Спонсорсене тав тăваççĕ

«Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă», — тенĕ ваттисем мĕн авалтан. Мĕн чухлĕ çынна пулăшатăн, çавăн чухлех вăл каялла ырăпа сан патах таврăнать.

Комсомольски районĕнчи Урмаел вăтам шкулĕ кăçал хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Çак паллă куна вĕренекенсем çитĕнӳсемпе кĕтсе илесшĕн. Ку енĕпе кунта лайăххи ытларах та. Ачасем каникулта та шкулшăн нумай тăрăшрĕç, вĕренӳре те лайăх кăтартусемпе савăнтарас тĕллевлĕ.

Кунта вĕреннĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем хăйсен тăван шкулне самантлăха та манманни педагогсене питех те савăнтарать. Шкултан 1969 çулта вĕренсе тухнă, халь «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО тата «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕнче ĕçлекен, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов Урмаелсене пулăшма яланах хатĕр. Нумаях пулмасть вăл шкула 150 пин тенкĕ укçа куçарса парне турĕ.

Тăван ялтах пурăнакан Ильшат Заитович Адиев уйрăм предприниматель те шкул музейне çĕнетсе пулăшма май туса панишĕн педагогсем тем пекех савăнчĕç.

Çирĕм сакăр çул каялла шкултан вĕренсе тухнă Зуфар Минназимович Шакуров уйрăм предприниматель сĕтел-пукан туянса пама пултарчĕ.

Ырă ĕçсем асăрханмасăр юлмаççĕ. Шкул коллективĕ те, ачасем те аслисене тав туса чĕререн ăшă сăмах калаççĕ.

Владимир ФЕДОРОВ

Владимир Федоров

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.