Сумлă уявсен шутне кĕтĕрех

8 Çурла, 2014

Юрий Гагаринăн тĕнчене тĕлĕнтернĕ вĕçевĕ хыççăн, акă, 52 çул ытла Космонавтика кунне уявлатпăр. Кăшт каярах унăн ячĕ улшăнчĕ пулин те пĕлтерĕшĕ çаплах юлчĕ. Пирĕн республикăра та вăл сумлисен шутĕнчех. Ара, мăнаçланма сăлтавĕ те пур: кÿршĕсемпе танлаштарсан чăваш çĕрĕ виçĕ паттăра тĕнче уçлăхне çĕкленме хăват панă. Çак кун Чăваш Енĕн çыннисемпе тĕп хулара пурăнакансем, космодром ветеранĕсем, çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсем Шупашкарти Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен палăкĕ умне пухăнаççĕ, чĕрĕ чечексем хураççĕ. Çакăн тата мухтав сăмахĕсем каланă хыççăн уяв вĕçленет те. Çакă, паллах, хăйсен пурнăçне космоса тĕпчессипе çыхăнтарнă тата унта хăйсен тÿпине хывнă çынсене пăшăрхантаратчĕ те. Текех çапла ан пултăр тесе пĕлтĕрхи асăннă кун тĕнчери пĕрремĕш космонавт палăкĕ патĕнчи митинг вĕçленес умĕн Чăваш Республикинчи космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕн канашĕ ырă пуçару турĕ: чăваш çĕрĕн паттăрĕсен ячĕсене эпир те, килес ăрусем те ялан асра тытса пурăнас тĕллевпе мухтавлă ентешĕмĕр пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхĕн анлăхне тухнă куна - çурла уйăхĕн 11-мĕшне - Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ евĕр палăртма йышăнчĕ.

Кашнин кăмăлне кайнă сĕнÿ каярахпа, вăхăт иртнĕ çемĕн, «уксахлама» пуçларĕ, унтан пачах та «такăнчĕ». Чылай тÿре-шара, унăн ырă пĕлтерĕшне ăнланмасăр, çĕр-шывра «Космонавтика кунĕ» пуррипе сăлтавларĕ, укçа-тенкĕ тăкакласран шикленчĕ ахăртнех! «Лав мала кайманнине кура» пуçару ушкăнĕн ирĕксĕрех республика ертÿлĕхĕпе тĕрлĕ ведомство-министерство, ЧР Патшалăх Канашĕ ячĕпе ăнлантару çырăвĕсем çырма тиврĕ. Раççейри Космонавтика кунĕ - çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ уяв, Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ - наци уявĕ. Мăнаçлăх, сумлăх кунĕ. Пытармасăр каласан - ăна паллă тума республика хыснинчен пĕр пус та тăкакланмасть, тăкакĕ пулсан та ăна Пĕрлĕх канашĕ пĕтĕмпех хăйĕн шутĕнчен саплаштарать.

Чăннипех пĕр уяв теприне евĕрлени çук кунта. Чăваш Республикин чысне çăлтăрсем таран çĕкленĕ паттăрсен ячĕсем пирĕн чĕререх упраннине, пĕр-пĕр космонавта тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрленĕ пин-пин çын хушшинчи ентешсен пархатарлă ĕçĕпе мухтаннине кăтартакан сумлă уяв. Наци уявĕсен календарĕнче унăн хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнмаллах. Шухăшласассăн - урăхла пулма та пултараймасть пек. Çук иккен...

Çак сĕнĕве пурнăçа кĕртессипе яваплăха хăй çине илнĕ Чăваш Республикинчи Космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕн канашĕн ертÿçин çумĕ Алексей Албутов ăçта кăна çитмерĕ-ши, тĕрлĕ тÿре-шаран йышăну пÿлĕмĕсенче вăхăта усăсăр «сутса» лармарĕ-ши, ăçта кăна çыру ăсатмарĕ-ши, пуçарăва ăнланса йышăннă çынсене алă пустарса мĕн чухлĕ хут хатĕрлемерĕ-ши - хальлĕхе кăлăхах. Çÿлтен пĕр евĕрлĕ хуравсем килсех тăчĕç. Сăмахĕсем тĕрлĕ пулин те шухăшĕ пĕрре - «Пире пĕр евĕрлĕ икĕ уяв кирлех мар тесе шухăшлатпăр...» Ăслă-тăнлă шухăшланă пулсан, вĕсем пачах икĕ уяв пулнине ăнланса илетчĕçех. Пирĕн уяв нацин мăнаçлăх кунĕ пулнине ăнкаратчĕçех.

Пĕрлĕх канашĕн ертÿçин çумĕ Алексей Яковлевич хăйĕн хастарлăхне çухатмасть-ха. Шанчăкĕ те сÿнмен: «Ыйтăва татса парассине пур пĕрех вĕçне çитеретĕп. Мана та, пĕрлĕхри юлташăмăрсене те хамăр палăртнă тĕллеврен нимĕнле вăй та пăраймĕ. Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ пĕр-пĕр çын уявĕ кăна мар, вăл - республикăмăрăн мăнаçлăх кунĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи чылай халăхăн ун пек уяв тума сăлтав çук. Пирĕн, акă - пур: Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров. Космоса вĕçме хатĕрленекенсен отрядĕнче тепĕр ентеш пуррине пĕлетпĕр...»

Алексей Албутов тата общество организацийĕнчи унпа пĕр шухăш-тĕллевлĕ юлташĕсем çак уяв йывăр тĕрĕслевсем витĕр тухса чăваш халăхĕн сумлă уявĕсен хушшинче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупасса çирĕп шанаççĕ. Кăçал та вăл Андриян Григорьевич тĕпсĕр уçлăха пĕрремĕш хут çĕкленнĕ кун тата вăхăтра, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, 11 сехет те 30 минутра мухтавлă ентешĕмĕрĕн Шупашкарти М.Калинин тата А.Николаев космонавт урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти палăкĕ умĕнче уçăлать. Космонавтика ветеранĕсен республикăри пĕрлĕхĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе пурнăçне космоса тĕпчессипе çыхăнтарнă çынсене, çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсене, хула çыннисемпе унăн хăнисене Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунне уявлама йыхравлать.

Юрий СТЕПАНОВ,

республикăри космонавтика

ветеранĕсен Канашĕн членĕ