Спортсменсем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ

20 Чÿк, 2014

Хĕллехи сезон çывхарнă май Чăваш Ен спортсменĕсемшĕн те çăмал мар тапхăр пуçланать. Анчах ăмăртусенче палăрасси хатĕрленнинчен нумай килет.

Паянхи кун пирĕн биатлонистсем Алтай Республикинче тренировка ирттереççĕ. Вĕсен йышĕнче чи маттуррисем: Универсиада çĕнтерÿçи Татьяна Семенова, Атăлçи округĕн чемпионачĕн призерĕ Вячеслав Акимов тата ыттисем. Çак кунсенче Владимир Павловпа Анатолий Акимовăн вĕренекенĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçнă. Ку тăрăхра канаканскер çамрăк спортсменсене чейпе хăналанă.

Аса илтермелле: Михаил Васильевич хальхи вăхăтра черетлĕ отпускра. Раççей спорт мастерĕсем Евгений Петровпа Павел Охотников Ханты-Мансийскри биатлон центрĕнче хатĕрленеççĕ. Денис Салдимиров çамрăк тренер патĕнче ăсталăха туптакан тепĕр 6 яшпа хĕр Пушкăртстанри Белорецк хулинче иртекен сбора кайнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен ытти йĕлтĕрçĕ тата вĕсен тренерĕсем çĕнĕ сезона "Росинка" сиплев центрĕнче хатĕрленеççĕ.

Конькипе чупакансен те хатĕрленÿ тапхăрĕ. Чăваш Енри чи пултаруллă спортсменсем Надежда Федорова, Даниэль Никифоров тата Атнер Федоров /тренерĕ А.Никандров/ хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Коломна хулинче тренировка ирттереççĕ. Каярах вĕсем Челябинска тухса кайĕç, çывăх вăхăтра унта çĕршыв кубокĕн тапхăрĕ старт илет. Пирĕн фристайлистсем вара Финляндие çул хывĕç. Валерий Васильев тренер ертсе пынипе çамрăксем çĕршыв ăмăртăвĕсене хатĕрленĕç.

А.МИХЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.