Социаллă тăнăçлăх хавшамалла мар
Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет, хула, республика, федераци шайĕнчи медицина учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕсемпе, общество организацийĕсен, «Росздравнадзорăн», медицина страхованийĕн фончĕн, «Фармаци» ПУП представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăх сывлăхне упрасси, паянхи условисенче пациентсене пахалăхлă пулăшупа тата эмелпе тивĕçтерессине лайăхлатасси.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - 2015 çул пирĕншĕн çăмăл пулас çукки вăрттăнлăх мар. Çапах та паянхи кăткăслăха кризис теме иртерех, çакă - хальхи пурнăçăн чăнлăхĕ кăна. Ăна тивĕçлипе йышăнса, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраса тупса тĕрекĕмĕре татах çирĕплетмелле.
«Сывлăх сыхлавĕн хастарĕсен туслă йышĕ çĕнĕ условисенче ĕçлемешкĕн хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ», - терĕ республика Пуçлăхĕ тăкаксене оптимизацилес тата бюджетăн тупăш пайне пуянлатмашкăн хушма мерăсем шырама кирлине уйрăммăн палăртса.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелсе улшăнни куçкĕрет. Çакă тĕпрен илсен модернизаци программи ăнăçлă пурнăçланнипе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн 5 млрд тенкĕ хывнă. Халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме тытăннă май çынсем вилесси чакса пырать, этем ĕмĕрĕ вăрăмланать.
Шел те, пуçламăш тытăмра - район больницисенче, ФАПсенче - пациентсене пахалăхлă сиплевпе тивĕçтерес, чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртас енĕпе уйрăм кăлтăксенчен хăтăлса пĕтеймен. Вĕсен ертÿçисене çакă шухăшлаттармалла, ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерсе халиччен усă курман мелсене шырамалла.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра эмелпе тивĕçтерес енĕпе пурте йĕркеллĕ теме иртерех. Çакă, паллах, халăх шухăш-кăмăлне витĕм кÿретех: асăннă сăлтава пула инфаркт, инсульт çапса антарнă тĕслĕх те пур.
«Вăраха ямасăр татса памалли ыйтусем - социаллă тăнăçлăх туса хурасси, халăха психологи пулăшăвĕ парасси тата çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хăнăхтарасси», - çирĕплетрĕ министр. Унăн шухăшĕпе - хамăр çĕршывра эмел туса кăларакансене чи малтанах хавхалантармалла, сиплев хатĕрĕсене централизациленĕ майпа туянмалла тата препарат хакĕсен мониторингне йĕркелесе тăмалла. Пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлисене ятарлă витрина çине кăларса хумалла. Пациентсене хамăр эмелсен усси ют çĕршыврисенчен пĕрре те кая маррине ăнлантарса памалла, аптекăсенче те вĕсене сĕнмелле.
Медицина учрежденийĕсенчи вырăн таврашне, кĕпе-тумтире çуса тасатас, васкавлă пулăшу машинисене пăхса тăрас, пациентсене апатлантарас, сипленĕ хыççăнхи каяшсене утилизацилес енĕпе аутсорсинг мелĕпе усă курмалла. Урăхла каласан патшалăхăн тата уйрăм çыннăн партнерлăхне аталантармалла. Пысăк технологисен диагностикине ирттернĕ чухне те вĕсене хутшăнтармалла. Çапла туни бюджет тăкакĕсене самаях чакарма май памалла.
Михаил Васильевич коммерци мелĕпе сутă тăвакан аптекăсенчи хаксемпе интересленчĕ: вĕсене сăлтавсăр ÿстерекенсем çук-и? Рынок тапхăрĕнче пайтаçăсен тĕллевĕ услам тăвассипе çыхăннă пулсан, паллах, сиплев препарачĕсене хаклатакансем тупăнаççех. Çапах та пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсем тĕлĕшпе вĕсен те чикĕ пулмалла. Министр çирĕплетнĕ тăрăх - витĕм кÿмелли чи шанчăклă хатĕр - вĕсем çинчен халăх еплерех шухăшлани иккен, урăхла каласан - общество рейтингĕ.
Çынсемпе ĕçлессине те тивĕçлипе хакламалла: психологи пулăшăвĕ панисĕр пуçне шанăç телефонĕсем йĕркелемелле.
Владимир Путин Патшалăх Думине янă Çырура 2015 çула - чĕре чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк, Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче кашни çыншăн, уйрăм çемьешĕн спорт тĕллевлĕ çулталăк тесе палăртнă. Çапла вара тĕрлĕ амак сиплевçисене кăна мар, çынсене хăйсене те шухăшлаттармалла, мĕншĕн тесен чир-чĕр сăлтавĕсен пысăк пайĕ тĕрĕс апатланманнипе тата ÿт-пĕве пиçĕхтерменнипе çыхăннă.
Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ те тивĕçлĕ шайра пулмалла. Хальлĕхе чирлисен çуррине яхăн унпа кăмăлсăр. Кулленхи ĕçре медиксен пациент тĕп клиент пулнине тĕпе хумалла, ăна тивĕçлипе хакламалла. Çав вăхăтрах вĕсен яваплăхне ÿстересси те канăçсăрлантармалла. Министр сăмахĕнчен çакă сисĕнчĕ: электронлă регистратурăра çырăннисен 20-23 проценчĕ йышăнăва сăлтавсăр пыман тĕслĕх пĕрре кăна мар пулнă, апла тăк пулăшу уйрăмах кирлĕ çын сиплевçĕ патне вăхăтра лекейменнипе ăна илеймен.
Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулхи диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăсăкланчĕ. Министр шухăшĕпе - пĕлтĕр халăх асăннă мероприятие пуçаруллăрах хутшăнма тытăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пуçласа палăртнă чирсен йышĕнче - чĕрепе çыхăннисем, усал шыçă.
Бюджет укçипе эффективлă усă курса медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе кал-кал ĕçлекен учрежденисен ертÿçисем - Дмитрий Арсютов /офтальмологин клиника больници/, Владимир Викторов /стоматологи поликлиники,/ Станислав Николаев /федерацин травматологипе эндопротезировани центрĕ/ хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Сăмах май, халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕçтернĕшĕн Станислав Николаев ертсе пыракан учреждени çĕршыв шайĕнче палăрнă, çакăншăн ăна РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть ятарлă премипе чысланă.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас