Страхламаншăн - яваплăх

30 Утă, 2015

Кунашкаллишĕн, автостраховани тĕлĕшпе саккуна пăснăшăн, чылайăн явап тытрĕç ĕнтĕ. Анчах список хупăнман иккен-ха.

Шăмăршă районĕн прокуратури автотранспорт хуçи ыйтса çырнă хыççăн тĕрĕслев ирттернĕ те - страхлакан компанире саккуна уяманнине çирĕплетнĕ. "Росгосстрах" ОООн Чăваш Енри филиалĕн Шăмăршăри страховани пайĕнче унăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Ермошкина ОСАГО полисне илме килнĕ водителе саккуна пăсса хушма пулăшу ĕçĕсем сĕннине тупса палăртнă. Ăна инкексенчен те страхланмалли çинчен каланă. Унсăрăн ОСАГО тумалли килĕшÿ пулмасть имĕш. Чăнах та, автотранспорт хатĕрĕн хуçи инкексенчен страхланса татах тăкакланас темен те - Ермошкина автогражданка страхованийĕ тума килĕшмен.

РФ Граждан кодексĕнче вара коммерци организацийĕн çапла хирĕçлеме юраманнине уççăн çирĕплетнĕ. Çын ыйтать-тĕк - ОСАГО полисне памалла пулнă. Çавна май район прокурорĕ Н.Ермошкина тĕлĕшпе КоАПăн 15.34.1 статйипе /страховани килĕшĕвĕ тума сăлтавсăр хирĕçлени, обязательнăй страховани килĕшĕвне тунă чух хушма пулăшу ĕçĕсемпе усă курма хистени/ административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Ăна тишкерсе ЧР Наци банкĕ хĕрарăма 25 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Палăртни вырăнлă: асăннă статья санкцийĕ - 50 пин тенкĕ таранах. Анчах ку тĕслĕхре айăплав мерине палăртнă чух Ермошкинăн ачисем пĕчĕккине шута илнĕ, штраф виçине чакарнă. Чăн та, йышăну вăя кĕмен-ха, ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ йĕркепе çăхав çырма та пулать.

К.АНТИПОВ.

Рубрика: 
Автор: