Статистика çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулăшать

1 Авăн, 2015

Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Ен территори органĕшĕн кăçал - пĕлтерĕшлĕ çул. Паян вăл 95 çул тултарать. Унăн ертÿçи Эльвира МАКСИМОВА Чăвашстат кунçулĕпе паллаштарать.

- Эльвира Геннадьевна, Чăваш Республикинче çак служба епле йĕркеленнĕ?

- Юбилей - каялла çаврăнса пăхмалли, утса тухнă çула тишкермелли тата малашлăха палăртмалли лайăх сăлтав. Чăваш автономи облаçĕн /ЧАО/ ревкомĕ 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче статистика бюровĕ тума йышăннă. Ăна йĕркелеме тата вăхăтлăх ертсе пыма Шупашкар уесĕн статистика уйрăмĕн заведующине И.И.Данилова хушнă. 1921 çулта унта 32 çын ĕçленĕ. Профессионал статистиксем пулманран служба ертÿçисем час-часах улшăннă.

ЧАОран ЧАССР туса хурсан 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çумĕнче бюроран управлени тунă.

- Çĕршывра рынок хутшăнăвĕсем аталаннă май ведомствăра пĕлтерĕшлĕ мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ?

- Статистика кăтартăвĕсене тĕнче шайĕнче танлаштарас тĕллевпе аталаннă патшалăхсем усă куракан стандартсене методологипе йĕркелÿ ĕçне кĕртессишĕн нумай тăрăшнă. Вĕсен тытăмĕ тĕпрен улшăннă. Сăнавсем суйласа ирттеретпĕр. Патшалăх статрегистрĕ йĕркеленет. Ĕçре çĕнĕ енсем /хаксен мониторингĕ, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата ĕçсĕрлĕх, тулаш экономика ĕçĕ-хĕлĕ/, статучетăн пачах çĕнĕ обћекчĕсем /вăтам тата пĕчĕк предприятисем, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем/ çуралаççĕ. Пирĕн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет.

- Ку чухне статистиксен умĕнче мĕнле тĕллевсем, хăшне чи малтан пурнăçлатăр?

- Хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусем - патшалăх органĕсен статистика ĕçĕн пахалăхне лайăхлатасси, информацин çĕнĕ технологийĕсемпе усă курасси, официаллă статистика информацийĕпе тивĕçтересси. Çывăх вăхăтра пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пурнăçланмалла: октябрьте - демографипе социаллă пурнăçа тĕпчесе хакласси /халăх микроçыравĕ/, 2016 çулта - Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ тата федерацин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсен 2015 çулхи ĕç-хĕлĕн статистика тишкерĕвĕ.

- Тĕллевсен пĕлтерĕшĕ мĕнре?

- Халăх микроçыравĕ çĕршывра 2020 çулта ирттерме палăртнă çыравччен ку чухнехи демографи çивĕчлĕхĕ, экономикăпа социаллă пурнăç çинчен информаци илме, хальхи информаци технологийĕсемпе усă курса кил хуçипе унăн членĕсем çинчен хыпар пуçтармалли çĕнĕ меслетсене тĕрĕслесе çирĕплетме май парать.

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем АПК производствин тĕп кăтартăвĕсем, унăн тухăçлăхне ÿстермелли майсем çинчен анлă информаци пухма май килтереççĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсен 2015 çулхи ĕçне тишкерни экономикăн вăй илсе пыракан секторне малалла тĕллевлĕн аталантармалли çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулăшать.

- Чăвашстат ку чухнехи технологисемпе тухăçлă усă курать-и? Сирĕн специалистсене мĕнле майсем туса параççĕ?

- Вĕсене пысăк тухăçлă компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Шутлав техникин никĕсĕнче - ĕç станцийĕ, нумай функциллĕ пичет тытăмĕ, ноутбук, планшет... Микроçырав вăхăтĕнче çыравçăсем планшет-компьютерпа усă курĕç. Унпа Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕнче те ĕçлеме питĕ меллĕ. Таварсемпе пулăшу ĕçĕсен хакĕсемпе тарифĕсене смартфонпа регистрацилеççĕ. Пĕлтĕр организацисен 80 проценчĕ отчетсене электрон мелĕпе тăратнă. Çĕнĕ технологи информаци йышăнас тата ăна пăхса тухас ĕç вăхăтне перекетлеме, унăн тухăçлăхне ÿстерме май парать.

- Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕсене уççăн пĕлме пултаратпăр-и е вăрттăнлăхра упранакан информаци те пур-и?

