Сумлă ĕçшĕн - медаль

 Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин инваличĕсемпе аманнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе 15 çул çитрĕ. Уяв тĕп хулари Ачасемпе çамрăксен керменĕнче иртрĕ.

 

 Çак кун унта çирĕп кăмăллă, пуян чун-хаваллă, йывăрлăхсен умĕнче пуç усман паттăрсем пухăнчĕç. Вĕсене общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Геннадий Матвеев саламларĕ. Унтан çапăçура пуç хунисене, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ветерансене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

 

Инвалидсен çивĕч ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнче пăхса тухаççĕ, республика Пуçлăхĕ çумĕнче инвалидсен ĕçĕсен канашĕ ĕçлет, инвалидсене пулăшакан общество организацийĕсем йышлă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов «Вăрçă инваличĕсем» организацие Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче йĕркелени ăнсăртран пулманнине палăртрĕ. Общество Тăван çĕршыва хÿтĕлесе сусăрланнисене, пуç хунисене хисеплет, вĕсен умĕнче пуç таять. «Эсир хальхи вăхăт паттăрĕсем, Тăван çĕршыв патриочĕсем. Республикăра общество организацийĕсем нумай, анчах сирĕн — урăмах хисепли. Сирĕн умра пуç таятпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр», — терĕ республика парламенчĕн спикерĕ.

 

Уява çавăн пекех влаç органĕсен представителĕсем, депутатсем, общество организацийĕсен членĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем хутшăнчĕç. Ачасен полици академийĕнче вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин инваличĕсемпе аманнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн тĕп правленийĕн йышăнăвĕпе инвалидсен реабилитаци тата интеграци ĕç-хĕлне пысăк тÿпе хывнăшăн «Дент-а-мед» стоматологи кли-никин тĕп тухтăрне Юрий Зорина «Раççей чысĕшĕн тата мухтавĕшĕн» медальпе чысларĕç.

 

И.СЕРГЕЕВА

И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.