Сунарçăсен хир сысни тытма юрать

3 Кăрлач, 2018

Чăваш Енре çак уйăхăн 1-мĕшĕнче хир сысни тытмалли тапхăр пуçланнă. Анчах пурне те персе ÿкерме юрамĕ, çулталăк тултарманнисене çеç. Вĕсене çак уйăхра тытма ирĕк панă. 

Аса илтерер: иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче пăши ыттмалли тапхăр вĕçленчĕ. Иртсе кайнă сунар тапхăрĕнче 20 пуç тытма ирĕк панăччĕ. Тата маларахри çав тапхăрта пĕтĕмпе те 14 пăши çеç тытма юранăччĕ. Çакă республикăра миçе пуç пăши пулнинчен те килнине эпир пĕлтернĕччĕ. 2016 çулхи хĕлле ку чĕр чуна 1035 шута илнĕ, 2017 çулхинче - 1238. 

Теги: 

Комментари хушас