Спиртлă хутăшсене сутма чарнă
Патшалăх алкоголь продукцийĕпе спиртлă хутăшсене сутас сферăра йĕрке тума тытăнни куçкĕрет.
РФ Патшалăх санитарин тĕп врачĕ хăйĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче йышăннă «Спирт хутăшĕллĕ продукцие сутма чарасси çинчен» 195-мĕш номерлĕ постановлени те çакнах çирĕплетет. Унпа килĕшÿллĕн юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсен иртнĕ çулхи раштавăн 26-мĕшĕнчен пуçласа 30 талăк хушши тĕрлĕ шĕвеке /унта этил спирчĕ 25 процентран ытларах пулсан/ сутма юрамасть. Чару парфюмерипе косметика продукцийĕ тата кантăк тасатмалли хатĕре пырса тивмест. Йышăнăва Юстици министерстви çирĕплетнĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ çынсене спирт хутăшĕ ĕçни ырăпа вĕçленменни çинчен асăрхаттарать. Ун ĕçченĕсем постановлени тухнăранпа спирт хутăшĕллĕ продукци сутакан 56 об±екта тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсакансене тупса палăртман. Çав хушăрах ведомство йĕркеленĕ «хĕрÿ линипе» кăçалхи кăрлачăн пиллĕкмĕшĕччен «кукăр алăллă» 5 сутăç пирки хыпар илнĕ. Иккĕшĕ тĕрĕс. Информацие право хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ.
Çакнашкал пурнăç патне ăнсăртран çитсе тăмарăмăр: Çĕнĕ çул умĕн пĕтĕм çĕршыва хăрушă хыпар кисретрĕ: Иркутскра этикетки çине ванна кĕмелли хатĕр тесе çырнă этил /тĕрĕссипе — метил/ спирчĕллĕ «Боярышника» ĕçсе 70 ытла çын пурнăçран уйрăлчĕ, нумайăшĕ сусăрланса юлчĕ. Аптекăри спиртлă хутăшĕсемпе наркăмăшланса вилекенсен шучĕ юлашки çулсенче палăрмаллах ÿсрĕ. Роспотребнадзор 2015 çулта сиенлĕ шĕвек тутанса 14 пин ытла çын пурнăçран уйрăлса кайнине хыпарларĕ.
Тĕрлĕ «çăлкуç» пĕлтернĕ тăрăх Раççейре çулталăкне 170-250 миллион литр спирт хутăштарнă сиенлĕ шĕвек туса кăлараççĕ. Сутаканĕсем сахалтан та 4 миллиард тенке яхăн услам илеççĕ. Регионсенче «фанфурик» йышши шĕвексем талăкĕпех «ярăнтаракан» автоматсем лартма пуçларĕç вĕт! Вĕсене ача-пăча та, кирек кам та чăрмавсăрах туянма пултарать. Пуçа шăнăçмасть — мĕн хăтланаççĕ? Общественноç «чан çапать». РФ Правительстви çывăх вăхăтрах алкоголь рынокĕнче йĕрке тума пулăшакан саккун проектне Патшалăх Канашне тăратасшăн.
Василий СОРОКИН.
Комментари хушас