Строительствăна чарса лартнă

18 Кăрлач, 2014

Санитари хÿтлĕхĕн зонинче нумай хваттерлĕ çурт çĕклеме юрать-и? Хуравĕ строительство организацийĕсемшĕн кăна мар, ахаль граждансемшĕн те интереслĕ.

Федерацин халăхăн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн хула-ял тăрăхĕсен строительство нормативĕсене, территорие планламалли схемисене хатĕрленĕ, тĕрлĕ объект вырнаçтарассипе, вĕсен санитари хÿтлĕхĕн зонисене палăртассипе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне санитари правилисене пăхăнмалла. Объектсене проектлас, тăвас ĕçшĕн яваплă граждансем, предпринимательсем, юридици вăйĕнчи тытăмсем санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пăсни е çав требованисене пăхăнма май çукки палăрсан асăннă ĕçсене пурнăçлассине е çак ĕçсем валли укçа уйăрассине вăхăтлăха е туллин чарса лартма тивĕç.

РФ Хула тумалли кодексĕн 51 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн капиталлă строительство объекчĕсене тăвассине, реконструкцилессине строительство пуçармалли ирĕк илсе пурнăçламалла. Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури ЧР Стройминĕн, Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсене явăçтарса тĕрĕслев ирттернĕ май «Алза» ООО тĕп хулари Соляное тăкăрлăкра 4,6 пин ытла тăваткал метр йышăнакан çĕр лаптăкĕ çинче нумай хваттерлĕ çурт хăпартма тытăннине палăртнă. Анчах çĕр лаптăкĕн хуçине строительство пуçарма ирĕк панине ĕнентерекен кăтартусем Шупашкар администрацийĕн архитектурăпа хула тăвас ĕç управленийĕнче çук.

Строймин панă информаци тăрăх - «Алза» ООО асăннă вырăнта 9 хутлă пурăнмалли çурт çĕклеме тăратнă проект документацине тишкернĕ хыççăн строительство тăвассине хирĕçлекен пĕтĕмлетÿ хатĕрленĕ. Çакна асăннă лаптăк «Букет Чувашии» АУОн санитари хÿтлĕхĕн зонинче вырнаçнипе сăлтавланă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса район прокуратури «Алза» ООО директорĕ тĕлĕшпе ирĕк илмесĕрех капиталлă строительство объекчĕн строительствине пуçарнăшăн административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Материалсене Строймина панă. Кăтартăвĕ - 20 пин тенкĕлĕх штраф. Унсăр пуçне Калинин районĕн судне асăннă лаптăкра тивĕçлĕ ирĕк иличчен строительство ĕçĕсене чарма ыйтса тавăç тăратнă.

Александр ТОЛСТОВ,

Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.