Спортра та маттур, ĕçре те сатур

27 Чÿк, 2019

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн ĕçĕ- хĕлĕпе, пултарулăхĕпе асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай РАСЬКИН паллаштарать.

Çитĕнÿсем куç умĕнчех

Николай Никандрович, кашни ял халăхĕ хăйне евĕр пултаруллă. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара спорт тĕлĕшпе маттур. Ахальтен мар эсир кăçал республикăра «Физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чи лайăх ял тăрăхĕ» ята тивĕçрĕр. Çитĕнÿсем мĕнрен килеççĕ-ши?
— Чăн та, Нăрваш Шăхальсем спортпа питĕ туслă. Кунта паллă чылай спортсмен çуралса ÿснĕ. Сăмахран, маунтинбайк енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче кубокне тивĕçнĕ, икĕ хутчен Раççей чемпионки пулнă, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕ Ирина Калентьева, пауэрлифтингпа тĕнче класлă спорт мастерĕ Иван Калля. Тĕрĕссипе, ентешсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланаççĕ. Акă нумаях пулмасть Наталия Шайманова Бухарестра çамрăксен хушшинче йывăр атлетика енĕпе октябрь уйăхĕнче иртнĕ Европа чемпионатĕнчен виçĕ медальпе таврăнчĕ. Унпа Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та тĕл пулчĕ, саламларĕ.
Çамрăксем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр, пушă вăхăтра хăйсен сывлăхне спортпа, физкультурăпа çыхăнтарччăр тесе тăрăшатпăр. Çавна май тĕрлĕ ăмăрту ирттеретпĕр: пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ентеш спортсменсен ячĕпе мини- футбол, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Василий Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ, Ирина Калентьева ячĕпе маунтинбайкăн «кросс-кантри» дисциплинипе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту тата ыт. те. Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Хĕллехи вăхăтра çамрăксем йĕлтĕрпе чупаççĕ, хоккейла выляççĕ, çулла — футболла. Çавăн пекех çăмăл атлетикăпа та туслă. Патăрьелти «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи тренажер залне, бассейна çÿреççĕ. Раççей, республика, район ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтереççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕн команди районти ял тăрăхĕсен хушшинче ирттерекен спартакиадăра çулсеренех малти вырăнсене çĕнсе илет. Çакăншăн питĕ савăнатпăр эпир. Пирĕн камран тĕслĕх илмелли пурах. Çавăнпа çитĕнÿсем те куç умĕнчех.
Ял çынни спортра маттур пулсан ĕçре те сатур тесе калас килет манăн. Çакă чăнахах та çапла-и?
— Кирек хăш ĕçре те халăха ертсе пыма пĕлмелле, çынсемпе канашласа ĕçлемелле. Пур ыйтăва та старостăсен ушкăнĕпе, депутатсемпе, халăхпа канашласа пурнăçлатпăр. «Пуçаруллă бюджет» программăпа усă курса коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли лапамсем туса районта чи малтан хута ятăмăр. Ял тăрăхĕпе вĕсем пирĕн — 23. Тĕрĕссипе, çÿп-çап пуçтарас ĕçе эпир реформăччен маларах тытăннăччĕ, ун чухне михĕсемпе пухаттăмăр. Çавăнпа пире ку тĕлĕшпе çăмăлрах пулчĕ. Халăхăн 70% йăлари хытă каяша турттарнăшăн вăхăтра укçа тÿлет. Ку енĕпе те эпир районта малтисен йышĕнче. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси — кашнин тивĕçĕ. Çут çанталăка юратма ачаранах вĕренмелле.
Эпир çитес вăхăтрах халăх пуçарăвĕпе икĕ проекта хутшăнасшăн: пушар деповĕн тăррине улăш-тарасшăн тата В.Бородкин урамĕнче ача-пăча лапамĕ тăвасшăн.
Çул-йĕр ыйтăвĕ еплерех?
— Кăçал республика программипе килĕшÿллĕн Хирти урамра 1,3 çухрăм тăршшĕ çул-йĕр сартăмăр. Икĕ çуллăх ĕçе çулталăкра турĕç строительсем. Ял-йыша çуран утма тротуар та пур. Халĕ çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те урама кĕрсе тухма пулать. Ял халăхĕ çакăн пек çула тахçанах кĕтнĕ. Ара, йĕпе-сапаллă вăхăтра асăннă урамра пылчăк çăрăлнăран техникăпа кĕрсе тухма май пулман.
Октябрь вĕçĕнче çул-йĕре савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Уява сумлă хăнасем те пуçтарăнчĕç. Такăр та тикĕс çулпа чи малтан çамрăк велосипедистсем ярăнса иртрĕç.

Культура «вучахĕ» хĕмленсех çунать

Тепĕр саманта та манса хăварар мар: пĕлтĕр çул Çĕнĕ çул умĕн Нăрваш Шăхальте чиркÿ уçăлчĕ. Ку каллех ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм.
— Пирĕн ялта малтан Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ пулнă. Самана пăтраннă вăхăтра ăна пăснă. Çапла чылай çул Турă çурчĕсĕр пурăннă халăх. Ватă çынсен сĕнĕвне шута илсе халăх чиркÿ хăпартма шут тытрĕ. Никĕсне 2005 çултах ярса хăварнă, хĕрес лартнă.
Хăть мĕнле пысăк ĕçе пурнăçлама та укçа кирлĕ. Чиркÿ халăх укçипе çĕкленчĕ тесен те йăнăш мар. Унсăр пуçне храма хăпартас ĕçре ялта çуралса ÿссе тĕнче тăрăх саланнă ентешсен тÿпи çав тери пысăк. 2010 çулта тума пуçланăскере пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн уçрăмăр. Çветтуй Николай ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ 2018 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче пĕрремĕш хут кĕлле кĕчĕ. Сăваплă çак ĕçе хутшăннă мĕн пур çынна тав тăватăп. Ял тăрăхĕнче Турă çурчĕ пурри аван. Халĕ ял-йыш унчченхи пек кÿршĕ яла утмасть, автобус кĕтсе те ывăнмасть. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.