- Официаллă информаципе Интернет урлă пурте тÿлевсĕр паллашма пултаратăр. Пирĕн сайтра мĕн кирлине курмасан почта урлă е электронлă адреспа пирĕнпе çыхăнма пултаратăр. Пĕлме юраманни те пур. Респондент малтан ярса панă кăтартусем тĕрĕс пулман тĕслĕхсем пирки çакна палăртмалла. Вĕсем халăх валли мар, пире ĕçре усă курма кирлĕрен ыйтса илетпĕр. Анчах кăшт вăхăт иртсен цифрăсем уçăмланаççĕ, пĕтĕмпех тĕрĕс пулса çитсен - тархасшăн, информаци пурин валли те.

- Мĕнле учрежденисемпе организацисем сирĕн информаципе час-часах усă кураççĕ?

- Влаç органĕсем, бизнесменсем, ăсчахсем, информацин йышлă хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, ахаль çынсем. Стратегиллĕ йышăну тăвакансене - общество-экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем, халăха тавар хакĕ, шалу, пенси кăсăклантараççĕ.

- Хальхи вăхăтра сирĕн ведомство электрон мелĕпе мĕнле пулăшу кÿме пултарать?

- Граждансем, организацисем ыйтсан официаллă информацие патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă электрон мелĕпе пĕлтеретпĕр. Çулталăкри бухотчет хатĕрлеме юридици сăпачĕсене патшалăх пулăшăвĕ паратпăр. Электронсервиса Росстат порталĕн тĕп страницинче вырнаçтарнă.

Юридици сăпачĕсемпе харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем Росстатăн Чăваш Енри статрегистрĕнче учета тăни çинчен электронсервиспа усă курса Чăвашстат сайтĕнче информаци илме май пур. Сервиса ĕçе кĕртни организацисене те /ĕç вырăнĕнченех статистика кочĕллĕ информаци çырăвĕ илме пултараççĕ/, Чăвашстата та /халăх черетре кĕпĕрленсе тăмасть, пурлăх перекетленет/ пысăк усă кÿрет.

- Чăваш Енри патшалăх статистики çывăх çулсенче епле аталанĕ?

- Патшалăхпа обществăна кулленех кирлĕ официаллă статинформаци кăтартăвĕсене Росстат тăтăшах хатĕрлет. Ку, чи малтанах, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма йышăннă патшалăх программисене, РФ Президенчĕн указĕсене епле пурнăçланине пĕлтерме кирлĕ. Халăх чирпе, сусăрланса инвалида тухнипе тата вилнипе пулакан экономика çухатăвĕн мониторингне çуллен ирттерни çынсен уйрăм ушкăнĕсемпе сийĕсен чăн пурнăç шайне тĕрĕс кăтартать. Статистика цифрăсене çулсерен танлаштарса пĕтĕмлетет. Росстат çырав ирттернĕ чухне ĕçе çăмăллатмалли майсем шырать. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен саккун йышăнтарасшăн, халăх çинчен сведени пуçтарнă чухне хушма мелсемпе, çĕнĕ технологисемпе усă курма сĕнесшĕн.

- Ведомствăра кадр ыйтăвĕ çивĕч-и? Çамрăксем пур-и?

- Чăвашстатăн тĕп пуянлăхĕ - учреждени ят-сумне çĕклекен пысăк пĕлÿллĕ те ăста специалистсем. Коллективра ытларах - хĕрарăмсем. Пĕтĕмпе 248 çын /195-шĕ - патшалăх службинче/. Юлашки çулсенче организаци çамрăкланни палăрать. Кашни пиллĕкмĕш ĕçтеш 35 çула çитмен. Вĕсене професси пĕлĕвĕ пама, хăнăху тапхăрне хăвăртлатма, ăсталăхĕпе пултарулăхне туптаса çивĕчлетме вĕрентекенсем пулăшаççĕ.

Пирĕн коллектив пысăк. Палăртнă тĕллеве пурте яваплăха туйса, чĕререн юратса пурнăçлаççĕ. Ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

- Ĕçтешĕрсене уяв ячĕпе мĕн суннă пулăттăр?

- Чăвашстатра вăй хуракансене юбилейпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырă сунатăп. Çамрăк специалистсем çитĕнÿ тума тăрăшчăр. Учреждение аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, паха опытне кĕçĕн ÿсĕмрисемпе пайланăшăн ветерансене тав тăватăп.

В.СТЕПАНОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.