Суту-илÿ вăйланĕ

29 Çĕртме, 2015

Михаил Игнатьев çĕртмен 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Беларуçпа Чăваш Енĕн наука-техника, суту-илÿпе экономика тата культура хутшăнăвĕсене сарассишĕн тăрăшакан ĕç ушкăнĕн тăххăрмĕш ларăвне ирттернĕ. Унта Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Раççей Посольствин Хусанти уйрăмĕн ертÿçи Александр Кулинкович, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, влаç органĕсен ытти представителĕ, предпринимательсен ушкăнĕ хутшăннă.

В.Вовк ларура Беларуç суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене сарма хатĕррине, пĕр-пĕрин хушшинчи суту-илĕве вăйлатма май килтернине, тĕллевсене пурнăçа кĕртессе шанса тăнине палăртнă.

Икĕ ен чылай предприятин, уйрăммăн илсен ятарлă атă-пушмак, автомобиль, ялхуçалăх, çул-йĕрпе строительство, коммуналлă хуçалăх техники туса кăларакансен, производство кооперацине аталантарасси пирки калаçса татăлнă.

Ларура техника туянассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнипе пĕрлех агропромышленноçа аталанма пулăшакан наука, ăратлăх ĕçĕ, ялхуçалăх культурисен вăрлăхне туса илесси çинчен те калаçнă.

«АПКра çыхăну тытса ĕçлеме хистекенни нумай. Пирĕн хутшăнусенче стратегипе тактика пуласлăхне куратăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Эпир пĕрле чылай çитĕнÿ тăвасса шанса тăратăп. Михаил Игнатьев ертсе пынипе малалла ăнтăлакан çынсем - чăннипех те пĕр шухăшлисен, хăйсен республикине, Тăван çĕршывне юратакансен команди», - палăртнă В.Вовк.

Елена МИШИНА.

Рубрика: