Спорт - профилактика никĕсĕ

26 Авăн, 2014

Юн кун РФ шалти ĕçсен министрĕ полици генерал-полковникĕ Владимир Колокольцев ертсе пынипе видеоконференцçыхăну мелĕпе территори подразделенийĕсемпе Правительствăн Раççей Федерацийĕнче правăна пăсасран сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Енрен канашлăва РФ Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков, шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев тата ыттисем хутшăннă.

Ларура наркоманипе чирлисен реабилитацине физкультурăпа спорта тĕп инструмент вырăнне хурса пурнăçламалли профилактика мерисене сÿтсе явнă.

Статс-секретарь - РФ сапорт министрĕн çумĕ Наталья Паршикова хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикине физкультурĕпа спорта аталантарас енĕпе патшалăх политикине ăнăçлă тытса пыракан регионсен шутĕнче асăннă. "Раççей субъекчĕсенче массăллă физкультура мероприятийĕсене йĕркелес тĕлĕшпе пуян опыт пухнă. Чи ăнăçлă тĕслĕхсен шутĕнче - Чăваш Республики. Массăллă физкультурăпа спорт мероприятийĕ нумай, вĕсене кунта çуллен йĕркелеççĕ", - тенĕ вăл.

Халăха спортпа туслаштарассипе, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсенчен пĕри - Пĕтĕм Раççейри "Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр" физкультурăпа спорт комплексне çĕнĕрен чĕртни. Çĕнĕ ГТО значокĕн презентацине Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум вăхăтĕнче ирттерĕç.

К.СЕМЕНОВ.

Автор: