Списоксем хатĕр

23 Авăн, 2015

Çĕршывăн ытти регионĕнчи пекех пирĕн республикăра та Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшлĕ хатĕрленÿ тапхăрĕ сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленчĕ - регистраторсем 2016 çулта çыравăн суйласа илнĕ обCекчĕсен списокĕсене тишкерсе пĕтерчĕç.

Малтан инструктажра пулнă 107 çын хула территорийĕсенче граждансен хушма тата харпăр хăйĕн ытти хуçалăхĕнчи кăтартусене куллен тĕрĕслерĕç. Чăвашстатăн штатра тăман персоналĕ ялхуçалăх таварĕ туса кăларакан респондентсенчен çĕр лаптăкĕ пурри, унăн виçи, мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сурăх, качака усрани çинчен ыйтса пĕлчĕ. Регистраторсем садсен, пахчасен, дачăсен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенче те пулчĕç, лаптăксемпе усă курни-курманнипе тата вĕсен хуçисен ялхуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕ пурри-çуккипе кăсăкланчĕç. Вĕсем çырав обћекчĕсен кăтартăвĕсене чылай район-хулара /Элĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай тата Шăмăршă районĕсемсĕр пуçне - вĕсенче граждансен сачĕсен, пахчисен, дачисен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсем çук/ тĕрĕслерĕç.

Çырав объекчĕсен регистраторсем хатĕрленĕ списокĕсене тĕпе хурса муниципалитетăн кашни районĕнче /хула округĕнче/ шутлав тата инструктор участокĕсен шутне палăртаççĕ.

Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче иртет, аякри тата пырса çÿреме кансĕр территорисенче - сентябрĕн 15 - ноябрĕн 15-мĕшĕсенче.

В.СМИРНОВА.

Рубрика: