Спорт — хускану: хускану — пурнăç
23 Sep, 2016 | Хыпар | Спорт | Патриот

Çак принципа халăх хушшинче сарма тăрăшакан пограничник-ветерансем хăйсем те хастар, «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕ йĕркелекен мĕнпур мероприятипе спорт ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Хальхинче республикăри ял-хулара пурăнакан ветерансем, воин-интернационалистсем Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче тĕл пулчĕç.

«Пограничниксен тăванлăхĕ» ятпа йĕркеленĕ спорт уявне сывă пурнăç йĕркине чăннипех те хисеплекенсем пухăннă. Шупашкар хулин, Канаш, Çĕмĕрле, Комсомольски, Красноармейски, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи пограничник-ветерансен тата Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенчи афганец-ветерансен командисем тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç, вăй-халне, пултарулăхне кăтартрĕç.

Спорт уявне пухăннисене Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, «Пограничниксен тăванлăхĕ» организацин правлени председателĕ Анатолий Шорников, Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн председателĕ Александр Яковлев саламларĕç. Унтан хастар ветерансене — Хĕрлĕ Чутайри Александр Яковлева, Комсомольски районĕнчи Геннадий Филиппова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Николай Стекольщикова, Шупашкарти Иван Макеев пограничник-афганеца çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн «Погранçарсен ветеранĕ» паллăпа, «Пограничниксен тăванлăхĕ» организаци йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăннăшăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сергей Кчеткова, Иван Белова, Андрей Гаврилова «Чыс тата тивĕç» паллăпа чысларĕç. Владимир Волков, Вячеслав Корчагин, Андрей Артемьев, Алексей Кузьмин спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахне тивĕçрĕç. Спорт уявĕнче çавăн пекех Андрей Артемьев, Михаил Антонов, Алексей Кузьмин, Владимир Молокин «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацине кĕчĕç. Анатолий Шорников вĕсене çак ятпа саламларĕ, удостоверенисем пачĕ.

Ветерансем çăмăл атлетика эстафетинче ăмăртрĕç, мини-футболла вылярĕç, шывра ишсе, вĕрен туртса, дартс енĕпе тупăшрĕç. Ăмăртусем «Хастар» ФОКра иртрĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.