать. Правительство çакă предпринимательлĕхе аталантарма пулăшасса шаннипе депутатсем те килĕшеççĕ - татăклăн хирĕçлекенсем пулмарĕç.

Вĕрентÿ çинчен, административлă правăна пăсни çинчен, инвестици ĕç-хĕлне пулăшасси çинчен, çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккунсене тÿрлетÿсемпе улшăнусем кĕртесси те нумай калаçтармарĕ. Çурт-йĕр тенĕрен, нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама хваттерсен хуçисенчен укçа пухни пирки каллех сăмах пуçарчĕç-ха, Капиталлă юсав фондне тивĕçлĕ тÿлевсен çуррине яхăн пайĕ кăна кĕрет-мĕн. Эппин, влаçсен ку ыйтупа халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелес енĕпе пайтах тăрăшмалла-ха.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне ирттерессине çирĕплетрĕç. Тĕрĕссипе, вăл хăçан пуласси ахаль те паллăччĕ - Пĕрлехи суйлав кунĕнче. Анчах йĕрки çапла - çакна саккунпа çирĕплетмелле. Çапла вара республика Пуçлăхĕшĕн сентябрĕн 13-мĕшĕнче сасăлăпăр.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту - сенатор шăпи. Çак тема та чылайранпа калаçтарнăччĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн сенатри представителĕн пуканне йышăнма пултаракансен шутĕнче Петр Краснов, ыттисен хушамачĕсене асăнатчĕç. Сессиччен темиçе кун маларах вара "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн политканашĕ Вадим Николаев депутат кандидатурине сĕнесси пирки пĕл-тернĕччĕ. Çакăн хыççăн "интрига" текенни çухалчĕ теме те юрать. Сессире те кĕтменлĕх пулмарĕ - РФ Федераци Канашĕн членĕн - ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕн полномочийĕсене шăпах "Чăваш бройлерĕ" чăх-чĕп фабрикин гендиректорне Вадим Николаева шанса пама йышăнчĕç. Ĕçтешĕсем ăна алă çупса саламларĕç.

 

 

 

Рубрика: 
Теги: