Сурана та тимлĕх сиплет

16 Ака, 2018

Шупашкар районĕн тĕп больници вырăнти 63 пин çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Сыватмăшра тĕрлĕ ял-поселокран килекенсен черечĕ ĕç вăхăчĕ вĕçленмесĕр те татăлмасть. Травматолог-ортопед пÿлĕмĕ умĕнче те специалист йышăнакан сехетсенче ларкăч пушанса курмасть. Уйăрнă вăхăтра Артемий Лаврентьев тухтăр патне 50-60 çын таранах кĕрсе тухать. Пуринпе те ăшшăн калаçма тăрăшать специалист. Ку больницăра иккĕмĕш çул кăна ĕçлет пулин те районта ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ вăл.
Шупашкарти Медицина васкавлă пулăшăвĕн больницинче нейрохирурги уйрăмĕнчен Кÿкеçри поликлиникăна куçни хальхи вăхăтра вăйра тăракан «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе усă курассипе çыхăннине пытармасть Артемий Викторович. «Пĕр миллион укçа никамшăн та ытлашши мар-тăр, — терĕ вăл кун пирки сăмах хускатсан. — Анчах ĕç вырăнне улăштарнинче тепĕр сăлтав та пур: тăван ял Шĕнерпуç район центрĕнчен аякра мар — пилĕк çухрăмра кăна, çÿреме меллĕ. Тĕп хулари пек вĕткеленÿ çук та — ялти пурнăç чуна çывăхрах».
Çапла, хулара иртнĕ самай вăрах тапхăрта /студент çулĕсем, ординатура, ĕç каçалăкĕн пуçламăш çулĕсем/ ялтан писме ĕлкĕреймен Артемий Лаврентьев. Тĕрĕссипе, Шĕнерпуçĕнчен вăл саккăрмĕш класран вĕренсе тухсанах вăхăтлăх уйрăлнă. 9-11-мĕшсенче вара Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти лицейре пĕлÿ илме тÿр килнĕ. «Анне йăмăкĕ çемйипе унта пурăнатчĕ. Лицей вĕрентекенĕччĕ. Вăл мана хăйсем патне куçарма аннене ÿкĕте кĕртрĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраттăм. Биологипе, химипе уйрăмах тарăн ăс пухни олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăннă май паратчĕ. Медицина енĕпе вĕренме каяс шухăш çапла çирĕпленчĕ», — аса илет профессие суйланă тапхăра çамрăк тухтăр.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа вĕренме кĕнĕ каччă улттăмĕш курс хыççăн... салтак атти тăхăнать. Хăйĕн ирĕкĕпех çар хĕсметне тăнăскер çак утăма чăн-чăн арçын тивĕçĕ пек хаклать. Çĕршыв хÿтĕлевçи Челябинск облаçĕнче Миасс хулинче хĕсметре çулталăк тăнă. Тăван тăрăха таврăнсанах ординатура тапхăрне пуçăнас тĕллевпе аслă шкула ыйту çырма пынă. Хирурги енĕпе специализациленекенсен ушкăнне лекме кая юлнăран травматологине çырăннă. Александр Каралин профессор çумĕнче икĕ çул медицинăн çак енне анлăн тĕпченĕ.
Гиппократ сăмахне панă специалистпа хăйĕн профессийĕн кирлĕлĕхĕ çинчен ыйтсан хурав хăйне евĕр илтĕнчĕ: «Ача-пăча хушшинче те, çитĕннисемпе ватăсен йышĕнче те аманакан, суранланакан чылай. Тухтăрăн пулăшăвĕ кирлех вĕсене. Анчах чун çакна та сисет: чылайăшне тухтăр пÿлĕмне кирлĕ канаш илтесси, сиплев меслетне пĕлесси кăна мар, кулленхи пурнăçра тимлĕх çитменни илсе çитерет. Ăшшăн калаçсанах çыннăн чунĕ лăпланать. Вăл хăйне лайăхрах туйма пуçлать. Лăпкăлăхра суран та хăвăртрах сиплет».
Чирлисемпе чăвашла тап-таса калаçакан тухтăра сайра тĕл пулатăн. Артемий Викторовичшăн вара çакă ун патне килнисемпе çывăхланас хушма вăрттăнлăх- ши? «Эпĕ хула çывăхĕнчи ялта ÿснĕрен чăвашла çав тери хитре пупленипе мухтанаймастăп. Тушкилте вара, чăнах та, тăван чĕлхе илемне туйма пуçларăм. Тăвайсем, пирĕнпе танлаштарсан, çепĕçрех калаçаççĕ», — чăнлăха уçрĕ тухтăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.