«Спартак» — «Ылтăн шайба» çĕнтерÿçи

14 Нарăс, 2020

Шупашкарти «Спартак» хоккей дружини Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» ăмăртăвăн республика тапхăрĕнче çĕнтернĕ. 2005-2006 çулсенче çуралнă çамрăксенчен йĕркеленнĕ команда аслă ушкăнра палăрнă. Пăр çинче 4 команда вăй виçнĕ — «ТУС», «Скала-21», «Спартак» тата «Ястреб».

Çамрăк хоккеистсене Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Богаратов, «ЮНИТЕКС» центрăн директорĕ Венера Захарова, «Чебоксары» хоккей клубĕн тĕп тренерĕ Атександр Протапович саламланă, медаль, диплом, кубок тата спорт инавентарĕ туянма сертификат парса хавхалантарнă.

«Спартак» хоккей клубĕн хастарĕсем нарăсăн 24-мĕшĕнче-пушăн 3-мĕшĕнче Сочи хулинче иртекен «Ылтăн шайба» ăмăртăвăн Пĕтĕм Раççейри тапхăрне хутшăнĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас