Спорт шкулĕсене чăрмавсăр çÿрĕç

4 Раштав, 2014

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Сергей Валенков республикăра пурăнакансене Шупашкарта харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă. Унта çавăн пекех федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ĕç тăвакан влаçăн федераци тата регион органĕсен представителĕсем, Шупашкар хула администрацийĕн яваплă çыннисем хутшăннă.

Йышăнура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕпе, граждансене кивĕ çуртран çĕннине куçарассипе, çăмăллăхлă майпа эмелпе тивĕçтерессипе, чăрмавсăр хутлăх йĕркелессипе çыхăннă çичĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

Тĕслĕхрен, кун-çулне профессиллĕ спорта халалланă, кÿмепе çÿрекен инвалид шухăшĕпе - патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси» программăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммине пурнăçлас, уйрăммăн илсен куçса çÿреме кансĕр инвалидсем спорт объекчĕсене пырса çÿрес енĕпе çитменлĕх сахал мар. В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 1-мĕш ятарлă спорт шкулĕнче, сăмахран, реконструкци хыççăн тимĕр пандуссем вăхăтлăх шутланаççĕ, вĕсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, çурта кĕрсе спорт залне çитмелли тытăма йĕркелемен, санитари пÿлĕмĕпе усă курма кансĕр.

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕсем ăнлантарнă тăрăх - асăннă спорт шкулĕнчи реконструкци ĕçĕсене икĕ тапхăрпа пурнăçлаççĕ, куçса çÿреме кансĕр граждансене кирлĕ пандуссене тата ытти хатĕре 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырнаçтараççĕ.

Чăваш Республикин прокуратури ку ыйтăва тĕрĕслесе тăрать.

Йышăнура хускатнă тепĕр ыйтăва - Шупашкар хулинчи Париж Коммуни урамĕнчи 6-мĕш çуртра /вăл - авариллисен шутĕнче/ пурăнакансене çĕннине куçарассипе çыхăннине - хуравласа хула администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсем 2015 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен хваттер уççийĕсене тивĕçессине пĕлтернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.