Спортпа туслă çынна çумăрлă çанталăк та хăратмасть
Шăмат кун пирĕн çĕр-шывра Олимп кунĕ иртрĕ. Кăçал ăна Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Сочири Хĕллехи Олимп вăййисенче çĕнтернине тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалларĕç. Чăваш Енре те спорт уявĕ мероприятисенчен пуян пулчĕ.
Ирхи çанталăк хĕвелпе савăнтармарĕ пулин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем /ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - кÿлмек хĕррине 2000 ытла çын пухăннă/ спорт лапамĕсене тухрĕç. Вĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Олимп чемпионки Валентина Егорова, ЧР Олимп канашĕн ертÿçи Анатолий Николаев саламларĕç.
Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Ĕç кунĕнче пушă вăхăт сахал пулин те кÿлмек хĕррине чупма час-час тухаканскер республикăра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан нумайланнишĕн савăннине палăртрĕ. «Спортпа туслă çынна çумăрлă çанталăк та, сивĕ кун та хăратмасть. Çавăнпа вăл хастар та хăюллă, ăна нимĕнле йывăрлăх та шиклентермест. Кашни кун зарядка туни, çуран тата велосипедпа чупни, утни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Малашне те массăллă мероприятисем ытларах йĕркелеме тăрăшăпăр», - терĕ Михаил Васильевич.
Олимп кунĕ йăлана кĕнĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Юрă уйне килнисене ЧР Фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина тата унăн вĕренекенĕсем хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăранă май тĕрлĕ хускану тутарчĕç. «Кашни ир зарядка туни сывлăхшăн питĕ усăллă, çавăнпа куна унран пуçлатăп. Çынсемпе пĕрле вара кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕрех. Республика кунĕнче Лакрей паркĕнче иртнĕ зарядкăна та çемьепе тухрăмăр. Çакнашкал мероприятисене час-час йĕркелесен аванрах пулĕччĕ», - пĕлтерчĕ спорт уявĕпе хавхаланнă Анна Ильина. Ыттисем зарядкăра савăннă вăхăтра спортпа туслă ветерансем чупăва тухрĕç, унта пурĕ 60 çын хутшăнчĕ. Ăмăртура Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ 70 çулти Галина Кудряшова, Шупашкарти Апполинария Владимирова, Надежда Бычкова, Елена Иванова çĕнтерчĕç, арçынсен тупăшăвĕнче Владимир Кириллов, Николай Алексеев, Аркадий Гурьянов тата ыттисем пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тепĕр лапамра регбистсем юлташлă матчра тупăшрĕç, турникменсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Паллă спортсменсем Алина Иванова, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев ертсе пынипе ачасемпе аслă çултисем кÿлмек тавра утса çаврăнчĕç. СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов та çамрăксене тĕслĕх кăтартрĕ. Палăртмалла: çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Элĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак пулăмпа саламласа ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников ăна Хисеп хучĕпе чысларĕ. «Олимпçăсем пек ялан çĕнтерÿ патне ăнтăлăр», - терĕ юбиляр пурне те тав туса. Икĕ кустăрмаллипе туслисем валли массăллă велочупу иртрĕ. Стартра - велосипедпа çÿреме юратакан вун-вун çын: спортсменсем, ветерансем, студентсем, ача-пăча. Вĕсен йышĕнче кÿмепе çÿрекен мăшăрсем те пулчĕç. «Эсир паян пурте çĕнтерÿçĕсем», - терĕç йĕркелÿçĕсем, чупăва хутшăннисене кашнине РФ Олимп комитечĕн дипломĕпе хавхалантарчĕç.
Андрей МИХАЙЛОВ
Комментари хушас